Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта ыранхи кунпа пурăнаççĕ

07 марта 2015 г.

 

- Каялла утăм пире валли мар, - пĕтĕмлетрĕç хăйсен отчетпа суйлав пухăвĕнче Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем.

Пуху иртнĕ юн кун, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче, пулчĕ. Тĕрлĕ ĕç коллективĕнче пулнă чух малашлăха пăхса мал туртăмлă ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçсан, вĕсен ĕмĕчĕсемпе паллашсан, лайăхрах пурăнма çулсем уçă пулнине асăрхатăп. Анчах çак уçă çулпа пырса кашниех хавхаланса малалла аталанманни - уйрăм калаçу. Манăн паянхи сăмах вара ырă пуçарусене çул парса ĕç ÿсĕмĕн çĕнĕ картлашкисемпе пыракансем пирки.

Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ пирки калас пулсан хуçалăхра аслă тата кĕçĕн ăрури ĕçченсем пĕр чĕлхерен пурăнни-ĕçлени выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те, уй-хир ĕçĕнче те, машинăпа трактор паркĕнче те курăнать. Кун пек чухне ÿсĕмсем пуласси пирки те иккĕленÿ çук. Çакă хуçалăхăн аслă пухăвĕнче те пур енлĕн курăнчĕ. Çавăнпа та хуçалăх ĕçченĕсем кооператив ертÿçин В. Андреевăн отчетлă докладне тимлĕ итлерĕç. Кашни ĕç пирки калаçнине, кашни ĕç кăтартăвне вĕсем хăйсем витĕр кăларса хак пачĕç.

Владимир Славич асăннă хуçалăха 10 çул ертсе пырать. Çак тапхăрта унăн ĕç мелĕсемпе Çатракассисемпе Анаткассисемсĕр пуçне районти ытти хуçалăх та паллашрĕ, унăн ырă енĕсене алла илчĕ. Халĕ калани пушă сăмах ан пултăр тесе пĕр кăтарту çинче чарăнса тăрам. В. Андреев хуçалăх тилхепине тытнă пĕрремĕш çул Суворов яч. хис. хуçалăхăн пĕтĕмĕшле тупăшĕ (выручка) 9 миллион та 250 пин тенкĕпе танлашнă. Çав хăшăрах хуçалăх умĕнчи парăм 13 миллион тенкĕ пулнă. Унтанпа парăм татăлнипе пĕрлех хуçалăхăн ĕç укçипе те, налуксем тÿлессипе те тытăнса тăни çук. Иртнĕ çулхи пĕтĕмĕшле тупăш та палăрмаллах пысăк пулчĕ.

- Ума лартнă тĕллевсем пурнăçланнинче хуçалăх ĕçченĕсен, тĕп тата вăтам сыпăкри специалистсен тÿпи пысăк. Пĕрлехи вăй-халпа паян эпир хуçалăх территорийĕнчи тата ун тулашĕнчи çĕрсемпе те тулăх ĕçлеме, хатĕрленĕ апатăн кашни килограмĕпе перекетлĕ усă курма, мал ĕмĕтсене йĕркелесе пурăнма тăрăшатпăр. Çакă ĕнтĕ вăл - пирĕн хуçалăх ÿсĕмĕн никĕсĕ. Ăна пирĕн пĕрле пулса алăран вĕçертмелли çук, - терĕ хăйĕн сăмахĕнче хуçалăх ертÿçи.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хутшăнчĕ. Районти çĕр ĕçченĕсем йывăрлăхсене çĕнсех аталану çулĕпе малалла пынине хăш-пĕр хуçалăхсен тĕслĕхĕпе паллаштарнă май Ростислав Николаевич Суворов яч. хис. хуçалăх иртнĕ çул хăй туса илнĕ ял хуçалăх продукцине реализацилесе пĕтĕмпе 43 миллион та 823 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илнине палăртрĕ. Ку вăл - районти чи пысăк кăтарту. "Сирĕн ĕç кăтартăвĕ çултан-çул ÿссе пыни эсир аталанăвăн тĕрĕс çулĕ çинче пулнине çирĕплетет. Çак ăнтăлу сирĕн ан иксĕлтĕр. Эсир ăна пурнăçа кĕртме пултаратăр", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ пухăва пынисем пĕр саслăн В. Андреева малашне те хуçалăха ертсе пыма шаннипе килĕшсе.

Пĕр пĕлĕт айĕнчех Çатракассисемпе Анаткассисем мал туртăмлă ĕçлени ÿсĕм çулĕ никамшăн та вăрттăнлăх пулманни пирки калать. Хуçалăх тăтăшах шыравра.

- Аслисем мĕн тунине пирĕн упраса хăвармалла та малалла аталантармалла. Ку - пирĕн умри тĕллев. Эпир ăна пурнăçа кĕртме хатĕр. Хуçалăхри выльăх пăхакансен кунта хирĕçле сăмах та çук, - терĕ хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Галина Васильва.

Ыранхи кунпа пурăнакан хуçалăхра обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тулăх хĕл каçарассипе пĕрлех паян уй-хирте ĕçлемелли ял хуçалăх техникине çурхи ака-сухана хатĕрлессипе те ĕçсем малалла пыраççĕ.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика