07 марта 2015 г.
Чăваш Республики - пысăк спорт территорийĕ. Республикăра пурăнакансем пушă вăхăта спортра ирттерме кăмăллаççĕ. Республикăра спорт традицийĕсем çирĕп. Чăваш Енĕн спорт чапне çÿле çĕклеме пирĕн Муркаш районĕ те хăйĕн тÿпине хывать. Валентина Егорва, Вера Соколова, Нина Охотникова, Татьяна Моисеева тата ыттисен çитĕнĕвĕсем çамрăк спортсменсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, массăллă спорта аталантарассинче вара - хушма стимул.
Паянхи кун Чăваш Енре тата Муркаш районĕнче спорт мĕнле аталанать? Кун пирки эпир ЧР физкульурăпа спорт министрĕпе Сергей МЕЛЬНИКОВПА калаçрăмăр.
- Сергей Владимирович, иртнĕ çул сирĕн отрасльшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ çул пулчĕ. Респубика пĕрремĕш хут тĕнче шайĕнчи "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумне йышăнчĕ. Форум кунĕсенче те, хыççăн та Чăваш Енре пулнă хăнасем пирĕн республикăри спорт аталанăвне питĕ чаплă сăмахсем каласа пысăка хурса хакларĕç. Çак хаклав чăнлăхпа пĕр килет-и?
- Чăнах та пирĕн республикăра спортпа физкультурăна питĕ пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кунта тĕлĕнмелли те çук: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те спортпа питĕ туслă, тăтăшах спорт занятийĕсене çÿрени çынна чăтăмлăрах пулма, кăмăла та, ÿт-пĕве те çирĕпрех тума пулăшнине, тĕллевсене пурнăçлама пулăшнине калать вăл. Çавăнпа та пирĕн отрасль республика ертÿçин пулăшăвне туйсах тăрать. Юлашки çулсенче эпир спорт инфраструктурине модернизацилессипе тĕллевлĕн ĕçлетпĕр, çĕнĕ спорт объекчĕсем туса хута яратпăр. Çакă çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркипе ытларах çывăхлатма, спортра пултаруллисене чăн-чăн спортсменсем пулса тăма, хăйсен тăван кĕтесне чапа кăларма пулăшать.
Юлашки çулсенче республика çитĕнĕвĕсене Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче тивĕçлипех хакларĕç. Спортпа физкультурăна аталантарассипе республика тăтăшах Раççейри чи лайăх виçĕ регион йышне кĕрет. Чăваш Енре Раççейри пысăк ăмăртусем те иртеççĕ. Эпир тĕнче шайĕнчи ăмăртусене ирттерме те ирĕк çĕнсе илтĕмĕр. Кăçал акă Шупашкар çăмăл атлетика енĕпе Европа команда чемпионатне йышăнать. 2016 тата 2018 çулсенче пирĕн патра хăвăрт утассипе тĕнче команда чемпионачĕ иртмелле. Çакă пĕтĕмпех тĕрлĕ шайри спорт организацийĕсем пирĕн республика правительствине шаннине тепĕр хут кăтартса парать. Кунсăр пуçне Чăваш Ен спорт историйĕнче пĕрремĕш хут 2013 çулта пирĕн республика Раççей Правительстви спортпа физкультура енĕпе çирĕплетнĕ "Раççей регионĕ" наци премине илме тивĕç пулчĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра пурăнакансен 37 проценчĕ тăтăш спорт тата физкультура занятийĕсене çÿрет. Çак йыша татах та нумайрах çын хутшăнтăр тесе республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев 2014 çулта ĕç тăвакан влаç органĕсене тата хăй тытăмлăх органĕсене пĕрле пулса Сывлăхпа спорт кунĕсене йĕркелесе ирттерсеси çинчен Указ кăларчĕ. Çав кунсенче муниципалитет тата республика спорт учрежденийĕсем çынсене тÿлевсĕр услугăсемпе тивĕçтереççĕ.
Юлашки çулсенче спортпа туслă пенсионерсен йышĕ виçĕ хута майлах ÿсрĕ. Вĕсем нумайăшĕ бассейна тата тренажер залĕсене çÿреççĕ.
Ачасемпе çамрăксен спортне аталантарассине патшалăх уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Спорт шкулĕсем паян пур муниципалитетра та пур. Физкультурăпа спорт комплексĕсем шăпах вĕсен балансĕ çинче. Нумай шкулта физкультура урокĕсем çак спорт комплексĕсенче иртеççĕ. Çамрăксем хушшинче ыйтăм ирттернĕ. Çак ыйтăмăн хуравĕсем ачасем çак комплекссенче иртекен уроксене, уйрăмах бассейн пуррисенче иртекеннисене, ытларах кăмăллаççĕ. Хăш-пĕр районсенче ачасем бассейна çÿресе ишме вĕренччĕр тесе ФСК-сем хăйсем ачасене ялсенчен илсе килме транспортпа тивĕçтереççĕ.
Аса илтеретĕп, юлашки çулсенче Раççей Спорт министерствипе тачă çыхăнса ĕçленипе республикăра 60 яхăн спорт сооруженийĕ тунă тата реконструкциленĕ. Çакна валли федераци тата республика бюджечĕсенчен 4,7 миллиард тенкĕ тăкакланă. Хальхи вăхăта тивĕçтерекен спорт комплексĕсем пур районпа хулара та ĕçлеççĕ. Малашне эпир çак спорт комплексĕсем çумĕнче тÿрем уçă сооруженисем тăвасшăн.
- Сергей Владимирович, эсир Муркаш районĕнчи спорт аталанăвне мĕнле хаклатăр; Пирĕн районта çĕнĕ спорт сооруженийĕсем тума палăртман-и?
- Муркаш районĕ республикăн спорт картти çинче уйрăм вырăн йышăннине палăртмалла. Чи малтанах вăл - марафон чупăвĕ енĕпе Олимп чемпионкин Валентина Егорован тăван районĕ. В. Егорова ячĕллĕ республика олимп резервĕсен спорт шкулĕн Муркашри филиалĕ (ертÿçи А. Сидюшкин) - республика пĕрлештернĕ командисене валли воспитанниксем хатĕрлессипе малтисен ретĕнче. Шкул филиалĕ çулсеренех олимп резервĕсен училищине, спорт хатĕрлевĕн центрне спортсменсем "ÿстерсе" парать. Вĕсем республика тата çĕршыв чысне тивĕçлĕ хÿтĕлеççĕ.
Районта пурăнакансем, çамрăксем, ĕçлекен çынсем спортпа туслине пĕр ÿстермесĕр калама пулать. Çакăнта районти бассейнлă, тренажер тата ытти залсемлĕ "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексĕн (ертÿçи А. Куликов) тÿпи пысăккине каламалла. "Сывлăх" çумĕнче нумай функциллĕ площадка пур (хальлĕхе республикăри темиçе физкультура комплексĕн кăна кун пекки пур): хĕлле унта - пăр, çулла вăл - тĕрлĕ вăйă вылямалли площадка. Пĕлтĕр В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн Муркашри филиалĕ çумĕнче Муркашра тата тепĕр нумай функциллĕ площадкăна обрудованипе тивĕçтертĕмĕр.
Çакă пĕтĕмпех районти спорта аталантарассине çĕнĕ варкăш кĕртрĕ. Муркаш спортсменĕсен йышĕнче ишекенсем, боксерсем йышланни палăрать. Тĕрлĕ спорт вăййисем те лайăх аталанаççĕ. Çак эрнере кăна-ха Муркаш çамрăкĕсен "Волжские ястребы" хоккей команди республикăри "Золотая шайба" турнир çĕнтерÿçи пулса республика чысне малаллахи тапхăрта хÿтĕлеме тивĕçрĕ.
Районăн медальсен пухмачне çăмăл атлетсем те пысăк тÿпе хываççĕ. Çавăнпа эпир кунта тÿрем уçă спорт сооруженийĕ тăвасси пирки те шутлатпăр. Унта футбол синтетика газонĕпе чупмалли çулсем пулмалла. Çакăн пек стадион-площадкăсене эпир пур районпа хулара спорт комплексĕсем çумĕнче тума палăртатпăр. Çак проектпа эпир федерацин 2016-2020 çулсене валли палăртнă çĕнĕ тĕллевлĕ программине кĕресшĕн. Çак программăна Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ. Пире ку тĕлĕшпе республика пуçлăхĕ те пулăшса пырать. Çавăнпа та çитес ик-виçĕ çулта район администрацийĕпе пĕрле тăрăшса ĕçлесе çак сооружение Муркашра туса лартасса шанса тăратăп.
- Сергей Владимирович, халĕ Раççейре ГТО физкультурăпа спорт комплексне чĕртсе тăратассипе нумай тимлеççĕ. Пирĕн республикăра ку тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле?
- Пирĕн республикăра çак комплекса чĕртсе тăратасси темиçе тапхăрпа иртет. Çак çулта эпир ăна пур вĕренÿ учрежденийĕнче те вăя кĕртетпĕр. Пĕлтĕр тест мероприятийĕсем пур шкулта та ирттертĕмĕр, унта 18 пин ытла вĕренекен хутшăнчĕ. Халĕ эпир Раççей Спорт министерствипе тест центрĕсем тăвас тĕллевпе пирĕн региона регионсен хушма списокне кĕртессипе ĕçлетпĕр. Вĕсене 2015 çулта федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса памалла. Çапла çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле республикăра тăватă тест центрĕ тума палăртатпăр. Пĕр центр - 300 пин çын валли. 2017 çултанпа 6 çул тултарнă ачасенчен пуçласа пурте хăйсен ирĕкĕпе ГТО нормативĕсене пурнăçлама пултараççĕ.
- Кăçал июньте Шупашкар çăмăл атлетика енĕпе Европа команда чемпионатне йышăнать терĕмĕр. Ялта пурăнакансен çав ăмăртусене çитсе курма май пулĕ-ши?
- Çăмăл атлетика енĕпе Европа команда чемпионачĕ Раççей историйĕнче пĕрремĕш хут иртет, çавăнпа та ун патне интерес та пысăк. Ăмăртусем июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта "Олимпийский" стадионта иртеççĕ. Унта Европăри чи вăйлă 12 команда хутшăнать. Билетсене март пуçламăшĕнче сутма тытăнаççĕ. Вĕсене чемпионатăн официаллă сайчĕ (wwwĕcheboksary2015ĕru) урлă та туянма май пулĕ. Билет хакĕ - 200 тенкĕрен пуçласа 800 тенкĕ таран - турнир истроийĕнчи чи йÿнĕ хаксем.
Ăмăртусем Шупашкарта иртнĕ май паллах эпир унта республикăра пурăнакансем нумаййăн, уйрăмах спорт шкулĕсен воспитанникĕсемпе тренерĕсем, çитсе курасса шанатпăр. Çак тĕллевпе эпир кашни муниципалитет валли 300-шер билет (кунсерен 150-шар) йышăнса хунă. Вĕсене муниципалитетсенчи тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çĕнсе илме те май пулĕ. Çапла вара билет туянма кăна мар, ăна выляса илме те пурин те шанчăк пур.
- Хаçат вулакансене тата мĕн каланă пулăттăр?
- Пурне те сывлăхлă пулма сунатăп, пурнăçра активлă пулăр. Чи пĕлтерĕшли - физкультурăпа, спортпа туслă пулăр, хăвăрăн ачăрсене те çакнах вĕрентĕр, вĕсене çитĕнÿсем тума пулăшса пырăр.
Н. Николаева хатĕрленĕ.