Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ канура пулни пачах та чăрмав мар

07 марта 2015 г.

 

Сăн ÿкерчĕкре Оринин ял тăрăхĕнчи Мулкачкассинче пурăнакан Юлия Уткинăна куратăр. Вăл хăйĕн ĕç ĕмĕрне вулав тата илемлĕх тĕнчипе çыхăнтарнă. 1982 çулта Мулкачкассинчи библиотекăра тимлеме пуçланă. Пĕр хăнăхнă ĕçе тивĕçлĕ канăва тухсан та часах пăрахман.  

- Эпĕ ĕçленĕ çулсенче библиотека çурчĕ тĕрлĕ сăлтава пула виçĕ вырăна куçрĕ. Куçса çÿрекен библиотекăпа та ĕçленĕ. Çамрăк чухне мĕнле ĕçе кăна явăçтарман пулĕ пире. Килте ларма та вăхăт пулман. Коллективсем вара туслăччĕ. Мероприятисене çынсем ытларах тухса çÿретчĕç. Тĕрлĕ кружок, ларма каçĕ ирттереттĕмĕр. Ун чухне ытларах килти çимĕçпе усă курнă, килте çыхнă тум тăхăннă. Хĕрарăмсем юбка, кофта çыхатчĕç, вĕсене хатĕрлес пулсан мĕн чухлĕ лармалла вĕт. Вырăн хатĕрĕсене те тĕрлетчĕç, - аса илет ĕç çулĕсене Юлия Геннадьевна.

Тивĕçлĕ канура пулин те, вăл обществăлла тĕрлĕ ĕçе активлă хутшăнать. Ăна тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕнче, мероприятире курма пулать. Хисеплĕ ветеран концерт программисемпе ăçта кăна çитсе курмасть пулĕ. Вăл каланă тăрăх Тутар, Пушкăрт Республикисене тата ытти тăрăха çитнĕ. Çамрăклăх çулĕсенче те çапла тухса çÿреме тивнĕ.

"Ĕçне кура хисепĕ" теççĕ халăхра. Тĕрлĕ Тав çырăвĕпе Хисеп хучĕ унăн чылай. Акă виçĕ çырава ирттерме хутшăннăран Раççей шайĕнчи чыслава та тивĕçрĕ вăл. Унăн витĕмĕпе Юлия Геннадьевна ĕç ветеранĕ пулчĕ.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика