07 марта 2015 г.
"Кашни çыннăн ĕçленĕ хыççăн хăйне валли канма вăхăт тупмалла. Канма вара эрех-сăра кирлĕ мар, канăва усăллă ирттермелле. Ак çак пулăçăсем пек, сăмахран. Пирĕн районта çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ ăмăрту чылай иртет. Çакăнта пулăçăсен ăмăртăвне йĕркелесе ирттернĕшĕн те эпĕ савăнатăп. Ăна татах та анлăрах ирттерессе шанатăп", - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне район пуçлăхĕ И. Николаев Чуманкассинчи Казанчăк плотини çине пухăннă пулăçăсене.
Çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче кунта пулăçăсен ăмăртăвĕ питĕ хаваслă та интереслĕ иртрĕ. Ял тăрăхĕнчи ялсенчен кăна мар, Муркаш тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенчи пулăçăсем те ушкăнсемпех килсе çитнĕччĕ - юлташĕсемпе, ачи-пăчипе пĕрле. Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев та ял тăрăхĕнчи пулăçăсемпе пĕрле çитнĕ. "Эпир кунта кÿршĕсене хисепленĕрен тата пулă тытма килĕштернĕрен килтĕмĕр. Çулсеренех çак ăмăртăва йышлăн хутшăнаççĕ. Ку питĕ хавхалантарать, пулăçăсем кану вăхăтне усăллă ирттерни савăнтарать", - терĕ вăл. Район пуçлăхĕ пекех хăй те çулла пулă тытма юратнине пĕлтерчĕ.
Пĕр пулăçăн кăкăрĕ умне çакнă "Лучший рыбак" паллă ялкăшни куçа курăнчĕ. Ку Тури Панклири Владимир Михайлов пулчĕ (сăн ÿкерчĕкре Чуманкаси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Н. Беловран парне илет). "Виççĕмĕш класранпах çак "чире" парăннă та паян кунчченех çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулă тытма çÿретĕп. Ку паллăна вара Волжск хулинче çĕнсе илнĕччĕ", - пĕлтерчĕ пулăçă. Апла пулсан кунта тин кăна "чирленисемпе" пĕрле ăста пулăçăсем те хутшăнаççĕ.
Уйăрнă вăхăтра пулăçăсем кам мĕн чухлĕ тытма пултарать - вырăнтан тапранмасăр тенĕ пек пулă тытрĕç. Окунь кăна мар, тĕрлĕ пулă çакланнă-мĕн вĕсене: пескарь, гибрид, ратан, карас. Çак пулăсене тытма пултарнисене уйрăм парнесемпе чысларĕç ăмăртура. Анчах та кам пуринчен ытла пулă тытма пултарнă-ха; Çак хурава шутлав комиссийĕ тараса çинчи кашни грама пăхса хакларĕ, Муркаш ял тăрăхĕнчи Шаптакри Александр Михайлов тытнă пулă тараса йĕппине ытларах куçарма пултарчĕ. Анаткас Апашри Анатолий Соколовăн та пулă сахал мар - иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш кăтарту Çурлатринчи Олег Рыжковăн пулчĕ.
Чи пĕчĕк пулă хуçине те палăртрĕç. Вăл Тури Панклири Владислав Васильев пулчĕ. Чи пысăк пулă вара çав ялти Владимир Михайлова çакланнă.
Ăмăртăва хутшăннă чи кĕçĕн пулăçа та парнесĕр хăвармарĕç. Вăл ашшĕнчен вĕренсе пыракан Отарккăри Максим Аверкиев пулчĕ. Малиновкăра пурăнакан 69 çулти Алексей Ермолаева вара чи асли тесе палăртрĕç.
Пăрапа пăр шăтаракансен ăмăртăвĕ питĕ хаваслă иртрĕ, анчах та самантлăха кăна тăсăлнă пек туйăнчĕ - ытла та хăвăрт ĕçлеççĕ пулăçăсем. Чи хăвăрт та ăсти каллех Владимир Михайлов пулчĕ, ун хыççăн ĕçе вĕçлени çинчен Отарккăри Николай Афанасьев пĕлтерчĕ, виççĕмĕш вырăна Александр Михайлов çĕнсе илчĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов мала тухнисене пурне те дипломсемпе, парнесемпе чысларĕ. Ăмăртăва ирттерме пулăшнă Радислав Иванов уйрăм предприниматель тата Хупахушкăнĕнчи Дмитрий Белов укçа-тенкĕпе пысăк пулăшу кÿнине палăртса вĕсене Тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕ. Пăр çинчи ăмăртăва ирттерессинчен А. Иванов предприниматель, В. Морозов та пăрăнман. Вĕри кукăльпе тата чейпе сăйланă Л. Ковалевăпа Л. Михайлова ĕç ветеранĕсене те палăртмасăр иртмерĕç. Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, Чуманкасси шкул директорĕ В. Васильев хатĕрленĕ парнепе вара ăмăрту пуçаруçине - Чуманкассинче пурăнакан Владимир Иванова чысларĕç.
Район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин ĕçне йĕркелесе пыракан сектор ертÿçи Л. Петрова та ăмăртăва пушă алăпа килмен. Йĕркелÿçĕсем хатĕрленĕ парнесен йышне пысăклатса вăл та пĕчĕк пулăçăсене парнесемпе хавхалантарчĕ, сывă пурнăç йĕрки тытни пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илтерчĕ.
Хĕллехи уява вĕçлесе пăр çинчен пурте хавас кăмăл-туйăмпа саланчĕç.
Н. Николаева.
Фоторепортажпа хаçат сайтĕнче паллашма пултаратăр.