11 февраля 2015 г.
Юлашки вăхăтра халăха уйрăмах апат-çимĕç хакĕ ÿсни пăшăрхантарать. Çак улшăну районти ертÿçĕсене те питĕ хумхантарать. Çавна май февралĕн 9-мĕшĕнче ĕç ушкăнĕ Муркаш райповĕн апат-çимĕç продукчĕсен магазинне çитрĕ. Асăннă ушкăнта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Нина Костина, çак пайăн эксперт специалисчĕ Валентина Пушкова, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ертÿçи Николай Яковлев тата Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Ермолаев пулчĕç.
Чи малтанах Ростислав Николаевич сутлăхри социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар ассортименчĕпе кăсăкланчĕ. Ку енĕпе пăшăрханмалли çук, сентре тĕрлĕ таварпа тулли.
Ĕç ушкăнĕ хаксемпе кăсăкланчĕ, район администрацийĕн экономика пайне пĕлтерекен хаксене сентре çинчипе танлаштарчĕ. Ку енĕпе уйрăмлăх пулмалла маррине пĕлтерчĕ. Тĕрĕс информаци чăн лару-тăрăва çутатма май парать.
- Сентре çинчи тавар вăрах вăхăт выртмасть, пĕчĕкрех партипе ăна тăтăшах кÿрсе килеççĕ. Хаксене ытлашши тата сăлтавсăр хăпартмастпăр, - терĕ лавкка ертÿçи Зоя Потапова.
Çавăн пекех мониторинга кĕртнĕ 165 тенкĕллĕ кăлпассие те çынсем хапăл туса туянни курăнать. Çавăнпах та пулĕ сутлăхра вăл нумаях та юлманччĕ.
Район администрацийĕн ертÿçине тавар наценки кăсăклантарчĕ. Çавăн пекех вăл сентре çинчи тавар хакне документрипе танлаштарчĕ.
Тавар хакĕ ÿснине Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Борис Андреев тавара курттăммăн кÿрсе килекенсем тата ăна туса кăларакансем хăпартнипе çыхăнтарчĕ. Çавăн пекех вăл хаксене сăлтавсăр тата харпăр хăй тĕллĕн хăпартманнине пĕлтерчĕ.
Ростислав Николаевич ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май суту-илÿ предприятийĕн коллективне татах та тăрăшарах тимлеме сĕнчĕ.
Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.