Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кашнин ыйтăвнех туллин пурнăçлатпăр"

07 марта 2015 г.

 

Район аталанăвĕ пĕр вырăнта тăманни вăрттăнлăх мар. Тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсен тата предприятисен экономика аталанăвĕ, пĕрле пулса ыранхи куна пăхса вăй хуни - пурин хыçĕнче те ĕç тăрать. Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн. Çак çыхăну Муркаш енре аслăрах ăрусем пуçарнипех тачă хутшăнура. Юлашки çулсенче районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство хăйне туллин кăтартма пуçланинче те хамăр енре пурăнакансен ыйтăвĕсене вăхăтра та туллинрех татса парасси тĕп вырăнта тăрать. Халĕ каланине уйрăм предпринимателĕн ĕçĕ-хĕлĕ урлă кăтартма "Металл-строй" чикĕллĕ яваплăхлă обществăна çитсе унăн ертÿçипе Алексей Ершовпа (сăн ÿкерчĕкре) уçă калаçу ирттертĕмĕр.

- Алексей Вячеславович, пирĕн обществăра ĕç-хĕл çине тĕрлĕрен пăхакан пур. Пĕри хăйĕн тупăшĕшĕн, ятне ÿстерессишĕн çеç ĕçлет. Тепри вара хăйĕн бизнесне ыттисен ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăç çулĕ ăнăçуллăрах пултăр тесе аталантарать. Эсир хăвăра хăшĕн йышне кĕртетĕр?

- Пирĕн асатте-асаннесемех çынна ĕçне кура хакланă. Эпир те паян хамăр ĕçе çакна шута хурса туса пыратпăр. Пирĕн тĕп тĕллев - хамăр суйласа илнĕ ĕçпе районăмăра ăнăçуллăрах аталанма, хамăр енре пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшасси. Пĕчĕк е вăтам бизнесра вăй хуракансем, ман шутпа, пурте Муркаш районĕн ятне тата хăтне лайăхлатассишĕн ĕçлеççĕ. Кун пек тĕллевĕн хăйĕн çимĕçĕ: ĕç те малалла каять, çынсемпе туслă хутшăнусем те йĕркеленеççĕ, ят-сум та сарăлать, пуçăннă ĕçĕн экономики те ыранхи кунпа вăй хума парать. Куратăр вĕт - йăлтах пĕр çыхăнура. Çакăнти килĕшÿлĕх майĕпен пĕрлехи ĕç ăнăçăвне куçать. Кăна эпир хамăр тĕслĕхрех куратпăр.

- Сирĕн общество ятĕнченех эсир металпа тата унран тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталассипе ĕçлени сисĕнет. Эпĕ йăнăшмастăп-и?

- Хамăрăн чикĕллĕ яваплăхлă обществăна шăпах эсир каланă пек шута хурса "Металл-строй" терĕмĕр. Районти предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕнче эпир - 2009 çултанпа. 6 çул хушшинче хамăр ята тăван килтен кăларса кÿршĕллĕ районсемпе пĕрлех Мари Эл Республикин Горномарийски тăрăхне те çитертĕмĕр. Çапла вара сезон вăхăтĕнче пирĕн ларса канма та вăхăт çук. Анчах эпир кашни ыйтăвах вăхăтра пурнăçлама тăрăшатпăр. Пирĕн тĕллев - хамăр патăмăра килекенсен кашнин ыйтăвнех туллин тивĕçтересси.

- Ялта пурăнакансен мĕнле ыйтăвне татса парассипе ĕçлет-ха паян сирĕн тăрăшуллă коллектив?

- Пирĕн ĕç никĕсĕнче - ялта пурăнакансен уйрăм закасĕсем. Çынсем ыйтнипе эпир кĕске вăхăтрах тата вĕсене килĕшÿллĕ тĕрлĕ виçеллĕ теплицăсем, мунча кăмакисем, хĕçтимĕр тата хĕртнĕ тимĕртен хатĕрленĕ картасем, лупассем (навесы), алăк сăмсисем (козырьки), чÿрече решеткисем хатĕрлесе паратпăр. Çавăн пекех килти хушма хуçалăхри тĕрлĕрен ĕç пурнăçлама, карта юписем тытма пирĕн тĕрлĕ виçеллĕ пăрăхсем пур. Ял çыннисен сварка туса пурнăçламалли ыйтăвĕсем нумай енлĕ пулнăран пирĕн ĕç хисепĕн те вĕçĕ-хĕрри çук. Хамăр патăмăра пулăшу ыйтса килекене никама та алăк суллинченкаялла çавăрса яман. Çапла вара хамăр патăмăра сварка ĕçĕсем тума килекенсем те, татăлнă велосипеда е ача коляскине иккĕмĕш пурнăç пама, тимĕр сĕтел-пукана юсама шут тытнисем те тивĕçлĕ пулăшусăр юлмаççĕ. Эпир автомашинăсен глушителĕсене юсанине пĕлнипе водительсем те пулăшу ыйтса килеççĕ. Пирĕн патăмăра ура ярса пусакан нихăçан та "çук" сăмаха илтмест. Ман шутпа çакă та пирĕн клиентсен йышне ÿстерет, ĕç çулне такăрлатать.

- Хăвăр ĕç ăнăçăвĕн никĕсне тата мĕнре куратăр?

- Ĕç çумне ĕç çыпçăнса пытăр тесен суяссинчен хăтăлмалла. Эпир çапла тăватпăр та. Пирĕн ĕçре суйса шантарни çуккине те çынсем вĕренсе çитрĕç. Эпир хамăр йăнăшсене йышăнма пултарни те халăха пирĕн пата илсе пырать пулас. Пытармастăп, эпир - районти пĕчĕк предприяти. Ĕç калăпăшĕ вара пысăк. Вĕсене вăхăтра пурнăçласа халăх ыйтăвне туллин тивĕçтересси - пирĕн ĕç шăнăрĕ. Урăхла пулсан халăха епле куçран пăхас; Аслă ăрурисем тимленипе Муркаш районĕ республикăшăн кирек хăш ĕçре те яланах тĕслĕх пулса тăнă. Çакăн пек ырă ене пирĕн те хамăр явапсăрлăхпа пăсас шут çук. Ăна хамăр патăмăрта ĕçлекен кашни ĕçченрен çирĕп ыйтатпăр.

- Алексей Вячеславович, пахалăха тĕпе хурасси ĕçĕрте малти вырăнта пулнине сирĕн пулăшупа пĕрре мар усă курнăран лайăх пĕлетĕп. Урамра çуркунне хуçаланма пуçланăран тата çу кунĕсем çывхарнăран хаçат вулакансене хăвăрăн ĕçсемпе паллаштармăр-и?

- Ĕçĕ нумай енлĕ терĕм. Акă сезон çитнĕ май ял çыннисем теплицăсем ыйтма пуçларĕç. Вĕсене эпир хулăн тимĕртен тата 4 мм поликарбонатран ăсталатпăр. Çапла, 3,5 мм хулăнăшшинчен мар - 4 мм хулăнăшшинчен. Теплица тутарас шут пулсан ăна мĕнле материалтан ăсталанине Муркашри апат-çимĕç комбиначĕ пулнă çĕре пырса паллашма пултаратăр. Пирĕн база çавăнта вырнаçнă. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 63 - 3 - 38, 89373907351.

Пирĕн тĕп принцип - хамăрăн клиентсемпе килĕшÿллĕ ĕçлесси. Çак тĕллевпе эпир вырăна тухса тÿлевсĕрех виçев ĕçĕ ирттеретпĕр, мĕнле материалпа тумаллине сÿтсе яватпăр. Çакнашкал ĕç мелĕпе эпир килти хушма хуçалăхсенче хапхасем тăватпăр, хÿме çавăрса пулăшатпăр, ĕç хатĕрĕсене хамăр турттарса пыратпăр.

Ултавсăр ĕçлетĕр тесе ватă çынсем пирĕнпе тăтăш çыхăну тытни хавхалантарать. Мăнукĕсем пирĕн патăмăртан туянса панă теплицăсемшĕн асламăшĕсем сахал мар тав сăмахĕ калаççĕ.

- Кăçалхи çу кунĕсем те сирĕн тухăçлă иртессе шанатăп.

- Çапла пултăрччĕ. Çавăн чухне çеç инноваци активлăхне ÿстерме лартнă тĕллев туллин пурнăçланасса шанма пулать. Эпир çакна пултаратпăрах тесе шутлатăп. Май килнипе хамăрăн асаннесене, аннесемпе мăшăрсене, аппасемпе йăмăксене тата пур хĕрарăма та çурхи пĕрремĕш уявпа саламлатпăр, сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр!

А. БЕЛОВ калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика