Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вĕсен умĕпе ахаль иртсе ан кайăр"

11 февраля 2015 г.

 

Совет Союзĕн Геройĕсене Илья Мешакова тата Алексей Воробьева асăнса Муркашри вăтам шкулта асăну хăмисем уçрĕç.

Муркаш шкулĕ хăйĕн чылай выпускникĕпе тата учителĕпе мухтанма тата мăнаçланма пултарать:130 çул хушшинче кунтан пин-пин çамрăк вĕренсе тухнă, шкулта вун-вун учитель вăй хунă. Анчах та шкулта ĕçленĕ Илья Мешаков тата кунта вĕреннĕ Алексей Воробьев уйрăм чыса тивĕç. Çакăн пирки сăмах пуçарчĕ те асăну хăмисем уçма пухăннисем умĕнче шкул директорĕ Евгений Смирнов.

Чăнах та, çак паттăрсен, Совет Союзĕн Геройĕсен, хастарлăхне шкулти кашни ача ăнланма, асра тытма тивĕç. Паттăрсен пурнăçĕ Муркаш шкулĕпе тачă çыхăннине шута хурсан - пушшех те.

"Çак асăну хăмисем умĕпе нихăçан та ахаль иртсе ан кайăр: Геройсен паттăрлăхне асра тытăр, вĕсем пек хастар пулма тăрăшăр", - çакна палăртса каларĕ Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Ермолаев асăну хăмисем уçма пухăннă кадетсене, "Родина" çарпа патриот клуба çÿрекенсене тата вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕнче тăракан ачасене.

ЧР Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи ветерансен канашне ертсе пыракан Михаил Киселев генерал та çак шухăша малалла тăсрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ытларах 1920-1924 çулсенче çуралнисем, вăл вăхăтри çамрăксем, çапăçу хирĕсенче кĕрешнине, çĕнтерÿ тунине аса илтерчĕ. Çавăнпа та асăну хăмисем уçни халĕ пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлине палăртрĕ - никама та, нимĕн те манма юрамасть.

Муркаш шкулĕнче вара ку каларăша нихăçан та асран кăлармаççĕ. Кунта патриот воспитанине парассипе аван ĕçлеççĕ. Акă кадет класĕ те пур, "Родина" клуба та республикипех лайăх пĕлеççĕ. Апла пулсан Муркаш шкулĕн аталанăвĕ куç кĕрет, мĕншĕн тесен историе пĕлекенĕн малашлăх пур. Çак сăмахсене аса илчĕ хăйĕн сăмахĕнче шкулти ертсе пыракан канашăн ертÿçи Александр Куликов.

Асăну хăмисем уçнин пĕлтерĕшĕ пирки район администрацийĕн ятарлă пайсен пуçлăхĕ Г. Любимов, ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхĕ А. Кочуров, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи В. Аникина та сăмах каларĕç. Ачасем кашнин сăмахне ăса хывни, хумханни палăрчĕ.

Асăну хăмисене уçма паттăрсен тăванĕсем те килнĕ. Алексей Воробьевăн хĕрĕ Лина Онькова ашшĕсĕр ачалăхне аса илчĕ, вăл яланах ашшĕ киле таврăнасса кĕтнĕ, шаннă... Наталия мăнукĕ унăн кун-çулĕпе, вăрçăри вăхăчĕпе паллаштарчĕ.

Илья Мешаковăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕн мăшăрĕ Маргарита Мешакова вара çак асăну хăмисем патне тăванĕсене илсе килсе кăтартма шантарчĕ.

Асăну хăмисем çинчи çивĕч куçсем вара ачасене историе манма памасса, вĕсенче патриот туйăмне аталантарасса шанатпăр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика