Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çурчĕсем çĕнелеççĕ

21 февраля 2015 г.

 

Районта культура сфери çултан-çул аталанса пырать. Паян унта 46 культурăпа кану учрежденийĕ, 30 библиотека, 3 музей, хушма пĕлÿ паракан 1 вĕренÿ учрежденийĕ - Муркашри Ф. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕ, 1 муниципалитет архивĕ. Юлашки 5 çул хушшинче асăннă сферăна аталантарма 165 миллион та 014,6 пин тенкĕ янă, çав шутран 161 миллион та 303,2 пин тенки - бюджет укçи, хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа - 3 миллион та 711,4 пин тенкĕ.

Районта культура ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерессипе те тимлеççĕ.

Çулсеренех культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази пуянланса пырать, клубпа кану учрежденийсем çĕнелсех пыраççĕ. 2010-2014 çулсенче ял тăрăхĕсене комплекслă компактлă майпа аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн Чуманкассинчи, Йÿçкассинчи, Орининти, Москакассинчи, Анаткассинчи, Катькасри, Шурчари, Шетмĕпуçĕнчи Культура çурчĕсене тĕпрен юсанă.

2013 çулта Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕн курав залне туса хута янă. Çак тĕллевпе уйăрнă 20 миллион та 025,5 пин тенкĕрен 19 миллион та 025,5 пин тенки - республика бюджетĕнчен, 1 млн. тенки - вырăнти бюджетран. Асăннă культура учрежденине уçма Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килчĕ.

- Ку информаципе культура центрĕ - пурте хăнăхнă малтанхи культура учрежденийĕ мар. Кунта çĕнĕ информаци технологийĕсене вăя кĕртнĕ. Çавăнпа та кунта çынсем пĕр-пĕринпе курса калаçма кăна мар, пĕтĕм тĕнчепе тĕл пулма килеççĕ, - терĕ ун чух Михаил Васильевич.

Районта модернизациленĕ 7 культура учрежденийĕ ĕçлет: Кашмашри, Ваçкассинчи, Мăн Сĕнтĕрти, Чуманкассинчи, Муркашри, Москакассинчи, Юнкăри Культура çурчĕсем.

Художество пултарулăх коллективĕсен пултарулăх шайĕ те хăпарсах пырать. Паянхи куна районта "халăх коллективĕ" ята çĕнсе илнĕ коллективсем 13, юрăпа ташă ансамблĕсем - 3, фольклор ансамблĕсем - 3, виçĕ театр, вокалпа инструмент ансамблĕ - 1, эстрада юррисен ансамблĕ - 1, ветерансен хорĕ - 2.

Юлашки 5 çул хушшинче библиотекăсен кĕнеке фончĕ те палăрмаллах пуянланчĕ: 2024 экземпляр чухлĕ ÿсрĕ. Вĕсенче çулсеренех 65 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илеççĕ. Çакна валли уйăракан укçа-тенкĕ сумми те 44 пин тенкĕ таран хушăнчĕ.

2013 çулта районти 15 библиотекăра районти МФЦ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне паракан "чÿречисем" уçăлчĕç. 2015 çул пуçланнă тĕле вĕсенче 312 уйрăм консультаци панă, 177 пулăшу панă, 2013 çулхинчен 128 пулăшу нумайрах.

Музейра та экспонатсем 431 единица чухлĕ хушăннă.

Муниципалитет архивĕнче те документсен шучĕ нумайлансах пырать. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне унта 35724 единица документ упраннă пулсан, 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 268 фондра 1923-2012 çулсенчи 36484 единица документ упранать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика