07 марта 2015 г.
Паян ачасен кĕнеке вулас туртăм чакса пынинчен тĕлĕнме кирлех мар пулĕ. Вĕсем хăйсен пушă вăхăтне ытларах компьютер умĕнче ирттерме кăмăллаççĕ. Çапах та ачасен кĕнекерен писмелле мар. Çакна ашшĕ-амăшĕн те асра тытмалла. Çемьере аслă ăрурисем хаçат-журнал, кĕнеке вулама килĕштереççĕ пулсан, ачан та вĕсене курса кĕнекепе интересленес туртăм çуралать. Анчах та çак туртăма аталантарасси - йывăр ĕç. Ăна кашни кун туса пымалла. Çавăнпах ĕнтĕ Муркашри "Солнышко" ача садĕнче воспитательсем кунсерен ачасене тĕрлĕ кĕнекепе паллаштараççĕ.
Кăçал акă тата Литература çулталăкĕ. Çакна май садикра кĕнеке уявĕ иртрĕ. Пирĕн шăпăрлансем те уява тĕплĕн хатĕрленчĕç. Литература çулталăкне садикра Кĕнеке патши уçрĕ. Ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, конкурссене хутшăнса тĕрлĕ награда çĕнсе илчĕç. Çулталăк тăршшĕпе садикра литература каçĕсем, юмах фестивалĕсем тата ытти мероприяти чылай иртессе пĕлчĕç вĕсем. Кĕнекепе туслă пуласса шантарчĕç.
О. Прокопьева,
аслă воспитатель.