07 марта 2015 г.
Елена Леонидовна Варламова Муркашри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине 1993 çултанпа вĕрентет. Пысăк опытлă ăста вĕрентекенĕн ĕçри çитĕнĕвĕ чылай.
Унăн вĕренекенĕсем вĕренÿре кăна мар, тĕрлĕ конкурссенче те призерсем пулса тăраççĕ. Тĕпчев проекчĕсене хÿтĕлеççĕ-и, дистанци мелĕпе иртекен олимпиадăсене хутшăнаççĕ-и - республикăра яланах малтисен ретĕнче. Пĕлтĕр акă унăн вĕренекенĕ пĕтĕм çĕршыври литература конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăнни те пулнă, ачасен республика шайĕнче тунă çитĕнĕвĕсем вара пайтах.
Елена Леонидовна хăй те професси ăсталăхĕн конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсем йышăнать. Нумаях пулмасть районта иртнĕ вырăс чĕлхипе литература учителĕсен конкурс фестивалĕнче "Чĕлхелĕхĕн чи лайăх урокĕ" номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.
Вăл халĕ 5 "б" класс ертÿçи. "Çак вĕренÿ çулĕнче кашни ачан уйрăмлăхне ăнланассипе, вĕсен пултарулăхне аталантарассипе тимлетĕп, активлă пулма хăнăхтаратăп, пĕчĕк çул çÿревсене илсе тухма тăрăшатăп", - тет вĕрентекен. Вăл шкул пурнăçĕ пирки пирĕн район хаçатне час-часах çырса пĕлтерет. Республика изданийсенче те пичетленме вăй-хал çитерет. Общество ĕçне активлă хутшăнаканскер 2010 çултанпах Чернобыльти аварие сирнĕ çынсемпе ачасене тĕл пулусем йĕркелесе парать. Елена Леонидовна вĕренекенсемшĕн "иккĕмĕш" анне пуласси йывăр, анчах та килĕшнине калать. Апла ачасене те унпа кичем мар.
Н. Николаева.