Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсемпе ачаллă çемьесене - пысăк тимлĕх

21 февраля 2015 г.

 

Районта ветерансемпе инвалидсене, социаллă пулăшу кирлĕ ытти категорисене пулăшу парассипе те тимлеççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 9943 пенсионер пурăнать. Вĕсенчен 43-шĕ - вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем, тăлăх арăмсемпе вилнĕ вăрçă участникĕсен мăшăрĕсем - 222-ĕн, тыл ĕçченĕсем - 1034-ăн, 4993 ĕç ветеранĕ. Вĕсем пурте федераци тата республика бюджечĕсеннчен социаллă пулăшу илсе тăраççĕ. Пурĕ 8431 çын социаллă пулăшу илсе тăрать, çав шутран - ялсенче ĕçлекен 1351 специалист.

Çулсеренех патшалăх паракан пулăшу калăпăшĕ те пысăклансах пырать. 2014 çулта çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 76 млн. та 817,68 пин тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 22 млн. та 883,10 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Çынсем анлă усă куракан социаллă пулăшăвăн пĕр тĕсĕ вăл - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн паракан пулăшу. Çак социаллă пулăшăва тÿлевсем çемьен пĕрлехи тупăшĕнчен 22 процент чухлĕ пысăкрах пулсан параççĕ. Иртнĕ çул çак çăмăллăха районти 413 çемье пурĕ 4 млн. та 24 пин тенкĕлĕх илнĕ.

"Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ" ят пама пуçланăранпа çак чыслă ята районти 1152 çын тивĕçрĕ. Иртнĕ çул кăна 162 çын кĕчĕ çак ушкăна.

"Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ" ят илни тивĕçлĕ канăва тухнисене çăмăллăхсемпе усă курма май парать. Вĕсем уйăхсерен 1082 тенкĕ укçан тата çыхăну пулăшăвĕн çур хакне укçан компенсаци илеççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн иртнĕ çулхи 155-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн "Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ" ят илмелли ĕç стажне 2,5 çул чакарчĕç. Хĕрарăмсен вăл 37 çул та 6 уйăх, арçынсен 42 çул та 6 уйăх пулать. Çак çĕнĕлĕх пирĕн районти тата 500 ытла çынна çак ята илме, çавăн пекех çăмăллăхсемпе усă курма май парĕ.

Патшалăх паян ачаллă çемьесене те тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать: уйăхсерен паракан пособисĕр пуçне федерацин тата республикăн "ача амăшĕн капиталĕ", 3-мĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнăшăн паракан çăмăллăхсем. Пурĕ пирĕн районти 321 çемье республикăн "ача амăшĕн капиталне" (100 пин тенкĕ) илчĕ. Вĕсенчен 37 çемйи çак çăмăллăхпа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă çĕрте усă курма та ĕлкĕрчĕ.

2013-2014 çулсенче пурĕ 219 çемье 3-мĕш тата хыççăнхи ачасене çуратнăшăн паракан çăмăллăхпа усă курчĕ: ачасен пурăнмалли чи пĕчĕк виçи чухлĕ уйăхсерен паракан тÿлеве илчĕ.

Районта нумай ачаллă çемьесен шучĕ те ÿссех пырать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта нумай ачаллă 498 çемье пурăнать, вĕсенче 1591 ача çитĕнет. Асăннă çемьесенчен 3 ачаллисем - 419* 4 ачаллисем - 63* 5 ачаллисем - 15* 7 ачаллă 1 çемье.

Социаллă пулăшу паракан центр çулсеренех 120 çынна килте пăхса тăрать. Çавăн пекех Мăн Сĕнтĕрти вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра 12 çын пурăнать. Уйăхсеренех центр 300 çынна социаллă пулăшу тата консультаци парать.

Социаллă пулăшăвăн эффективлăхне ÿстерес тесе районта социаллă службăн 16 участокне туса хунă. Çулталăкра вĕсем 1700 гражданина пулăшу параççĕ. Çавăн пекех вăрçă участникĕсемпе инваличĕсен, тăлăх арăмсен, инвалидсемпе ачаллă çемьесен, ватă çынсен пурнăç условийĕсемпе вырăна тухса интересленсех тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика