21 февраля 2015 г.
Районта çурт-йĕр тăвасси вăй илсех пырать. 2014 çулта пурĕ нумай хваттерлĕ 4 çурт туса хута янă. Нумай хваттерлĕ çуртсене пĕлтĕрхи пек нумай нихăш çул та туман. Çулла пĕр кунтах Мăн Сĕнтĕрти Новая урамра тăлăх ачасем валли 15 хваттерлĕ, çавăн пекех Москакассинчи Зеленая урамра 21 хваттерлĕ çуртсене хута ятăмăр. Вĕсене уçма Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килчĕ. Çавăн пекех Мăн Сĕнтĕрти Советская урамра 51 хваттерлĕ, Муркашри Парковая урамра 40 хваттерлĕ çуртсем туса хута янă. Пурĕ 2014 çулта, мĕн пур укçа-тенкĕ çăл куçĕпе усă курса, районта 28554 тăв. м. çурт-йĕр тунă. Ку вăл малтан палăртнинчен пысăкрах кăтарту.
Нумай хваттерлĕ çуртсем тенĕрен, 2010 çулта çакăн пек пĕр çурт - 40 хваттерлĕ çурт Муркашри Парковая урамра, 2011 çулта район центрĕнче тепĕр 2 çурт (пĕри - Гагарин урамĕнчи 24 хваттерлĕ çурт, тепри - Парковая урамри 48 хваттерлĕ çурт), 2012 çулта Муркашри Парковая урамĕнче 24 хваттерлĕ 2 çурт хута янă.
Çапла вара мĕн пур укçа-тенкĕ çăл куçĕпе 2010 çулта 27473 тăв. м., 2011 çулта 29066 тăв. м., 2012 çулта 29371 тăв. м., 2013 çулта 29383 тăв. м. пурăнмалли çурт-йĕр тунă.
Хальхи вăхăтра Муркашри Парковая урамра харăсах нумай хваттерлĕ 2 çурт хăпартаççĕ. 5 хутлă 52 хваттерлĕ тата 60 хваттерлĕ çуртсем пулаççĕ вĕсем. Пĕрне кăçалхи ноябрьте, теприне декабрьте хута яма палăртнă.
Çавăн чухлĕ çурт тăватпăр пулсан, унта куçакансен йышĕ те пысăк. Муркаш район администрацийĕ районта пурăнакансен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе тĕрлĕ программăна хутшăнать. Иртнĕ çул уйрăмах нумай çемье çĕнĕ хваттерлĕ пулчĕ. 2011-2015 çулсенчи "Жилище" федераци тĕллевлĕ программăн "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" хушма программипе килĕшÿллĕн пĕлтĕр 30 çемье пурĕ 18 миллион та 196 пин те 600 тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илчĕ.
Черетре 90 çемье тăрать.
2011-2015 çулсенчи "Пурăнмалли çурт-йĕр" федераци
тĕллевлĕ программин "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" хушма программипе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă çамрăк çемьесен шучĕ
"2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси" федераци тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пирĕн района 11 миллион та 78 пин те 160 тенкĕ укçа уйăрнă. Çапла майпа 11 çамрăк специалистпа ялта пурăнакан, ĕçлекен 7 çын хăйĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕ.
Районта тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул 15 тăлăх ачана Мăн Сĕнтĕрти 15 хваттерлĕ çуртра çĕнĕ хваттерпе тивĕçтернĕ. Çакна валли 10 миллион та 844 пин те 900 тенке яхăн тăкакланă. Тата тепĕр 17 тăлăх ачана çурт-йĕрпе тивĕçтермелле пирĕн.
Районти 250 вăрçă ветеранĕпе тăлăх арăм та хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕç. Çав шутран пĕлтĕр - 6 вăрçă ветеранĕ. Черетре тата вилнĕ вăрçă участникĕсен мăшăрĕсем 7-ĕн тăраççĕ.
Çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнчи 87-мĕш номерлĕ "Çамрăк çемьесене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма паракан патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем" çинчен Указĕпе килĕшÿллĕн тепĕр 12 çамрăк çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕç. Пурĕ вара 2011-2014 çулсенче ку Указпа килĕшÿллĕн 80 яхăн çамрăк çемье çĕнĕ хваттерлĕ е çуртлă пулчĕ.
Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пирĕн района 4665,9 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ку суммăна Юнкă тата Хорнуй ял тăрăхĕсенчи пĕрер çемьене çурт лартса панă çĕре яраççĕ.
2009-2013 çулсенче çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фонд пулăшнипе районта нумай хваттерлĕ 22 çурта пурĕ 25 млн. тенкĕлĕх тĕплĕн юсанă.
Çавăн пекех 2010 çулта граждансене кивĕ авариллĕ çуртсенчен куçармалли республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн республика бюджетĕнчен пирĕн района 42 миллион та 945 пин те 616 тенкĕ укçа куçарса панă. Унпа усă курса Муркаши 58 çынна (3 çурт), Москакассинчи пĕр çемьене (1 çурт), Мăн Сĕнтĕрти 84 çынна (7 çурт) çĕнĕ çуртсене пурăнма куçарнă.
ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнче 2017 çул тĕлне ишĕлекен çуртсенче пурăнакан 5 пине яхăн çемьене урăх вырăна пурăнма куçармаллине каларĕ. Программа темиçе тапхăрпа пурнăçланать. 2013-2017 çулсенче асăннă программăн 1 тата 2 тапхăрĕсемпе килĕшÿллĕн Муркашра тата Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан граждансене - 65 хваттерти 141 çынна - çĕнĕ хваттерсене куçармалла. Çакна валли пурĕ 68 миллион та 428 пин тенкĕ укçа кирлĕ. Мăн Сĕнтĕрти пĕлтĕр хута кайнă 51 хваттерлĕ çурта 40 хваттертен 76 çынна куçарнă та ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра вара Муркашри Октябре 50 çул урамри 32-мĕш тата 26-мĕш çуртсенчи çемьесене çĕнĕ çуртсене куçарас ыйтупа ĕçлеççĕ.
Çавăн пекех 2014 çулхи ноябрьтен пуçласа "Раççейри çемьене - пурăнмалли çурт" çĕнĕ программа пурнăçланма пуçларĕ. Унпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтса 2 çемье заявленипе тухрĕ.
Районти çынсене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма майсем ытларах туса парас тĕллевпе район бюджетĕнче кăçал валли те укçа-тенкĕ пĕлтĕрхинчен сахал пăхман. Çавна май тăлăх ачасене, нумай ачаллă çемьесене, çамрăк çемьесене, çамрăк специалистсене, ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансене, ветерансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессинче пирĕн район тĕрлĕ программăсене кĕрсе софинансирование хутшăнать.