14 марта 2015 г.
- Малалла эпĕ ăна контроль тусах тăрăп, - тет амăшĕ хăйĕн хĕрĕ çине пăхса.
Хĕрĕ хăй те ача амăшĕ, анчах та эрехпе ытла та туслă-мĕн. Çавăнпах çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ларăвĕнче те вăл пĕрре кăна пулман ку таранччен. Урăх ĕçместĕп тесе калани тата мĕн чухлĕ пулнă-ши çамрăк хĕрарăмăн, анчах кăмăл вăйĕ çитмест пулас унăн: эрех ĕçме пăрахас тĕллевпе "кодироваться" тума та тивнĕ. Халĕ ак каллех ларура ун çинчен калаçма тиврĕ (РФ Административлă правосен нормисене пăснин кодексĕн 5.35 статйин 1 пайĕнче палăртнипе ашшĕ-амăшĕ ачисене кирлĕ пек пăхса тăманни тĕлĕшпе).
- Урăх ĕçместĕп, сипленме каятăп, - комиссин черетлĕ ларăвĕнче те хĕрарăм çаплах каларĕ.
Вăл темиçешер кун ĕçнине комисси членĕсем лайăх пĕлеççĕ. Ашшĕ-амăш правинчен хăтарма патнех çитни те пулнă: суд тенкелĕ çинче те ларнă ача амăшĕ, анчах суд ăна шеллесе шанăç панă. Çавăнпа хĕрарăма ĕненме йывăррине комисси членĕсем ыт ахальтен каламаççĕ.
Амăшĕ вара, кÿршĕ районта пурăнаканскер, хĕрĕ патне хăнана час-часах килеймест. Хăй килнĕ чух хĕрĕ яланах йĕркеллĕ пурăннине калать, ĕçнине курман тет. Тен хĕрĕ амăшĕ умĕнче намăсран вăл киличчен йĕркеленсе илет. Ачисем умĕнче эрех ĕçме намăс мар пулĕ ĕнтĕ ăна. Темиçешер кун ачисем çинчен манса эрех ĕçет пулсан амăш туйăмĕ пирки мĕн каламалла-ши тата; Ÿсĕр чух ачисем темĕнле хытă макăрни те илтĕнмест çав...
Хĕрарăм ниçта та ĕçлемест. Ĕçлесе пăхнă-ха вăл тахçан... Унăн амăшĕ халĕ ĕçĕ те çукрах тенипе вара комисси членĕсем килĕшсех каймарĕç, мĕншĕн тесен Юнкă тăрăхĕнчи (хĕрарăм çак ял тăрăхĕнче пурăнать) предприятисенче ĕç пурах: кунта кăмпа та ÿстереççĕ, ял хуçалăх предприятийĕнче те ĕç çук мар. Хĕрарăма лару хыççăн тÿрех Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çитсе килме сĕнчĕç. Унта ĕç тупма пулăшу ыйтса вакансисемпе паллашнă хыççăн лару-тăрăва уçăмлатма пулатех. Çак кунсенчех эрех ĕçессинчен сипленме кайма каларĕç.
Хĕрарăм лару вĕçлениччен ĕçпе тивĕçтерекен центра çитсе килнине пĕлтерчĕ. Ĕçĕ çакăнпа кăна ан вĕçлентĕрччĕ - ача амăшĕ тупа туса урăх ĕçместĕп тесе каланине унăн ачисем лайăхраххине тивĕç пулнăран ĕненес килет. Кăмăл-туйăм енчен те, укçа-тенкĕ енчен те темĕнле йывăр лару-тăрура та амăшĕн ачисем пирки шутламалла. Вĕсене пурнăç патăн пулсан, лайăх условисенче ÿстерес тесен темĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмастăн, лару-тăруран тухас тесе пур вăй-хала парса малаллах тапаланатăн.
Çакăн пек тĕслĕхсем комиссин кашни ларăвĕнчех пулаççĕ: ĕçекен амăшĕсем те, ашшĕсем те ачисем пирки манса кайни куç умĕнчех. Комисси ларăвĕсем уйăхра иккĕ иртнине шута илсен вара кун пеккисен йышĕ районта пĕчĕк марри курăнать. Апла пĕртен-пĕр комисси ăса вĕрентни çителĕксĕр, юнашар кам пурăннине тата мĕнле пурăннине ялсенче асăрхасах тăмалла. Тен пĕр-икĕ ырă сăмах калани е ятласа илни те çыннăн пурнăçĕнче тĕкĕ пулать, макăракан ачасен пичĕ çине йăл кулă тавăрма пулăшать...
Н. Николаева.