Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ - пурнăç çулĕн никĕсĕ

21 февраля 2015 г.

 

Районти вĕренÿ системи те ăнăçлă аталанса пырать. Районăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен ытларах укçа-тенке шăпах çак сферăна аталантарас çĕре яраççĕ: 61,2 процент. 2010 çулхипе танлаштарсан, ку сумма 1,7 хут (2010 çулта - 36,1 проц.) ÿсрĕ. Вĕрентÿ ĕçченĕсен   ĕç укçи те çак хушăра 2,4 хут хăпарчĕ.

Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче. Шкул çулне çитмен ачасем районти 14 ача садĕнче, виçĕ пуçламăш шкул-ача садĕнче, çавăн пекех 10 шкулти шкул çулне çитмен ачасен 17 ушкăнĕнче тĕрлĕ енлĕ аталанса ÿсеççĕ. Иртнĕ çул шкул çулне çитмен ачасен йышĕ 2591-пе (2010 ç.- 2411 ача, 2011ç. - 2363 ача, 2012 ç. - 2415 ача, 2013 ç. - 2495 ача) танлашрĕ.   Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти 1745 ача (çак ÿсĕмри пĕтĕм ачан 80,9 проц.) шкул çулне çитмен ачасен учрежденине çÿрет.

2015 çул тĕлне 3 çула çитичченхи ачасем 363-ĕн ача садне кайма черетре тăраççĕ. 3 çултан аслăрах ачасем пурте ача садне çÿреççĕ. 2010 - 2014 çулсенче шкул çулне çитмен ачасем валли ача сачĕсемпе шкулсенче пурĕ 223 вырăн уçса панă.

Шкул çулне çитмен ачасемпе 146 педагог ĕçлет.

"Путене", "Солнышко", "Малыш" ача сачĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ.

Шкулсенче. Районта пурĕ 13 вăтам, 9 тĕп, 3 пуçламăш шкул-ача сачĕ. 2014 - 2015 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче вĕсенче пурĕ 3307 ача вĕренет. Паян пурĕ 376 учитель ачасене вĕрентет.

Кашни кунах 103 ялти 969 вĕренекене 16 шкул автобусĕпе икĕ "Газель" база шкулĕсене турттараççĕ.

Вĕренÿ пахалăхĕ çинчен. 2013 - 2014 вĕренÿ çулĕнче обязательнăй йĕркепе икĕ предметпа ЕГЭ ăнăçлă тытнисен йышĕ - 96,45 процент, 9 классен обязательнăй йĕркепе икĕ предметпа ăнăçлă экзамен тытнисем - 99,71 процент.

Районти шкул ачисем вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадисене регион шайĕнче те ăнăçлă хутшăнаççĕ.

Районти 10 шкул инвалид ачасене дистанци мелĕпе вĕрентес системăна хутшăнать.

Пур шкулта та Интернета тухаççĕ.

2014 - 2015 вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассинче çĕнĕ федераци патшалăх стандарчĕсем çине куçаççĕ.

Ачасен канăвĕ пирки. 2014 çулта 4490 ача каникулсем вăхăтĕнче тĕрлĕ лагерьсенче каннă. Ку вăл мĕн пур ача йышĕн 134,4 проценчĕ пулать. Çав шутран шкулсем çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче - 3600 ача (107,9 процент), хула çумĕнчи лагерьсенче - 305 ача (9,2 процент), палатка лагерĕсенче - 585 ача (17,3 процент). Пурĕ çак тĕллевпе 5 млн. та 729,2 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Профиль вĕренĕвĕ. Шкулсенче 5 енпе профиль вĕренĕвĕ вăй илсе пырать: социаллă гуманитари, инженерипе техника, физикăпа математика, химипе биологи, универсал енсем. Муркаш шкулĕнче ачасем повар профессине те алла илеççĕ. 2013 - 2014 вĕренÿ çулĕнче 32 ача свидетельство илнĕ.

Шкулсенче инженерипе техника класĕсем уçăлаççĕ. Ку таранччен вĕсем Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Калайкасси, Йÿçкасси, Чуманкасси шкулĕсенче уçăлнă.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче энергие перекетлессипе те тимлеççĕ. Чуманкассипе Москакасси шкулĕсенче, "Малыш" тата "Колокольчик" ача сачĕсенче çĕнĕ модуль котельнăйсем хута янă.

Районта 14 çултан пуçласа 30 çула çитичченхи çамрăксем пурĕ 8687-ĕн. Ку вăл - районта пурăнакансен 25,3 проценчĕ. Çамрăк çемьесен 4 клубĕ, çарпа патриот клубĕсем 5, кадет класĕ 1, çамрăк космонавтсен 2 отрячĕ ĕçлет. 1200 çамрăк волонтерсен юхăмне кĕрет.

2014 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çамрăксемпе студентсене пултарулăхри ăнтăлушăн паракан стипендие пирĕн районти 15 çамрăк тивĕçрĕ. Кашни чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕпе 25-шар отличник район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илет.

Юлашки 3 çулта вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренÿ çулĕсене хатĕрлеме пурĕ 61 млн. та 900 пин тенкĕ тăкакланă. Вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 13 млн. та 100 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен - 8 млн. та 700 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран - 40 млн. 100 пин тенкĕ.

2014 çулта Ярапайкассипе Çатракасси шкулĕсен спортзалĕсене тĕплĕн юсанă, спорт инвентарĕ туяннă. Çакна валли федераци бюджетĕнчен 1 млн. та 718,8 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

"Доступная среда" программăпа килĕшÿллĕн Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр шкулĕсенче инвалид ачасене чăрмавсăр вĕренме условисем туса панă.

Хушма пĕлÿ çинчен. Районта хушма пĕлÿ паракан 4 учреждени ĕçлет: ачасен пултарулăх çурчĕ, çамрăк техниксен станцийĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - "Сывлăх" ФСК, Ф.С. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕ. Унта паян мĕн пур ачасен йышĕн 76,6 проценчĕ вăхăта усăллă ирттерет.

Хушма вĕрентÿ системинче 27 педагог тата 92 совместитель штатра тăрать.

ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тухнă Çырура палăртнине шута илсе малашне те шкулчченхи вĕренÿпе воспитание, вĕренÿ тата хушма пĕлÿ парассин пахалăхне ÿстерме тĕллев лартнă. Ачасен сывлăхне çирĕплетме тата упрама, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма условисем ытларах тумалла. Инженерипе техника профиль класĕсене аталантарасси, пултаруллă çамрăксемпе çамрăксен пуçарăвĕсене пулăшасси, кадет юхăмне аталантарасси тата ытти хăш-пĕр ĕçсене пурнăçа кĕртесси - тĕп задачăсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика