Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăх - тĕп вырăнта

14 марта 2015 г.

 

Пурнăçăн мал туртăмлă аталанăвĕ тĕрлĕ сфера тикĕс те тăнăç ĕçленинчен йĕркеленсе пырать: ял хуçалăхĕ, промышленность, медицина, вĕрентÿ, суту-илÿ тата ытти те. "Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ çак йĕркере уйрăм вырăн йышăнать.

Кулленхи пурнăçа паян пирĕнтен чылайăшĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх кÿрекен пулăшусăр курмасть те. Çак сферăра юлашки çулсенче вăй илсе пыракан çĕнĕлĕхсем те пире хумхантармасăр тăмаççĕ. Кашни улшăну хăйне евĕр ыйту çуратать. Вĕсене вăхăтра татса парасси, тĕрĕс хуравпа тивĕçтересси пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем çине тиенет.

Район аталанăвĕнче кашни предприяти-организаци хăйĕн йĕрне хăварать. Вĕсен йышĕнче "Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ те ырă сăмаха тивĕç. Халĕ каланине иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнинченех асăрхама пулать. Уяв умĕн ĕç кăтартăвĕсем пирки калаçни те ытлашши пулмĕ.

"Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ - районта тăнăç аталанса пыракан предприятисенчен пĕри. Кунта паянхи куна 84 çын вăй хурать. Çак туслă коллектив 2014 çулта пурĕ 49576 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Баланс тупăшĕ çак тапхăрта 691 пин тенкĕпе танлашнă. Асăннă предприяти район бюджечĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине çак хисеп кăтартать: пĕлтĕр "Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ район бюджетне пĕтĕмпе 6083 пин тенкĕ укçа тÿленĕ.

Асăннă предприятире ĕçлекенсем хăйсен яваплăхне куллен туяççĕ. Çавăнпа та хваттерсенче пурăнакансене электричество çутипе, ăшăпа, ăшă тата сивĕ шывпа тивĕçтерессине, йăла каяшне вăхăтра илсе тухассине вĕсем хăйсен тĕп тĕллевĕ тесе шутлаççĕ. Хăйсен ĕç тивĕçне ăнланнипех аслă ăрурисен ятне ярас мар тесе çанă тавăрса ĕçлеççĕ.

Апла пулсан уяв ячĕпе вĕсене!

 

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика