11 февраля 2015 г.
"Хамăрăн пурнăçа лайăхрах тăвас тетпĕр пулсан, хамăрăнах çине тăрса ĕçлес пулать. Никам çине те шанса ларма кирлĕ мар", - палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев февралĕн 6-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă май. Çав кун кунта район администрацийĕн кунĕ иртрĕ. Ял тăрăхĕнче иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи задачăсене палăртрĕç.
Ростислав Николаевичăн сăмахĕсене хирĕçлеме май çук. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем те çавна çирĕплетеççĕ. Промышленноç предприятийĕсене илес пулсан, пĕлтĕр продукци туса кăларассине унчченхи çулхинчен 17,6 процент ÿстернĕ. Пĕрлехи ÿсĕме районти "Сеспель" предприяти, Муркашри кирпĕч завочĕ хывакан тÿпе пысăк. Мăн Сĕнтĕрти "ТрубПласт" предприяти продукци туса кăларассине 11 хут ÿстернĕ, 545 млн. тенкĕлĕх продукци хатĕрленĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви енĕпе пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă. Çулталăк хушшинче нумай хваттерлĕ 4 çурт хута янă. Мăн Сĕнтĕрте граждансене ишĕлчĕк çуртсенчен куçармалли программăн 1-мĕшпе 2-мĕш тапхăрĕсене пурнăçланă. Кăçал вара ку программăпа Муркашра 24 çемьене хăтлă хваттерпе тивĕçтермелле. Иртнĕ çул районĕпе 100 çемье ытла тĕрлĕ программăна хутшăнса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Манма кирлĕ мар, федераци программисене хутшăнасси вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ уйăрмасăр пулмасть.
Районта, вăл шутра Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче те, çывăх вăхăтра ыйтман тата хуçасăр çĕр участокĕсене харпăрлăха çирĕплетсе пĕтерме палăртнă. Ку вăл пĕтĕмпех ял тăрăхĕн бюджетне пухăнакан укçа-тенкĕпе çыхăннă. Фермер хуçалăхĕсем япăх мар аталанаççĕ.
Вĕренÿ, социаллă сферăсем малаллах аталанаççĕ. Юлашки 3 çул хушшинче вĕренÿ учрежденийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсене туса ирттерессин ыйтăвне татса панă темелле, чылай çĕрте шкул çурчĕсен çийĕсене улăштарнă. 2013 çулта Чуманкасси шкулĕпе кунти ача садĕнче, 2014 çулта Москакасси шкулĕпе ача садĕнче çĕнĕ модуль котельнăйĕсем хута янă. Ку ĕç малашне те чарăнмалла мар. Энерги ресурсĕсемпе тивĕçтерекен организацисем умĕнче районăн парăм çук. Иртнĕ çул итогĕсемпе район энерги перекетлессипе ытти районсем хушшинче мала тухма пултарни те Муркашсем тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет.
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕ умри задачăсене тĕрĕс ăнланса ĕçлесе пыни ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Лаптев туса панă отчетран та аван курăнать. Территорири çĕрсемпе усă курассипе тивĕçлĕ йĕрке тăвассине кунта тĕп вырăна хураççĕ. Вырăнта ял хуçалăх кооперативĕсем çук, уй-хир ĕçĕсене 15 фермер тата ял çыннисен 1303 хушма хуçалăхĕ туса пыраççĕ. 1308 гражданăн çĕр пайĕн свидетельстви пур. Вĕсенчен çĕр пайĕсене харпăрлăха çирĕплетнисем 801 çын е 61 процент. Ыйтман çĕр пайĕсем 507. Вăл шутран 302 çĕр пайне ял тăрăхĕн харпăрлăхне çирĕплетнĕ, кăçал юлашки 205 çĕр пайне харпăрлăха çирĕплетсе пĕтерме палăртаççĕ.
Ял тăрăхĕн территорийĕнче харпăр хăйĕн çурт-йĕрне тăвасси анлă сарăлнă. 2014 çулта 4430 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çуртсем тума 30 тата хута яма 17 ирĕк панă.
Ял тăрăхĕн бюджечĕ иртнĕ çул 8604 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, хăйсем тунă тупăш шайĕ 3956 пин (2013 çулта 2360 пин) тенкĕ пулнă. 19 ялта урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатма 600 пин тенкĕ, ялсенчен йăла каяшне полигона тиесе ăсатма 100 пин тенкĕ, хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăма 457 пин тенкĕ, çулсене юсама 597584 тенкĕ расхутланă, Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 7-мĕшпе 32-мĕш тата Советская урамри 13-мĕш çуртсен картишĕсен территорийĕсене юсама 897258 тенкĕ уйăрнă. Шыв уçламалли 17 башньăна тата шыв пăрăхĕсене чикĕлесе кадастр учетне тăратнă. Кунта 99 пин тенкĕ расхутланă. Шыв пăрăхĕсене юсама тата насуссене улăштарма 600 пин тенкĕ ытла пĕтернĕ. Шупуç ялĕнче автотранспорт каçмалли вырăна юсанă, Атикасси ялĕнче 9750 тенкĕлĕх карта тытнă.
Ял тăрăхĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ял тăрăхĕн команди район шайĕнче иртекен ăмăртусене яланах хутшăнать. Çуллен хĕллехи тата çуллахи спартакиадăсем, хĕл ăсатăвĕн уявĕ массăллă иртеççĕ.
Çынсене канма, пушă вăхăта усăллă ирттерме майсем туса парасси те пĕлтерĕшлĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнчи Мăн Сĕнтĕрти культурăпа кану центрĕ, Мăн Хураçка, Вомпăкасси, Шупуç ялĕсенчи клубсем ку ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ. Культурăпа кану центрĕнчи юрăпа ташă "Янаш" халăх ансамбльне, вокалпа инструментсен "Картина" ансамбльне таврара лайăх пĕлеççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ "Янаш" коллективĕ валли сцена çи-пуçĕ иртнĕ çул 150 пин тенкĕлĕх туянса панă.
Кăçал та Мăн Сĕнтĕрсем пысăк ĕçсем туса ирттерме палăртаççĕ. Вĕсен шутĕнче Мăн Сĕнтĕрти пĕр урамри çула юсасси, ыйтман пур çĕр участокне те ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарса пĕтерсе аренда килĕшĕвĕсем тăвасси, шыв уçламалли ытти башньăсемпе скважинăсене тата шыв пăрăхĕсене кадастр учетне тăратса пĕтерсе харпăрлăх свидетельствисене илесси, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнĕ тĕле территорири пур палăкпа обелиска та юсаса йĕркене кĕртесси, çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ граждансен ишĕлчĕк çурчĕсене пăсса тирпейлесе территорисене хăт кĕртесси, обществăлла мунча тума çĕр участокĕ уйăрса аукциона тăратасси т. ыт. те. Кунсăр пуçне Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 1, 5, 12, 14-мĕш, Заводская урамри 20-мĕш çуртсен картиш территорийĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттермелле. Пĕрлехи вăйпа мĕн палăртнине пурнăçлама май пуласси иккĕлентермест.
Район администрацийĕн кунĕнче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем Петр Воробьев, Валерий Кожанов, Вячеслав Прокопьев отчетсем туса пачĕç, хăйсем депутат тивĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пыни, мĕнле ыйтусене татса пама май килни пирки каласа кăтартрĕç.
Район прокурорĕн çумĕ Юрий Семенов право сыхлавĕн органĕсенче граждансен заявленийĕсене пăхса тухассин йĕркипе паллаштарчĕ, РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Виталий Григорьев, полицин участокри уполномоченнăйĕ Дмитрий Надин преступленисем тăвассине асăрхаттарасси çинче чарăнса тăчĕç. Ку енĕпе ĕçлемелли çук мар-ха. Территорире уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисем тăвасси ÿсни шухăшлаттарать.
Тĕл пулăва ял тăрăхĕнче пурăнакансем активлă хутшăннине палăртма кăмăллă. Апла пулсан çынсене малашлăх мĕнле пуласси, кулленхи ыйтусене ăнăçлăрах татса парасси интереслентерет. Райадминистраци кунĕнче вĕсем Сĕнтĕр юхан шывне тарăнлатса хăт кĕртесси, обществăлла мунча тăвасси, Мăн Сĕнтĕр больницинче ятарлă графикпа районти тĕп больница тухтăрĕсем йышăнассине йĕркелесси, васкавлă пулăшу автомашинине çĕнетесси, вырăнти пасар патĕнчи тата Мăн Сĕнтĕрти Анисимов урамĕнчи çулсене юсасси, хĕллехи вăхăтра тротуарсене тасатасси, Мăн Тутаркасси патĕнчи автобус чарăнăвĕнче будка вырнаçтарасси пирки ыйтусем çĕклерĕç, пурин çине те тулли хуравсем илме пултарчĕç.
Çапах та çак чăнлăха манар мар. Малашлăх пирки шухăшлани-калаçни аван. Анчах та умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласси ытларах чухне вырăнти депутатсем, старостăсем, актив, ял тăрăхĕн территорийĕнчи кашни çын пуçаруллă та активлă пулнипе, пĕрлехи ыйтусене татса парассишĕн вĕсене харпăр хăйĕн вырăнне хурса тăрăшнипе çыхăннă.
В. ШАПОШНИКОВ.