Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес текене кризис парăнтараймĕ

14 марта 2015 г.

 

Район хаçачĕн журналисчĕн республикăри правительство ларăвне хутшăнасси сайра пулать. Çак йĕркесен авторĕн иртнĕ юнкунхи ларура пулма тÿр килчĕ. Акă пĕрремĕш пĕтĕмлетÿ: хăвăн хăлхупа итлени - пĕр япала, тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлни - тепĕр япала.

Халĕ вара юнкунхи лару патне таврăнар. Кунта республикăн 2014 çулхи экономикипе социаллă пурнăç аталанăвне пĕтĕмлетрĕç тата 2015 çулхи задачăсене палăртрĕç.

Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Кризис палăрăмĕ иртнĕ çул вĕçĕнче палăрма пуçланă. Апла пулин те 2014 çула 2013 çултан ăнăçлăрах вĕçлеме май килнĕ. Промышленноç тата ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси ÿснĕ. Çурт-йĕр ытларах хута янă. Суту-илÿпе халăха тÿлевлĕ пулăшу парасси те пысăкланнă. Вăтам ĕç укçипе çынсен тупăшĕ те ÿснĕ.

Малашлăх тĕллевĕсем çапла. Республика "Жилье для российской семьи" программăна кĕнĕ. Çакă кашни тăваткал метр пуçне 4 пин тенкĕ субсиди илме май парать. Программăпа килĕшÿллĕн 200 пин тăваткал метр экономкласлă çурт-йĕр тума май килет.

Вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталантарассипе те тĕллевлĕ ĕçлемелле. Халĕ унăн экономикăри тÿпи 17,6 процентпа танлашать. Ялта ФАПсем тăвассипе малалла ĕçлемелле. Пĕлтĕр çĕнĕ 15 ача сачĕ хута янă. Кăçал ача сачĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва татса памалла. Çитес çул федераци шайĕнче шкулсем тăвас программа ĕçлеме пуçлать. Кун пирки Республика Пуçлăхĕ Раççей премьер-министрĕпе Дмитрий Медведевпа тĕл пулнă чухне калаçнă пирки пĕлтерчĕ.

Республика Пуçлăхĕ февральте экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăç тăнăçлăхне тивĕçтерме 2015 - 2017 çулсем валли план йышăннине аса илтерчĕ. Паллах, малтан палăртнисенчен пурне те пурнăçлама май килмĕ, пĕлтерĕшлĕреххисене уйăрмалла.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин иртнĕ çулхи кăтартусене ĕç тухăçлăхне ÿстернипе тата производствăна модернизациленипе пысăклатма май килнине палăртрĕ. Акă кашни ĕçлекен пуçне продукци туса кăларасси 1,6 млн тенкĕпе танлашнă.

2015 çулхи январьти кăтарту вара сисчĕвлентерет. Промышленноç производствин индексĕ - 91,6 процент.

Финанс министрĕ Светлана Енилина кризиса шута илсе бюджетăн виçĕ вариантне пăхса хунине палăртрĕ: халь йышăнса хуни, тупăшсене 3,3 млрд тенкĕ чакармалли тата 5 млрд тенкĕ пĕчĕклетмелли. Хальлĕхе иккĕмĕш вариантпа ĕçлеççĕ.

Иртнĕ çул бюджет тăнăçлăхне тытса тăнă. Раççей Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçланă, пысăк инвестици проекчĕсене вăя кĕртнĕ.

2014 çулта республика бюджечĕн пĕтĕмĕшле тупăшĕ 44382,2 млн тенкĕпе танлашнă е малтанхи çулхинчен 3 процент ÿснĕ. Тăкаксем -   47741,3 млн тенкĕ е малтанхи çулхинчен 7,4 процент пысăкланнă.

Çурт-йĕр хута ярасси 3 процент ÿснĕ. Инвестици программисене 4,9 млрд тенкĕлĕх финансланă.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял çынни умĕнче тăракан задачăсем çинче чарăнчĕ. Кăçал çурхи ака-суха ĕçĕсене 565 пин гектар çинче пурнăçламалла е пĕлтĕрхинчен 6 пин гектар ытларах. Çĕр улми пĕлтĕрхинчен 3 пин гектар ытларах лартса хăвармалла. Ака-суха ĕçĕсене ирттерме 1,8 млрд тенкĕ кирлĕ пулать. Министр уйрăммăн кредитпа тивĕçтерессине палăртрĕ, ăна ял ĕçченĕсем 6,5 процентпа илме пултарĕç, ыттине патшалăх саплаштарать.

