Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте - илемлĕ, пурте - хастар

14 марта 2015 г.

 

Культура çуртне кĕрекен кашни хĕрарăма кадетсем кĕтсе илеççĕ, салам хучĕсем парнелесе, пĕрне - район администрацийĕпе хĕрарăмсен районти канашĕнчен, теприне - ашшĕсен районти канашĕн ертÿçинчен А. Куликовран тата Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен С. Ермолаевран, кĕрсе вырăн йышăнма сĕнеççĕ. Çавăнпа та малтанхи самантранах районти черетлĕ "Успех" конкурсра савăнăçлă лару-тăру хуçаланчĕ. Залра вара ларма мар, тăма та вырăн юлмарĕпе пĕрех.

Кăçалхи конкурса пирĕн районти 13 маттур хĕрарăм хутшăнчĕ. Тĕрлĕ сферăра вăй хураççĕ вĕсем, анчах пурте пĕр пек илемлĕ те хастар. Çакна асăрхаса пикесене район пуçлăхĕ Игорь Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев саламларĕç. Чечен, çав вăхăтрах пысăк вăй-хăватлă хĕрарăмсемпе мăнаçланнине пĕлтерчĕç вĕсем. Хĕрарăмсем вара çак сăмахсене пултарулăх конкурсĕнче кăтартса пачĕç.

Ваçкассинчи Культура çуртĕнче ĕçлекен Алина Павлова - юрă-ташă ăсти. Хăйне пулăшакансемпе пĕрле - пултарулăх ушкăнĕпе - вăл Муркашри сцена çинче кăна мар, "çÿллĕреххисем" çинче те юрăпа савăнтарма тивĕçлине кăтартса пачĕ.

Калайкасси шкул директорĕ Татьяна Ершова вара хăйĕн ĕçĕнче тулли киленÿ тупнине пĕлтерчĕ.

Муркаш ял тăрăхĕнчен харăсах тăватă хутшăнакан пулчĕ. Çурлатринчи "Лебедушка" ача сачĕн воспитателĕ Лариса Аксендарова ачасене воспитани панипе пĕрлех вырăнти пултарулăх ушкăнне çÿрет, юрра-ташша аван туйса тăрать. Унăн ĕçтешĕ - "Путене" ача сачĕн воспитателĕ Алена Тихонова сцена çине хăйĕн "чĕпписемпе" тухса пултарулăхне уçса пачĕ. Виççĕмĕш хутшăнакан вара "Солнышко" ача садĕнчи Татьяна Николаева пулчĕ. Тĕп ĕçпе пĕрлех чăваш ташши валли те вăхăт тупать вăл. Муркашри ача-пăча искусство шкулĕнче вăй хуракан Людмила Яковлева пурне те хăйĕн уçă сассипе тыткăна илчĕ.

Москакасси ял тăрăхĕнчи Людмила Ванюшкина библиотекăра вăй хурать. Сцена çинче вара вăл хăйне Шупашкар артисчĕсенчен пĕртте кая тытмарĕ.

Оринин ял тăрăхĕнчи Регина Быкова Муркашри кирпĕч заводĕнче тăрăшать. Канăва вара юрă-ташăпа çыхăнтарма кăмăллать-мĕн.

Турай ял тăрăхĕнчи Мăн Токшикри Культура çурчĕн ертÿçи - уçă сасăллă Светлана Иванова такмаксемпе савăнтарчĕ. Халăхра ăна Светлана Мерчен тесен лайăх пĕлеççĕ.

Хорнуй ял тăрăхĕнчи Оксана Петрова - Тойкилтĕ шкулĕнчи вĕрентекен. Питĕ вăр-вар, çав хушăрах ангел пек ташлама пултаракан хĕрарăм та.

Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Галина Петрова чылай çул ĕнтĕ медицина сферинче тăрăшать. Вырăнти пултарулăх ушкăнне çÿреме те вăхăт тупаканскер конкурсра илемлĕ юрăпа савăнтарчĕ.

Юнкă шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Шандимирова сăвăсем те çырать-мĕн. Сцена çинче хĕр тантăшĕсемпе пĕрле вăл хăйĕн сăввипе кĕвĕленĕ юрра шăрантарчĕ.

Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Эльвира Кириллова кунти ватă çынсемпе ветерансен çуртĕнче ĕçлет. Пушă вăхăта вара çемьепе пĕрле çут çанталăкпа киленсе ирттерме кăмăллать. Çавăнпах илемлĕ картинăсем те пĕрин хыççăн тепри рамăна вырнаçаççĕ.

Çакăн пек тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăракан хĕрарăмсене хаклама жюрие (унăн йышĕнче район пуçлăхĕ                 И. Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, унăн çумĕсем           В. Ананьевпа Л. Тарасова, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев тата ашшĕсен районти канашĕн ертÿçи А. Куликов пулчĕç) чăнах та çăмăл килмерĕ, анчах та хĕрарăмсен районти канашĕн ертÿçи Лилия Тарасова: "Йăлтах ăнăçлă пулчĕ", - тени никамра та иккĕленÿ çуратмарĕ пулĕ. Чăнах та, çулсеренех конкурс çÿллĕрех шая хăпарни палăрать: йĕркелÿ енĕпе те, хутшăнакансен пултарулăх шайĕпе те. Конкурса ирттерме кашни çулах район администрацийĕ, хĕрарăмсен канашĕнчи пикесем, предпринимательсен канашĕ, ашшĕсен канашĕ пулăшса пыраççĕ.

Çак пулăшу пулнипе кашни пике диплома, чечек çыххине тата парнене тивĕçрĕ. Муркашри ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем те уяв каçĕнче хĕрарăмсене сцена çинчи илемлĕх тĕнчипе тыткăнларĕç. Çавăнпа та уява килнĕ кашни çын чунпа савăнса канма пултарчĕ, çунатланчĕ.

 

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика