14 марта 2015 г.
Республикăри пекех, пирĕн районта та мартăн 18-мĕшĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн теми - Чăваш Республикин 2014 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсем тата 2015 çулхи задачăсем çинчен* 2015 çулта çул-йĕр ĕç-хĕлне туса пырасси çинчен.
Çавăнпа пĕрлех информаци кунĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленессин, Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине хатĕрленсе кĕтсе илессин, палăксене, обелисксене, Асăну хăмисене, вăрçăпа çыхăннă асăну вырăнĕсене тирпей-илем кĕртессин ыйтăвĕсене те сÿтсе явĕç, çынсене хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе йышăнĕç.
Пирĕн района Пĕрлехи информаци кунне ирттерме Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă луру-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килет. Ушкăн членĕсем район администрацийĕн тата федераци структурисен районти органĕсен ответлă ĕçченĕсемпе пĕрле çав кун пур ял тăрăхне те çитсе ял çыннисемпе тĕл пулусем йĕркелеме палăртаççĕ.
Хамăр инф.