14 февраля 2015 г.
Пурнăç çĕнĕлĕхсемсĕр мар. Иртнĕ çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне улшăнусем кĕртрĕç. Унпа килĕшÿллĕн малашне нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен çуртĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме уйăхсерен взнос тÿлесе тăма тивĕç. Взнос тÿлесси пирки тунă килĕшÿсене нумай хваттерлĕ çурт вырнаçнă территорири ял тăрăхĕсене çитерсе панă. Анчах та ял çыннисенчен хăшĕсем килĕшĕве алă пусасшăн мар, капиталлă юсав ĕçĕсем валли взнос тÿлеме килĕшмеççĕ.
Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА тĕл пулнă май капиталлă юсав ĕçĕсен фондне йĕркелени, взноссем тÿлесе тăрасси мĕн тума кирли пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм:
- Малтанах çавна каласа хăварасшăн. Капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн взнос тÿлессинче нимĕнле тĕрĕсмарлăх та çук тесе шутлатăп. Калăпăр, ялта харпăр хăйĕн çурт-йĕрĕнче пурăнакан кашни çынах (çак вăхăта вĕсен шучĕ пĕтĕм çынсен 90 проценчĕпе танлашать) кулленхи юсав ĕçĕсене те, пысăкрах ĕçсене те хăйĕн вăйĕпех, хăйĕн укçи-тенкипех туса ирттерет вĕт-ха. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен те малашне пĕрлехи çурт-йĕрте капиталлă юсав ĕçĕсене хăйсем пухнă взнос укçи-тенкипе тума тивет.
Капиталлă юсав ĕçĕсен фондне йĕркелесси çинче чарăнса тăрар. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен хăйсен пĕрлехи пухăвĕсенче 2014 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнчен кая юлмасăр çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме хывакан укçа-тенкĕне ăçта пухасси пирки йышăну тумалла пулнă. Çавна май иртнĕ çулхи август - сентябрь уйăхĕсенче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен пĕрлехи пухăвĕсене ирттертĕмĕр.
РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 156-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансене капиталлă юсав ĕçĕсен фондне йĕркелеме икĕ май сĕннĕ. Пĕрремĕшĕ вăл - çуртра пурăнакансем хăйсен çуртĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме кредит организацийĕнче ятарлă уйрăм счет уçаççĕ. Сăмах май Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 34-мĕш çуртра пурăнакансем çапла йышăну турĕç те. Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен юлташлăхĕ капиталлă юсав ĕçĕсем валли хăйĕн счетне уçрĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен ытларахăшĕ капиталлă юсав ĕçĕсен фондне йĕркелессипе иккĕмĕш мелпе усă курма кăмăл турĕ. Кун пеккисен взнос укçи-тенки коммерциллĕ мар "Нумай хваттерлĕ çуртсенчи капиталлă юсав ĕçĕсен республикăри фончĕ" организаци счечĕ çинче пухăнать. Енчен те нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелли фонда йĕркелессин формине суйласа илессипе нимĕнле йышăну туман пулсан та вĕсен взносĕсене РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 170-мĕш статйин 7-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн регион операторĕн - капиталлă юсав ĕçĕсен республикăри фончĕн счечĕ çине хываççĕ. Районĕпе нумай хваттерлĕ 64 çуртра пурăнакансен взносĕсем шăпах çавăнта куçаççĕ те.
Кĕске справка. Коммерциллĕ мар "Нумай хваттерлĕ çуртсенчи капиталлă юсав ĕçĕсен республикăри фончĕ" организаци çак адреспа вырнаçнă: 428000, Шупашкар хули, Энгельс урамĕ, 42 а çурт. Организацин генеральнăй директорĕ - Олимпиада Ивановна Епифанова.
Çапла вара саккунпа килĕшÿллĕн капиталлă юсав ĕçсемшĕн взнос тÿлесси е тÿлес марри пирки сăмах пулма та пултараймасть, нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем ăна пурте тÿлеме тивĕç. Капиталлă юсав ĕçĕсен фондне ăçта йĕркелессипе кăна ирĕк пур.
РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пĕрлехи çурт-йĕрте капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме уйăхсерен тÿлекен взнос мĕн чухлĕ пулмалли пирки калани те пур. Вăл Раççей Федерацийĕн субъекчĕн нормативлă право актĕнче палăртнă виçерен пĕчĕкрех пулма пултараймасть. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме тÿлемелли чи пĕчĕк виçе пĕр тăваткал метр лаптăкшăн 2014 çулта 5 тенкĕ те 20 пуспа танлашрĕ, 2015 çулта - 5 тенкĕ те 50 пус, 2016 çулта 5 тенкĕ те 80 пус пулмалла. Çурт-йĕр хуçисен асăннă взнос виçине пысăкрах та палăртма ирĕк пур.
Капиталлă юсав шучĕпе туса ирттермелли ĕçсене палăртнă. Ун шутне электроэнергипе, ăшăпа, газпа тивĕçтермелли, таса мар шыва юхтарса кăлармалли системăсене, çуртăн путвалне, никĕсне, çине, çурт умне юсасси кĕреççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе республикăра туса ирттермелли юсав ĕçĕсен шутне вентиляци системисене юсассине, ресурссемпе усă курнине шута илмелли пĕрлехи приборсем вырнаçтарассине е улăштарассине, вĕсене ĕçлеме майлаштарассине те кĕртнĕ.
Чăваш Республикинче нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем 2014 - 2015 çулсенче туса ирттермелли кĕске вăхăтлăх тата 2014 - 2043 çулсенче туса ирттермелли нумай вăхăтлăх программăсене йышăннă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ кашни çуртрах 30 çул хушшинче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерĕç. Программăсемпе 2014 çулта Муркаш районĕнче 5 çуртра - Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 1-мĕшпе 5-мĕш, Муркашри Октябре 50 çул урамри 36-мĕшпе 42-мĕш тата Восточная урамри 6-мĕш çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнăччĕ. Укçа-тенкĕне декабрь уйăхĕнче кăна куçарнă пирки ку ĕçсене кăçал пурнăçлама пăхнă. Кăçал капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермеллисен шутне те районти нумай хваттерлĕ çуртсене кĕртнĕ. Хальлĕхе вĕсен списокне çирĕплетмен-ха.
Аса илтеретĕп. Чăваш Республикипе илес пулсан, программăсемпе 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен 281 нумай хваттерлĕ çуртра юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртаççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 411,5 пин тăваткал метр, хваттерсенче 19,4 пин çын пурăнать.
Капиталлă юсав ĕçĕсен республикăри фончĕ 2014 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Финанс министерствин казначейство управленийĕнче ятарлă счет уçнă. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме хывакан взнос укçи-тенки çав счет çинче пухăнать.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен взноспа пĕрлех комисси те тÿлеме тивет. Наличнăй майпа тÿленĕ чухне вăл Раççей Перекет банкĕнче 20 тенкĕпе, "Раççей почти" ФГУП-ра 10 тенкĕпе, терминал урлă тÿленĕ чухне Раççей перекет банкĕнче взнос суммин 1 проценчĕпе танлашать.
Çавна та каласа хăвармалла. Юрăхсăр, ишĕлчĕк тесе йышăннă çурт-йĕрте пурăнакансене капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн взнос тÿлессинчен хăтараççĕ. Çавăн пекех найм шучĕпе муниципалитет çурт-йĕрĕнче пурăнакансен те уншăн тÿлемелле мар.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.