Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăнти аталанупа ăнăçлăх хамăртан килет мар-и?

14 февраля 2015 г.

 

Вырăнсенче район администрацийĕн кунĕсене ирттересси Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи тĕл пулупа вĕçленчĕ. Черетлĕ тĕл пулăва йышлăн пухăнни вырăнти халăх ял тăрăхĕн пурнăçĕпе кăсăкланни пирки калать. Чи малтанах асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

- Çул-йĕр енĕпе илес пулсан кашни ял патне асфальт çул çитет. Хальхи вăхăтра ăна тытса тăрасси йĕркеллех пурнăçланать. Ку енĕпе Горбунов фермер ăнăçлă ĕçлесе пырать. Пĕтĕмпе вара ялсенчи çул-йĕр тăршшĕ 15 километр ытла. Турхан тата Катăкуй ялĕсенче юсав ĕçĕ ирттертĕмĕр, - паллаштарать Николай Поликарпович.

Ял хуçалăх производстви Мичурин яч. хис. тата "Колос" агрофирмăсенче, Горбунов, Петрова, Серафимов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче аталанать. Иртнĕ çул вара çак йыша Волкова хуçалăхĕ хушăнчĕ. Ял-йыш хушма хуçалăхра тимлет. Çак тапхăр тĕлне 213 хуçалăх 368 ĕне тытать. Пĕтĕмпе 964 пай çĕрĕ, вăл шутран 380-шĕн харпăрлăх документне тунă, 154 çын пай çĕрĕ хуçисене кирлĕ маррине пĕлтернĕ, 121 пай çĕр харпăрçисем - пурнăçран уйрăлнисем, 171 пай çĕрĕ тĕлĕшпе ĕçе суд урлă кăларнă. 184 гектар çĕре кадастр учетне тăратнă.

- Çак ĕç малалла пырать, çăва тухиччен вĕçлеме тăрăшмалла, - терĕ вăл документсем тăвассине хăвăртлатма сĕнсе.

Çавăн пекех харпăр хăй хуçалăх документне йĕркелесе хуçалăх кĕнекине уçтарас енĕпе тимлеççĕ. 601 хуçалăхран çак вăхăт тĕлне 88 хуçалăх çак ĕçе вĕçлеймен, вăл шутран 47-шĕн еткерçи пурнăçран уйрăлнипе.

Шывпа тивĕçтерес ĕç япăх мар пурнăçланать. Ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе 6 башня, пурăнакансен 46,8 проценчĕ унпа усă курать. Ыттисем харпăр хăйĕн е урамри çăлсенчен ăсаççĕ. Шыв башнисене кирлĕ пек ĕçлеттерсе тăнăшăн Владимир Семенова, Сергей Разумова, Олег Павлова ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тав сăмахĕ каласа Тав çырăвĕсем пачĕ.

- Малалла та халăхпа пĕрле пулса тата пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанас килет, - терĕ Николай Поликарпович вĕсене хавхалантарса.  

Тĕл пулу çĕнĕ тум тăхăннă Шетмĕпуçĕнчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Çак ĕç валли район шайĕнчен 1237600 тенкĕ уйăрнă, республикăри конкурсра çĕнтерсе 812400 тенкĕне тивĕçнĕ. Çапла вара пĕрлехи тăрăшулăхпа 50 çул тултарнă ятпа çурта хăтлăх кĕртнĕ. Çавăн пекех спонсорсем те активлăхпа палăрнă: теннис сĕтелĕ тата ытти парне кÿнĕ. Спорт енĕпе вара Шетмĕпуçсем чăннипех те маттур, тĕрлĕ ăмăртура çĕнтерсе ял тăрăхĕн ятне çÿлте тытма тăрăшаççĕ.            

- Вырăнти пурнăç епле пуласси хамăртан ытларах килет, пирĕн йывăрлăха аякран килнĕ çын татса памĕ.   Производство аталансан ĕç вырăнĕсем те пулĕç, ял тăрăхĕн бюджечĕ те тупăшлăрах пулĕ, - палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.

Ырă тĕслĕх вырăнне вара Ростислав Николаевич ытти ял тăрăхне илчĕ. Ăнăçлă аталанакан, çавна май хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме, производство кăтартăвне ÿстерме тата вырăнти бюджета пуянлатма пултаракан предприяти районта сахал мар. Тĕслĕхрен, темиçе çул усă курман объектсенче кăмпа ÿстереççĕ, строительствăра усă куракан материал хатĕрлеççĕ тата ытти те. Ял пурнăçĕ, аталанăвĕ вара çĕр ĕçĕпе тачă çыхăннă. Çĕрпе тĕллевлĕ те тухăçлă усă курмалла, çакна саккун тата пурнăç çирĕп ыйтать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕр лаптăкĕсене йăлтах ака-сухана кĕртме тĕллев лартрĕ. Ку енĕпе вара асăннă ял тăрăхĕнче тимлемелли сахал мар, чылай уй-хир ĕç аллишĕн тунсăхласа çитнĕ те ĕнтĕ.

Пурăнать тата аталанать ял тăрăхĕ, анчах та демографи лару-тăрăвĕ хальлĕхе шайлашуллах марри пăшăрхантарать. Асăннă ял тăрăхĕнче 601 хуçалăх шутланать, ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри 717 çын, 248 пенсионер, 241 ача пурăнать. Иртнĕ çул 11 ача çуралнă, 21 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 4 мăшăр пĕрлешнĕ, 3 çемье арканнă. Çакă çирĕплетет те ĕнтĕ ку тĕлĕшри йывăр лару-тăрăва.

Ял тăрăхĕнче Шетмĕпуç шкулĕ тата Тивĕшри "Незабудка" ача сачĕ ĕçлет. Ача садне 20-ĕн çÿреççĕ, вăл шутран 12-шĕ - кÿршĕри Элĕк районĕнчен. Пысăк çурта тытса тăрасси тăкакли каламасăрах паллă ĕнтĕ. Çавăнпа та унпа эффективлă усă курасси пирки шухăшламалла. Çакăн пирки район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова пĕлтерчĕ. Ку шухăша депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов малалла тăсрĕ.

Полицин участокри уполномоченнăйĕ Виктор Бирюков асăннă ял тăрăхĕнче право йĕркине пăхăнасси епле пулни çинче чарăнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен криминаллă лару-тăрăва малтанхи пекех ÿсĕрле тунă преступлени шайĕ ÿсни кăткăслатать. Яланхи пекех çемьери харкашу пысăк пулни палăрать, паллă ĕнтĕ, ку каллех ÿсĕрле пулса иртет. Йĕркене пăснисене пур чухне те профилактика канашĕнче пăхса тухмаççĕ. Иртнĕ çул кунта хăрушă преступлени пулнă. Арçын хĕрарăма хĕненĕ, йывăр сурансемлĕскерĕн кун-çулĕ тепĕр темиçе кунтан татăлнă. Нивушлĕ çакăн пирки никам та илтмен е пĕлмен; Тепĕр чухне вара çынсен чунсăрлăхĕ е курнине курман туни те палăрать. Ответлă органсене информаци тĕрĕс тата вăхăтра çитни йĕркесĕрлĕхе сирме май парать.    

Çавăн пекех тĕл пулăва район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Рената Ананьева, "Россельхозбанкăн" Муркашри хушма   офисĕн управляющийĕ Ирина Павлова хутшăнчĕ.

Тĕл пулури ыйтусем хуравсăр юлмарĕç. Вĕсем тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе, сĕт хакĕпе, кану вăхăтне тĕрĕс йĕркелессипе, урамра кăкарман йытăсем чупнă тĕлĕшпе çыхăннă.

Пĕтĕмлетсе вара çапла каламалла: эпир хамăр мĕн чухлĕ чунлăрах тата пуçаруллăрах пулăпăр, йĕркелĕх те ытларах пулĕ.

Р. Илларионова.    

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика