14 февраля 2015 г.
"Паян Муркаш районĕ ура çинче çирĕп тăни вăл - чăнлăх. Районта çынсем хăйсене хăтлăрах туйччăр тесе пĕтĕмпех тăваççĕ", - тесе палăртрĕ хăйĕн шухăшне Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ, общество ĕçченĕ К. Валицкая район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районăн хисеплĕ гражданĕсемпе тĕл пулнă чухне.
Февралĕн 10-мĕшĕнче, шăпах тăван район 71 çул тултарнă кун, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев пĕрремĕш хут районăн хисеплĕ гражданĕсемпе тĕл пулчĕ. Районăн Хисеп кĕнекинче вĕсем 37-ĕн. Ростислав Николаевич шухăшĕпе вĕсем - хăйсен пĕтĕм пурнăçне район аталанăвне халалланă çынсем. "Питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп сире районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тÿпе хывнăшăн. Çак никĕс çинче район малалла та çирĕп аталанса пырать", - терĕ тĕл пулура Ростислав Николаевич. Тĕл пулăва çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И. Николаев, общество организацийĕсен ертÿçисем, район администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Аслă ăру çыннисен районшăн пит хĕретме кирлĕ маррине районăн иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсем те лайăх çирĕплетеççĕ. Чылай енпе Муркашсем республикăра малтисен шутĕнче.
Промышленноç предприятийĕсем аван аталанаççĕ. Çĕнĕ предприятисем уçăлаççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче Юнкă ял тăрăхĕн территорийĕнче кăмпа çитĕнтерекен цех уçăлнă. Малашлăхра кунта çуллен 50 - 60 млн. тенкĕлĕх продукци туса илме пăхаççĕ. Районта страус ĕрчетекенсем те пур. Вязов предпринимателĕн продукцине Раççейăн тĕрлĕ регионĕсенче туянаççĕ.
Мăн Сĕнтĕрте "ТрубПласт" ООО ÿсĕмлĕ ĕçлет. Мăн Сĕнтĕрти кирпĕч завочĕ, районти "Сельхозхими" пĕрлешĕвĕ пулнă территорисенче çĕнĕ производствăсем йĕркеленĕ. "Сельхозтехника" пулнă вырăнта та пĕчĕк бизнес вăй илет. Çак кунсенче "Бездна" ООО ăратлă çамрăк выльăхсем туянма палăртать. Планра вара - "Сеспель" ЗАО производство хăвачĕсене ÿстересси, çĕнĕ производствăсем хута ярасси, тимĕр черепица тата профнастил туса кăларакан цех уçасси.
Районта пурăнмалли çурт-йĕр строительстви пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Иртнĕ çул нумай хваттерлĕ 4 çурт хута янă. Ку вăл - хальхи хăтлă 127 хваттер. Кун чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута яни çак вăхăтчен пулман. Вĕренÿ, культура, социаллă сферăсенче те ÿсемсем курăмлă.
"Пирĕн ял хуçалăхне çĕклес пулать. Ку енĕпе те çине тăрса ĕçлĕпĕр", - палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Хисеплĕ граждансем тĕрлĕ ыйтупа интересленчĕç. Сăмахран, хальхи çамрăксем мĕнле пурăнаççĕ; Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх, вĕсем юлашки вăхăтра спортзалсене хаваспах çÿреççĕ, спортпа туслашаççĕ. Çавна валли вĕсене пур услови те туса пама тăрăшаççĕ. Çамрăксем лайăхрах пурăнасшăн.
Çак сăмахсем чăнлăхпа пĕр килнине районăн хисеплĕ гражданĕсем "Сеспель" предприятире пулса курнă хыççăн татах çирĕпрех ĕненме пултарчĕç. Предприяти ертÿçи - районăн хисеплĕ гражданинĕ В. Бакшаев. Кунта çамрăксем вăй хураççĕ. Пĕтĕмпе 500 çын. "Уйăхри вăтам ĕç укçи 40 пин тенкĕпе танлашать", - каласа парать Владимир Александрович.
Малашлăх çирĕп алăра пулни Москакасси шкулĕнче те лайăх курăнчĕ. Пуçламăш класра вĕренекен Максим Поркин "пиллĕкмĕш океана" епле çăлса хăварасси - сывлăша тасарах тăвасси пирки хавхаланса каласа пачĕ. Ку ĕçе йĕркелекенĕ - районăн хисеплĕ гражданинĕ С. Желтова.
Районăн хисеплĕ гражданĕсем çав кун Москакасси шкулĕн çĕнĕ модуль котельнăйĕнче те, йăла каяшĕн полигонĕнче те пулса курчĕç.
Чăннипех районта пур отрасль те - аталану çулĕ çинче. Вăл шутра культура та. Акă Москакассинчи модернизациленĕ Культура çуртĕнче паян чăваш халăх культурине сыхласа хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Кунта художество пултарулăхĕн икĕ коллективне йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри - "Шураппасем" - хăнасене хавас юрăсемпе кĕтсе илчĕ. Кунта вара районăн хисеплĕ тепĕр гражданинĕ - М. Ягунов чăтса тăраймарĕ, алла хут купăс тытса тăсса ячĕ.
Тĕл пулу итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май районăн хисеплĕ гражданĕсем мĕн курнипе кăмăллă юлнине палăртрĕç. «Çавра сĕтел» хушшинче Муркаш районĕн малашлăхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.
Л. ПАВЛОВА.