14 марта 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн кăçалхи Çырăвĕнче ял çыннисенчен туянакан сĕт пахалăхĕ тата ăна кура тÿлев виçине йĕркелесси çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев ют çĕршывсен санкцийĕсем хамăрăн тавар туса кăларакансене аталанма çĕнĕ майсем, инновациллĕ шухăшсене чăн проект шайне çитерме хушма хавхалану панине палăртрĕ. Ял çыннисем, тăрăшуллă хресченсем тата тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем çĕнĕ тапхăрта ума тухнă аталану çулĕсемпе туллин усă курма тивĕç.
Сĕт туса илесси çулталăкĕпех тупăш илме май паракан тухăçлă отрасль шутланнăран пирĕн унпа туллин усă курмалла. Анчах... Килти хушма хуçалăхсенчен çулленех çуркуннепе çуллахи тапхăрта туянакан сĕтĕн хакĕ нумай чух ял çыннисене тивĕçтермест. Çакна шута илсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ килти хушма хуçалăхсенчен паракан сĕт пахалăхне шута илсе тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушрĕ. Унпа килĕшÿллĕн сĕт паракансене продукци пуçтаракансен сĕтри çу виçине, ытти пахалăхне кура тÿлессине йĕркелемелле...
Хушу пурнăçа кĕме пуçларĕ. Иртнĕ кĕçнерникун, пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче, патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем ялсенчи сĕт паракансен продукци пахалăхне тĕрĕслерĕç. Çак тĕллевпе районта ЧР ветлабораторин биохими пайĕн пуçлăхĕ Е. Балдина, республикăри ветстанцин тата ветлабораторин выльăх тухтăрĕсем М. Олангинăпа Н. Мартышкина, ЧР патшалăх ветеринари службин надзор пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Е. Корнилов пулчĕç. Вĕсем районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци ĕçченĕсемпе пĕрле ялсене тухса сĕт пахалăхĕпе интересленчĕç.
Асăннă кун районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Н. Яковлев, кунти выльăх тухтăрĕ Т. Киселева тата О. Воробьев аслă госветинспектор Хорнуй ялне тухса 16 тĕрĕслев илчĕç. Кунпа пĕрлех вĕсем сĕт паракансемпе ăнлантару ĕçĕ ирттерчĕç. Ял çыннисем патшалăх шайĕнчен хăйсем çине тимлĕх уйăрнине ырларĕç кăна.
Асăннă евĕр тĕрĕслевсем малалла кашни ялтах тăтăш пурнăçа кĕрсе пырĕç.
Статистикăран. Паянхи куна районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче 2110 пуç, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 97 пуç сумалли ĕне пур пулсан, килти хушма хуçалăх хуçисем вĕсене 5983 пуç тытаççĕ. Кăрлач - нарăс уйăхĕсенче ял çыннисенчен сĕт пухакан çичĕ предприниматель пĕтĕмпе 396 тонна сĕт пуçтарнă.
А. БЕЛОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: районти тата республикăри комисси (сулахайран сылтăмалла: Н. Яковлев, О. Воробьев, Т. Киселева, Н. Мартышкина, М. Олангина) сĕт пахалăхне тĕрĕслет.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.