21 февраля 2015 г.
2015 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр 41-мĕш ларăвĕ ĕçлерĕ. Ларăва депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И.Николаев ертсе пычĕ. Лару ĕçне çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Мидуков, Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хутшăнчĕç.
Депутатсем ларура малтанах кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтăва - Муркаш районĕн Уставне тата депутатсен районти Пухăвĕн 2014 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнчи С-38Ÿ1 номерлĕ "Муркаш районĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пирки ыйтăва анлăн сÿтсе яврĕç.
Каласа хăвармалла. Устава кĕртме палăртнă улшăнусем депутатсен районти Пухăвĕн председательне - район пуçлăхне, район администрацийĕн пуçлăхне суйлассин йĕркисене çирĕплетессипе çыхăннă. Çавна май асăннă ыйтăва февралĕн 12-мĕшĕнче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе, районти предприятисемпе организацисенчи тата учрежденисенчи ĕç коллективĕсен, политика партийĕсен представителĕсемпе, ял çыннисемпе пĕрле сÿтсе явнăччĕ. Февралĕн 19-мĕшĕнче депутатсен районти Пухăвĕн яланхи комиссийĕсенче те ку ыйтăва тĕплĕ тишкернĕ.
Депутатсем уççăн сасăласа сĕнекен улшăнусене Муркаш районĕн Уставне тата депутатсен районти Пухăвĕн 2014 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнчи С-38Ÿ1 номерлĕ йышăнăвне кĕртме йышăнчĕç. Çапла вара Муркаш районĕн пуçлăхне депутатсен районти Пухăвĕ хăйĕн йышĕнчен суйлать, вăлах депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн полномочийĕсене пурнăçлать. Район администрацийĕн пуçлăхне вара çак тивĕçе пурнăçлама конкурс ирттернин итогĕсемпе килĕшÿллĕн контрактпа çирĕплетеççĕ.
Депутатсен районти Пухăвĕн ларăвĕнче çавăн пекех РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн тата Муркаш районĕн тĕрĕслевпе шутлав палатин 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн итогĕсене тишкерсе хак пачĕç, шывпа тивĕçтермелли объектсене Муркаш районĕн муниципалитет харпăрлăхĕнчен тÿлевсĕр майпа ял тăрăхĕсен муниципалитет харпăрлăхне парасси, наградăлама тăратасси пирки йышăнусем турĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.