Иртнĕ çулхи кăтартусене аса илни вырăнлă. Ял хуçалăх производствин индексĕ 102,8 процентпа танлашнă. Аш-какай 5,9 процент, сĕт 0,1 процент ытларах туса илнĕ.

Республикăри агропромышленноçа аталантарма иртнĕ çул федераципе республика бюджечĕсенчен 2,42 млрд тенкĕ уйăрнă.

Пĕлтĕрхи никĕс япăх мар. Вăл кăçал та аталанма май памалла. Ĕçлес текенсене кризис парăнтараймĕ.

Акă тĕрлĕ информаци хатĕрĕсене ĕненес пулсан Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ завод, промышленноç тракторĕсен завочĕ, Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" пĕрлешÿ, Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ е панкрута тухнă, е хупăнас патне çитнĕ. Çапла, куçăм тапхăрĕнче вĕсемпе кун пекки пулнă. Анчах вĕсем паян ура çинче япăх мар тăраççĕ иккен. Ура çинче тăраççĕ çеç мар, кризиса пăхмасăр малалла аталанма шутлаççĕ. Çакна асăннă предприятисен ертÿçисен сăмахĕсем çирĕплетеççĕ. Вĕсене кашнинех ларура сăмах пачĕç.

Чапаев ячĕллĕ завод директорĕ Михаил Резников пĕлтернĕ тăрăх пĕлтĕр производство калăпăшĕ 31 процент ÿснĕ. Кунта çĕнĕрен 230 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Вăтам ĕç укçи 25 пин тенкĕпе танлашнă. Кăçал инвестици 170 млн тенкĕ хываççĕ, çитес çул - 630 млн тенкĕ.

Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕн директорĕ Валерий Васин пĕлтернĕ тăрăх продукци кăларасси пĕлтĕр 43 процент ÿснĕ, вăтам ĕç укçи 34 пин тенкĕрен иртнĕ, кăçал ăна 45 пин тенкĕне çитересшĕн.

Трактор завочĕн ертÿçи Андрей Можанов каланă тăрăх иртнĕ çул тракторсем кăларасси чакнă. Апла пулин те кунта ассортимента анлăлатаççĕ, ял хуçалăх машинисем тăвасси çине пăхаççĕ. Кризис вара завода пулăшма та пултарать. Чикĕ леш енчи техника хакланнăран, Шупашкарсен продукцийĕпе интересленекенсем паянах пур. Ăнсăртран мар ĕнтĕ, паян завод 200 рабочие ĕçе илме йыхравлать.

"Химпром" ертÿçи Вячеслав Курсаков çирĕплетнĕ тăрăх пĕлтĕр пĕрлешÿ 6 млрд тенкĕлĕх продукци кăларнă. Халĕ кунта икĕ çĕнĕ завод лартма тытăнаççĕ. Ертÿçĕ каланă тăрăх ку плансене унчченех хатĕрленĕ, кризис вара çак ĕçсене пурнăçлама хистет çеç иккен.

Куратпăр ĕнтĕ, унччен йывăрлăхра пулнă предприятисем те паян ăнăçлă ĕçлеме майсем тупаççĕ. Вĕсен тĕслĕхĕ пирĕншĕн те урок вырăнне пулмалла.

А. Иванов.

 

Вениамин Петров,

Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ:

- Эпир малалла мĕнле аталанасси пирĕнтен килет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура çапла палăртрĕ: "Пирĕн пурин те ăнланмалла, эпир малалла аталанасси пирĕнтен хамăртанах килет". Пирĕн алă усса лармалла мар, такам килсе туса парасса кĕтсе лармалла мар. Аялти сыпăкран пуçласа çÿле çитиччен кашнин тăрăшса ĕçлемелле.

 

Николай Ванеркин,

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чувашиякурорт" акционерла обществăн генеральнăй директорĕ:

- Кризис хыçне пытанма кирлĕ мар. Йывăрлăхсене çĕнтерес текен ялан шыравра, палăртнине пурнăçлама вăл ялан майсем тупать. Республика Пуçлăхĕ, правительство ертсе пынипе хамăр ума лартнă задачăсене пурнăçламалла пирĕн.

                          

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика