21 февраля 2015 г.
Халăх йышĔ
Муркаш районĕнче 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕпе пурĕ 34304 çын пурăнать. Республика шайĕпе Муркаш районĕнче пурăнакансем 2,8 процент чухлĕ шутланаççĕ. Ку кăтарту 2011 çултанпа чакман.
1000 çын пуçне ачасем çуралассипе Муркаш районĕ республикăра лайăххисен шутĕнче - 3-мĕш вырăнта.
Промышленность
Муркаш районĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем те çултан-çул лайăхланса пыраççĕ. Уйрăмах промышленность ăнăçлă аталанса пырать. Юлашки 4 çул хушшинче промышленность продукцине 1,5 хут ытларах туса кăларса сутнă: 2014 çулта ку кăтарту 1 млрд. та 794 млн. тенкĕпе танлашнă.
Ял хуÇалăхĔ
Муркаш районĕ ял хуçалăхĕпе тачă çыхăннă. Çавăнпа та район аталанăвĕ асăннă отрасль аталанăвĕнчен нумай килет. Калас пулать, 2014 çулта ял хуçалăх продукцине туса илесси, хальхи хаксемпе шутласан, унчченхинчен 18 процент ытла хăпарчĕ. "Муркашри чăх-чĕп фабрики" акционер уçă обществи, Суворов яч. хис. хуçалăх, "Путь Ильича" АФ - малтисен йышĕнче.
Инвестици.
Строительство
Район çулсеренех çурт-йĕр, социаллă сфера объекчĕсене тăвассипе, çулсем тăвассипе тата юсассипе, вĕренÿ, медицина, культура учрежденийĕсене çĕнетессипе, социаллă, инженери инфраструктурине тăвассипе ăнăçлă ĕçлесе пырать.
2014 çулта пĕтĕм укçа-тенкĕ çăл куçĕнчен аталанăва 1 млрд. та 826 млн. тенкĕ инвестици хывнă. Ку вăл 2010 çулхинчен 3 хут нумайрах. 2014 çулта пурĕ 29,4 пин тăв. м. чухлĕ çурт-йĕр тунă. 2010-2014 çулсенче 3,093 км çĕнĕ çул туса хута янă. Муркаш районĕ тăрăх иртекен М-7 трассăна реконструкцилессипе пысăк проект пурнăçа кĕрет.
2011 - 2014 çулсенче районта пурĕ 4 миллиард та 734 миллион та 600 пин тенкĕлĕх инвестиципе усă курнă. Вĕсенчен 30 процента яхăн - ял хуçалăхĕнче.
2013 çулта "Сеспельте" пысăк инвестици проекчĕ (60,5 млн. тенкĕлĕх) пурнăçа кĕчĕ: танк-контейнер кăларакан çĕнĕ 5-мĕш цех хута кайрĕ.
Çул çинчи сервиса аталантарас, çынсене хушма ĕç вырăнĕ тупса парас, район территорийĕнче туризма аталантарас тĕллевпе "Субкластер Престиж" тата "Волжский эксклюзив" инвестици проекчĕсем "Развитие внутреннего и въездного туризма в Российской Федерации (2011-2018 годы)" федераци тĕллевлĕ программине кĕчĕç.
Ял хуçалăхĕнче пурнăçланакан чи пысăк инвестици проекчĕ - "Путь Ильича" АФ" чикĕллĕ яваплăхлă общество 1 пин пуç ĕне выльăх тытмалăх сĕт-çу комплексĕ (517,0 млн. тенкĕ). 2012 çулта унăн пĕрремĕш черетне - 500 пуç сумалли ĕне вырнаçмалăх фермăна хута янă.
Сысна ĕрчетес ĕçре те пысăк инвестици проекчĕ пурнăçланать. А. Афанасьева фермер сыснасем тытма çăмăл конструкцирен 8 ангар туса лартрĕ. Кунта çăвăрлаттармалли уйрăм тума шутлаççĕ. Хальхи вăхăтра унта сысна пусмалли цех тăваççĕ. Кунтах тырă типĕтмелли склад туса пĕтереççĕ. Асăннă хуçалăх тата ашпа ĕçлемелли лини туянма шутлать. Кунта хальхи вăхăтра 1 пин те 300 пуçа яхăн сысна тытса тăраççĕ. Çак проекта пурнăçлама 20 млн. тенкĕне яхăн укçа хывнă.
2012 çултан пуçласа ĕç пуçарса яракан фермер хуçалăхĕсене патшалăх пулăшма пуçларĕ. Юлашки 3 çул хушшинче пирĕн районти 8 фермер пурĕ 8 млн. та 297 пин тенкĕлĕх грант илнĕ.
Районта çавăн пекех А. Вязов уйрăм предпринимателĕн камин тăвакан цехĕ те ăнăçлă ĕçлесе пырать. Кунта 153 çын ĕç вырăнĕ тупнă. Предприяти 2014 çулта 15 процент нумайрах продукци туса сутма пултарнă, калăпăшĕ 58,4 млн. тенкĕпе танлашнă.
ĔÇ укÇи
Районти çынсен пурнăç шайĕ мĕнле пулни вĕсем илекен тупăш мĕн чухлĕ пулнинчен яр уççăн курăнать. Тупăш тĕп пайĕ вара - ĕç укçи. Вăл вара районта 2011 çултанпа 2014 çулччен 20 процент чухлĕ ÿснĕ.
Малашне районта çĕнĕ производствăсене вăя кĕртме, "Чăваш Ен - Атăл чĕри" автотурист кластерне аталантарма палăртни те, ытти инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме палăртни те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума пулăшĕ.
Суту-илŸ
Районта суту-илÿ, обществăлла апатлану предприятийĕсем те ăнăçлă аталанса пыраççĕ. Вĕсем паянхи кун ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Асăннă сферăри çĕнĕ объектсем вара ялсен сăн-сăпатне те илĕртÿллĕ тăваççĕ. Районта пурăнакансен ĕç укçи ÿссе пынăран потребительсен рынокĕн кăтартăвĕсем те пысăклансах пыраççĕ: халăх ытларах тавар туянать, тĕрлĕ пулăшупа усă курать.
Ваккăн сутмалли таварçаврăнăш, 2010 çулхипе танлаштарсан, 2014 çулта 1,3 хут ÿсрĕ, 1 млрд. та 178 млн. тенкĕпе танлашрĕ. Таварçаврăнăшра потребкоопераци предприятийĕсен тÿпи уйрăмах пысăк.
Обществăлла апатлану предприятийĕсем те районта йышлансах пыраççĕ. Район территорийĕнче пурĕ çакăн пек 29 предприяти ĕçлет. Вĕсенче - 2254 вырăн. Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 2014 çулта 127 млн. тенкĕпе танлашрĕ. Ку вăл - 2011 çулхинчен 1,5 хут пысăкрах кăтарту.
Тĕрлĕрен тÿлевлĕ пулăшу калăпăшĕ те юлашки 4 çулта (2011- 2014 ç.ç.) 1,5 хут пысăкланчĕ: 2014 çулта 227 млн. тенкĕпе танлашрĕ.
ПĔчĔк
предпринимательство
Юлашки çулсенче районта пĕчĕк тата вăтам бизнес та палăрмаллах аталанчĕ. 2011 çулхипе танлаштарсан, 2014 çулта вĕсен йышĕ 247 единица чухлĕ чакрĕ пулсан та, вĕсем паракан пулăшу, сутакан тавар калăпăшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Паян районта 793 пĕчĕк тата вăтам предприяти, индивидуаллă предприниматель, Х(Ф)Х ĕçлет. Вĕсем районти пĕтĕм сферăра вăй хураççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Москакассинче нумай хваттерлĕ çурта хута янă хыççăн ял çыннисемпе калаçаççĕ.