14 марта 2015 г.
Ял хуçалăх пурнăçĕ пĕр вырăнта тăмасть. Иртнĕ эрне кун, пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С. Павлов тата республикăн тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ С. Скворцов пулчĕç. Вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче ял çыннисенчен пухакан сĕт пахалăхĕпе кăсăкланма сĕннине пурнăçласа Çатракасси ял тăрăхĕнчи Кашмаш ялĕнчи ĕçпе паллашрĕç. Ялта пурăнакансемпе ирттернĕ калаçу сĕт пахалăхĕ тата продукци хакĕ пирки иртрĕ. Кашмашри тĕл пулусем хыççăн Сергей Владимировичпа Сергей Иванович район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе тата халăхран сĕт пуçтаракансемпе анлă канашлу ирттерчĕç.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ертсе пычĕ.
- Сĕт хакĕ иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех пулнине пурте куратпăр. Ялта пурăнакансем çакăнпа кăмăлсăр пулни те паллă. Çак лару-тăрăва ырă еннелле улăштарас тесен, ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев палăртнă пек, ялсенче пухакан сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине пурнăçа кĕртмелле. Ăна пурнăçа кĕртесси - пирĕн пĕрлехи тĕллев, - терĕ Ростислав Николаевич.
Кун хыççăн канашлăва пухăннисем обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче хĕл кунĕсем епле иртнине, çĕр ĕçченĕ черетлĕ çур акине епле хатĕрленнине, çĕрпе усă курасси епле пурнăçланса пынине пăхса тухрĕç.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С. Павлов районта çĕр улми туса илес ĕç уксахлама пуçлани çинче чарăнчĕ. Çавăн пекех вăл çак ĕçе тивĕçлĕ шая çитерме çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе ĕçлеме сĕнÿсем пачĕ. Кунпа пĕрлех Сергей Владимирович районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Республикăн тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ С. Скворцов хăйĕн сăмахĕнче Муркаш районĕн çирĕп утăмсемпе малалла аталанма çулсем уçă пулнине палăртрĕ.
А. БЕЛОВ.