Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнас текен малаллах пăхать

14 февраля 2015 г.

 

Район администрацийĕн черетлĕ кунĕ февралĕн 11-мĕшĕнче Ярапайкасси ял тăрăхĕнче иртрĕ. Вырăнти актив, ял çыннисем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Павлов администрацин иртнĕ çулхи ĕçĕсем пирки туса панă отчета сÿтсе яврĕç, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки калаçрĕç, малашлăхри ĕçсене палăртрĕç. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, АПК аталанăвĕн тата муниципалитет харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев, полицин участокри уполномоченнăйĕ Александр Степанов хутшăнчĕç.

Хальхи вăхăтра вырăнти пурнăçа нумай енчен кунти демографи лару-тăрăвне кура хаклаççĕ. Çакă тĕрĕсех те пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă хăйĕн Çырăвĕнче ку ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Ялсенче çемьесем ытларах чăмăртанаççĕ, пурăнакан çынсен йышĕ ÿссе пырать пулсан, вĕсен малашлăхĕ те пурах. Ку тĕлĕшпе Николай Витальевич хăйĕн отчетĕнче илсе кăтартнă цифрăсем кăтартуллă. Акă иртнĕ çул ял тăрăхĕн территорийĕнче 44 ача çуралнă, 25 çын вилнĕ. 2013 çулхипе танлаштарсан 11 ача ытларах çуралнă, вилекенсем 4 çын сахалрах пулнă.

Ялсенче пурăнакан граждансенчен хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе 14 заявлени йышăннă. 11 çемьене шута илнĕ, вĕсене район администрацийĕнче çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетне тăма кирлĕ документсене хатĕрлеме пулăшнă.

Ял тăрăхĕнче профилактика канашне, ирĕклĕ халăх дружинине, хĕрарăмсен тата ветерансен канашĕсене йĕркеленĕ. Обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтерессипе, профилактика мероприятийĕсем ирттерессипе, тĕрлĕрен ытти мероприятие хатĕрленессипе тата йĕркелессипе вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк.

Хальхи вăхăтра пай çĕрĕсемпе усă курассипе, вĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе пысăк калапăшлă ĕç туса ирттерме тивет. Иртнĕ çулсенче "Дружба" тата "Герой" пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен территорийĕсенче 1520 пай çĕрĕ уйăрса панă пулнă. Ыйтман пай çĕрĕсем 779, вăл шутран 449 пай çĕрĕн хуçисем вилнĕ. Паянхи куна "Герой" хуçалăх территорийĕнчи 98 тата "Дружба" хуçалăх пулнă территорири 61 пай çĕрне ял тăрăхĕн харпăрлăхне çирĕплетнĕ. Апла пулсан çак ĕçе вĕçлессипе ĕçлемелли сахал мар-ха. Мĕншĕн тесен харпăрлăха çирĕплетнĕ çĕр участокĕсене сутса е арендăна парса илнĕ тупăш пĕтĕмпех ял тăрăхĕн бюджетне пухăнать. Хальлĕхе вара ăна ытлă-çитлĕ тесе калаймăн. 2014 çулхи бюджет 4 млн. та 994 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçал ăна 4 млн. та 572 пин тенкĕ чухлĕ пăхса хунă. Перекетлĕрех пулмаллипе пĕрлех тупăш илмелли çăл куçсемпе те май пур таран туллинрех усă курни пĕлтерĕшлĕ.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче ял хуçалăх ĕç-хĕлне "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕпе "Бездна" ООО тата А. Петровăн, А. Сорокинăн, Е. Яковлевăн, С. Яргеевăн, О. Яргеевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсем туса ирттереççĕ. Пĕтĕмĕшле вĕсем ял çыннисен хушма хуçалăхĕсемпе пĕрле шутласан пĕлтĕр 2760 тонна тĕш тырă, 3281 тонна çĕр улми, 324,6 тонна аш-пăш, 2962,9 тонна сĕт, 4684 тонна пахча çимĕç, 599,4 пин çăмарта туса илнĕ.

2014 çулта тĕрлĕрен мероприятисем 30 йĕркелесе ирттернĕ. Вăл шутран 9 ăмăрту, культура мероприятийĕсем 10, рейдсем 8. Ял çыннисен пухăвĕсене 17 ирттернĕ. Акатуй, "Пыл спасĕ", "Кĕр парнисем" уявсем пысăк активлăхпа иртнĕ. "Пыл спасĕ" ирттерме "Герой" хуçалăх, В. Михайловпа В. Хлебников хурт-хăмăр ăстисем пысăк пулăшу кÿнĕ.

Çул-йĕр хуçалăхĕ валли пĕтĕмпе 1 млн. та 252 пин тенкĕ уйăрнă пулнă. Вăл шутран çулсене тытса тăма - 355 пин тенкĕ, çулсене юсама - 530 пин тенкĕ. Ярапайкассинчи Центральная урамри 285 метр тăршшĕ çула юсама 696,9 пин тенкĕ расхутланă. Кăçал вара Çĕньял Шурчари Колхозная урамри çула юсама палăртнă.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ территорире иртекен мероприятисене пурне те хутшăнма тăрăшать. Кусем вĕсем ял çыннисене юбилей кунĕсемпе саламласси те, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен, Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕпе, Çĕнтерÿ кунĕпе, юлашки шăнкăравпа, Пĕлÿ кунĕпе, Ватă çынсен кунĕпе, Çĕнĕ çулпа çыхăннă тата ытти мероприятисем. Сыпайра шайбăпа хоккейла выляссипе ăмăртусем иртеççĕ. Тренерĕ тата йĕркелÿçи - Александр Шишкин. Ярапайкассинче вара çуллен февралĕн 23-мĕшĕнче волейболла выляссипе, пăшалтан тĕл перессипе, кире пуканĕ çĕклессипе, канат туртассипе ăмăрту иртет. Шурчара Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн А. Ивановăн, Ярапайкассинче апрельте Совет Союзĕн Геройĕн И. Мешаковăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем ирттересси йăлана кĕнĕ.

Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитет. Ял тăрăхĕн территорийĕнче çак вăхăта вăрçă участникĕсем виççĕн пурăнаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ юбилейне хатĕрленсе туса ирттерме палăртакан мероприятисем чылай. Çавăн пекех Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне ял тăрăхĕн территорийĕнчи пур палăка та юсаса йĕркене кĕртме палăртаççĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Валентина Любимова, депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутачĕсем Александр Шишкин, Евгений Сорокин, Владимир Любимов, Георгий Сидоров, Раиса Федорова, Аким Андрианов кун пек ĕçсенче яланах хастар. Тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ чухне "Герой" хуçалăх, Игорь Сорокинпа Андрей Сорокин та пысăк пулăшу кÿреççĕ.

Кăçал туса ирттермелли ĕçсене те палăртрĕ Николай Витальевич хăйĕн отчетĕнче. Çулсене юсас тата тăвас ĕçсемпе пĕрлех хуçасăр объектсене, çĕр участокĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе малалла ĕçлеме пăхнă. Ярапайкасси ялĕнчи Новая урамри электричество линийĕпе юписене, Ярапайкассипе Елача тата Çĕньял Шурча патĕнчи гидротехника сооруженийĕсене харпăрлăха çирĕплетсе пĕтермелле. Территорири 10 километр сарман çулсене унччен ниçта та шута илмен пулнă. Халĕ вĕсене регистрацилессипе ĕçсем пыраççĕ. Çĕн Тăмлай ялĕнче çул тума пăхнă. Çавна валли çĕр участокне чикĕлесе кадастр паспортне хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Пурте пĕрле ăнланса ĕçлесе пырсан палăртнă ĕçсене пурнăçлама май пуласси пирки каларĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Полицин участокри уполномоченнăйĕ Александр Степанов территорире регистрациленĕ преступленисем, право йĕркелĕхне пăсассине асăрхаттарасси çинче чарăнчĕ, преступленисенчен ытларахăшĕ эрех ĕçнипе çыхăннине палăртрĕ.

Шурча библиотекинче çынсене "пĕр çÿрече" мелĕпе патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерессине епле йĕркелени çинчен Светлана Троицкая каласа пачĕ, Шурча участокĕнчи ветеринари врачĕ Татьяна Львова урнин чирĕпе чирлессине, Африка чуми сарăлассине асăрхаттарассин ыйтăвĕсене хускатрĕ.

Ял çыннисем тĕл пулура нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтнăшăн тÿлессин виçисем, ялсенчен йăла каяшне турттарса тăрасси, кăкарман йытăсене чупса çÿреме чарасси, пĕтĕмĕшле врач практикин Ярапайкасси офисĕнче ĕçлеме ача-пăча тухтăрĕ тупасси пирки ыйтусем çĕклерĕç.

Район администрацийĕн кунĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев хăйĕн сăмахĕнче иртнĕ çулталăк район пурнăçĕнче, вăл шутра Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те, малашлăх аталанăвĕпе тунă çирĕп утăм пулнине палăртрĕ. Районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсем, Ярапайкасси ял тăрăхĕнче иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсем çавна лайăх çирĕплетеççĕ. Пысăкрах чикĕсене çĕнсе илесси, сумлăрах ÿсĕмсем тăвасси вара кашнин тăрăшулăхĕпе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пынипе тÿрремĕнех çыхăннă.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика