Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахпа ĕç пĕр килни курăнчĕ

21 февраля 2015 г.

 

Пĕрлехи информаци ушкăнĕн пĕр пайĕ Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев ертсе пынипе Çатракасси ял тăрăхне çитсе вырăнти ĕç-пуçпа, кунта пурăнакансене хумхантаракан ыйтусемпе паллашрĕ. Ку тăрăхри "Свобода" пĕрлешÿллĕ хуçалăхра, Çатракассинчи вăтам шкулта ирттернĕ тĕл пулусенче çак кун хăш-пĕр ыйтусем вырăнтах хурав тупрĕç.

Анатолий Петрович тĕл пулусенчи калаçусене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăва тишкернинчен, Михаил Игнатьев тăван тавралăха сыхлассине яланах малти вырăнта тытнинчен тата ыттисенчен те çавнах ыйтнине палăртнинчен пуçларĕ.

- 2010 çулхи шăрăх çу кунĕсем пире кирек епле инкеке те хатĕр пулмалли пирки вĕрентрĕç. Республикăра çав çулсенче 10421 гектар çинчи вăрмансенче пушар тухнă тĕслĕхсем пулчĕç. 6927 гектарĕ çĕнĕрен лартмалла пулса тухрĕ. Çак лаптăксен 86 процентне тасатса çĕнĕ хунавсем лартма ĕлкĕртĕмĕр те ĕнтĕ. Ку ĕç кăçалхи çуркунне те малалла пырĕ, - терĕ А. Яковлев Çатракассинчи вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулнă май. Кунпа пĕрлех вăл вăрманпа усă курнă тата тăван тавралăха сыхланă, килти хушма хуçалăха тытса пынă, ял хуçалăх производство кооперативĕсене ертсе пынă чухне пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхăнмалли пирки сăмах пуçарса шкул директорне В. Прокопьева ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн экологи вĕрентĕвĕллĕ календарьне парнелерĕ. Çавăнпа пĕрлех шкул библиотеки валли вăрман пурнăçĕ пирки каласа паракан кĕнекесем те хутшăнчĕç.

Вăрман чĕрĕ те пуян çут çанталăк пулни пирки шкул ачисемпе вĕрентекенсене вăрман ыйтăвĕсемпе ĕçлекен наукăн аслă сотрудникĕ, биологи наукисен кандидачĕ В. Петров слайдсем урлă уйрăм тĕслĕхсемпе каласа пачĕ. "Вăрмана лартмалла, ÿстермелле, упрамалла. Çавăн чухне кăна унта кĕрсе тулли сăнавсем ирттерме пулать. Вĕсем вара питех те кăсăклă, - терĕ Виталий Аркадьевич шкул ачисене йывăçсем лартма активлă хутшăнма чĕнсе.

Пĕрлехи информаци ушкăнĕнче çак кун паллă кăмпаçă И. Дзекунов та пулчĕ. Вăл вĕрентекенсемпе ачасене хăй кăларнă кĕнекепе, кăмпасен пурнăçĕпе тата сăвă вулама пултарас ăсталăхĕпе паллаштарни тĕл пулăва уйрăм илем кÿчĕ.

Ял тăрăхĕнчи тĕл пулусенче кунта пурăнакансем министр çумĕнчен Çатракассипе Çĕньял Хуракасси тата Кашмашпа Хуракасси выççăлкки ялĕсем хушшинчи çулсем хĕррипе лартнă вăрман тăрăхĕсене юсасси, ăна валли калчасемпе тивĕçтерме май пуласси пирки интересленчĕç. "Сирĕн ыйтăвăрсене вырăнтах татса парасси - пирĕн ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕллевĕ. Ку ыйтăва татса пама пулăшăпăр", - хуравларĕ Анатолий Петрович. Çавăн пекех вăл ялсенче çĕнĕ çурт-йĕр çавăракансене вăрманпа тивĕçтермелли йĕркепе те паллаштарчĕ. Кăмăллисем валли ыйтса çырмалли хутсен экземплярĕсене хăварчĕ.

Çапла вара пĕрлехи информаци кунĕнче влаçрисен сăмахĕ ĕçпе пĕр килни куç умне пулчĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика