21 февраля 2015 г.
Муркаш районĕнче пурăнакансем спорта юратаççĕ. Ачасем те, çитĕннисем те.
Районта çулсеренех спортăн 8 тĕсĕпе шкул ачисен спартакиади иртет. Хальхи вăхăтра 1002 вĕренекен спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйĕн пултарулăхне аталантарать. Çав шутран ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче -"Сывлăх" ФСКра тата шкулсенчи 11 филиалта волейбол, çăмăл атлетика, йĕлтĕр спорчĕ, бокс, ирĕклĕ майпа крешесси, шывра ишесси, дзюдо, хоккей аталанать. Унта 585 ача çурет. Чăваш Республикин Спорт министерствин 1-мĕш номерлĕ Олимп резервĕсем хатĕрлекен ачасемпе çамрăксен В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн Муркаш районĕнчи филиалĕнче тата унăн шкулĕсенчи 9 уйрăмĕнче 417 ача йĕлтĕр спортĕнче, çăмăл атлетикăра, велоспортра - маунтинбайкра - ăсталăха туптать. 100 ытла ача тата çамрăк техниксен станцийĕнче спортăн çарпа техника тĕсĕсене (картинг) алла илет.
Çулсеренех районта тĕрлĕ шайра 60 ытла ăмăрту иртет. Вĕсенче 10 пин ытла çын хутшăнать.
Районта спортăн 13 тĕсĕпе ĕç çыннисен Спартакиади ирттересси те ырă йăлана кĕнĕ. Унта предприятисемпе организацисен, учрежденисен 25 ытла команди хутшăнать.
Физкультурăпа спорта юратакансем валли паян районта 24 спортзал, 97 спорт сооруженийĕпе площадка, 1 тир, 1 йĕлтĕр бази, 5 хоккей курупки пур. Муркашра нумай функциллĕ спорт площадки тăваççĕ.
Пирĕн район спортсменĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнаççĕ. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Вĕсем: тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ В. Егорова (çăмăл атлетика), Т. Моисеева (биатлон), В. Соколова (çăмăл атлетика), тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕсем П. Трофимов, Н. Охотникова, А. Яргунькин (çăмăл атлетика), В. Акимов (биатлон), инвалидсен тĕнче шайĕнчи ăмăртăвĕсене бадминтонпа ăмăртнă П. Селюшкин. Çавăн пекех П. Охотников (биатлон), А. Никитин (бокс), Е. Иванова (армспорт), С. Соколова (биатлон),Н. Николаев (çăмăл атлетика) тата ыттисем те тĕрлĕ шайри ăмăртусенче район, республика чысне ăнăçлă хÿтĕлеççĕ.