Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сÿтсе явма активлă хутшăнчĕç

14 февраля 2015 г.

 

Февралĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, районти предприятисемпе организацисенчи тата учрежденисенчи ĕç коллективĕсен, политика партийĕсен представителĕсем йышлă пухăнчĕç. Çав кун кунта Муркаш районĕн Уставне улшăнусем кĕртессин ыйтăвне халăхпа пĕрле сÿтсе яврĕç.

Устава кĕртме палăртакан улшăнусене сÿтсе явнă çĕре çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ           Р. Тимофеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Мидуков, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă луру-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров хутшăнчĕç.

Малтанах район пуçлăхĕ - депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И. Николаев депутатсен районти Пухăвĕн "Чăваш Республикин Муркаш районĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен" йышăнăвĕн проектне "Вестник Моргаушского района" хаçатра 2015 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче пичетлени пирки пĕлтерчĕ.

Район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Петрова район Уставне кĕртме палăртакан улшăнусем пирки доклад туса пачĕ.

Улшăнусене федерацин 131-ФЗ № "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен" Саккунĕпе тата Чăваш Республикин 19 № "Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" Саккунĕпе килĕшÿллĕн кĕртеççĕ. Вĕсем Муркаш районĕн пуçлăхне тата Муркаш район администрацийĕн пуçлăхне суйлассин е çирĕплетессин йĕркине, вĕсен полномочийĕсене çирĕплетессипе çыхăннă.

Асăннă ыйтупа хăйсен шухăшĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Мидуков, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем В. Васильев, П. Воробьев,                 Л. Андреев, В. Кожанов, А. Иванов, В. Вязов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л. Тарасова, Ю. Иванов, В. Краснов, Н. Никитин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев пĕлтерчĕç.

Депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И. Николаев сĕнÿсене пурне те шута илме, комиссисенче тĕплĕ тишкерме шантарчĕ, хыççăн вара депутатсен районти Пухăвĕн февралĕн 20-мĕшĕнчи черетлĕ ларăвĕнче депутатсем ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăну тăвĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика