Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр мар пулсан тата кам?

21 февраля 2015 г.

 

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать Катькас ял тăрăхĕн территорийĕнче иртнĕ черетлĕ пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетнĕ май. Çав кун ял тăрăхĕнче информаци ушкăнĕн шутĕнче чикĕллĕ яваплăхлă "Чувашская топливная компания" обществăн генеральнăй директорĕ Юрий Иванов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин пулчĕç. Ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене çавăн пекех Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Лебедев хутшăнчĕ.

Тĕл пулусем Шатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, Елена Скворцова ертсе пыракан чикĕллĕ яваплăхлă "ГЕЯ" обществăра иртрĕç. Вĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Патшалăх Канашне янă Çырăва тишкерчĕç, унта палăртнă тĕллевлĕ задачăсене ăнăçлă пурнăçласси кашнинченех килнине палăртрĕç. Çавăн пекех кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтупа, вăл шутра Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн "Раççей Федерацийĕнче Литература çулталăкне ирттересси çинчен" Указне пурнăçлассипе, пенси системинче кăçалтан вăя кĕнĕ улшăнусем тĕлĕшпе те калаçмалли тупăнчĕ.

Палăрăмлă самант. Юлашки вăхăтра çынсен пассивлăхĕ, "маншăн пулсан ик айкки те тăвайкки" тесе шухăшласси хăпса пырать. Çынсем хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхрах тăвас, ял пурнăçне çĕнĕ шая çĕклес тесе ытларах канăçсăрланаççĕ. Кунта вара такам çине шанса ларни, ыйтма кăна хăнăхни çителĕксĕр. Хамăрăн малашлăхри пурнăç мĕнле пуласси ытларах пуринчен тата кашнинчен килнине манма кирлĕ мар. Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕн тĕп шухăшĕ те çавăн патне илсе пырать. Çапла, патшалăх енчен пулăшу мелĕсемпе тивĕçтересси малашне те курăмлă пулĕ. Анчах та çак пулăшу адреслă пулмалла. Чи малтанах ял хуçалăхне, производствăна йĕркелесе аталантаракансене, продукци туса кăларма тытăнакансене, ĕç вырăнĕсем туса паракансене ура çине тăма пулăшмалла. Кун пирки хăйĕн сăмахĕнче Юрий Иванович тĕплĕ чарăнчĕ.

Пенси системинчи улшăнусем те чылайăшне пырса тивеççĕ, ыйтусем çуратаççĕ. Малашне ĕçе официаллă вырнаçса ĕç укçине саккунлă майпа илсе тăни кирлĕ пулать. Унсăрăн ватлăх çулĕсенче тивĕçлĕ пенси илсе тăрасси пирки ĕмĕтленни кăлăхах. Çавăнпа та тĕрлĕ облаçсене ĕçлеме тухса çÿрекенсен кун пирки хальтерех шухăшласа пăхмалла.

Ял çыннишĕн хальхи вăхăтра тĕп пуянлăх вăл çĕр пулса тăрать. Çĕр хресчене тумлантарать те, тăрантарать те. Унпа май пур таран эффективлăрах усă курни кирлĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илессипе хăйсен производствине йĕркелекенсене патшалăх та пулăшусăр хăвармасть, грантсем те уйăрса парать. Юлашки вăхăтра çемье фермисене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене йĕркелекенсем çук мар, пĕтĕмĕшле ял хуçалăх продукцине туса илессинче вĕсен тÿпи ÿссе пырать. Апла пулсан пуçарулăх, активлăх ытларах кирлĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Лебедев каласа панă тăрăх территорире 900 пай çĕрĕ пулсан, 600-шĕ - уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче. Ыттисене ял тăрăхĕн харпăрлăхне çирĕплетес ĕçсем пыраççĕ. Анчах та харпăрлăхри пай çĕрĕсемпе йĕркеллĕ усă курманнисем, участоксене çум курăкĕ айне тунисем те сахал мар. Малашне кун пеккисенчен çирĕпрех ыйтни кирлĕ пулĕ. Çĕрпе тивĕçлипе усă курманнисенчен малашне саккунпа çĕр налукне те пысăкрах виçепе илме тытăнма палăртнă.

Ял хуçалăхĕнчи йывăрлăхсем пирки сахал мар калаçатпăр пулин те, чăннипех те алă усса ларма хăнăхманнисем валли вара яланах ĕç те, майсем те çителĕклĕ. Тĕслĕх шырама инçе кайма кирлĕ мар. Акă "ГЕЯ" обществăнах илер. Ытларах ял çыннисен пай çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртсе вĕсем ял хуçалăх культурисене те акса-лартса ÿстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе те çине тăрса ĕçлеççĕ. Малашне вара производствăна татах аталантарма, усă куракан çĕр лаптăкне ÿстерме палăртаççĕ. Кунта хушса нимех те калаймăн.

Ял çыннисем тĕл пулусенче кулленхи пурнăçпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕç, вĕсем çине информаци кунне хутшăнакансем тулли хуравсем пачĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика