11 февраля 2015 г.
Район администрацийĕн кунĕсем кăçал вырăнсенче активлă та тухăçлă иртнипе палăраççĕ. Пĕрлехи тĕл пулусене ял çыннисемпе пĕрлех вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе специалисчĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ е унăн çумĕсем, яваплă специалистсем, полици сотрудникĕсемпе сывлăх хуралçисем, пушар хуралĕн ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Çĕнĕ çул вăй илсе пынă май иртнĕ çулхи ĕçсене кашни отрасльтех пĕтĕмлетнĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та çитменлĕхсене пĕтерсе çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелли кашни утăм паян паллă. Вĕсемпе ыттисене паллаштарни мал туртăмлă аталанăвăн пуçламăшĕ пулса тăрать те.
"Пирĕн ял тăрăхĕ - хамăрăн кил. Ăна эпир хамăр кăна хăтлăрах тăвайратпăр - урăхла çул çук", - çапла пĕтĕмлетрĕç Муркаш ял тăрăхĕнче район администрацийĕн кунне ирттерме хутшăннисем. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртессипе райцентрти культурăпа кану центрĕнче февралĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи пухура ял тăрăхĕн пуçлăхĕн С. Ермолаевăн тĕп докладне сÿтсе явма хутшăнса кашниех харпăр хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ. Кунпа пĕрлех вĕсем халăх умне хăйсен сĕнĕвĕпе тухрĕç, ăна пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре уйрăм тĕслĕхсемпе кăтартрĕç.
Ĕçлĕ пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Л. Тарасова уçрĕ. Лилия Юрьевна районăн иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллаштарнă хыççăн районти тата Муркаш ял тăрăхĕнчи строительство ыйтăвĕсем çинче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн ертÿçи В. Никитин чарăнса тăчĕ. "Çын çурт-йĕр çавăрать, çул-йĕр тăвать пулсан - вăл пурăнать. Муркаш ял тăрăхĕ ку енĕпе пурнăçпа тан пырать", - терĕ Владимир Германович строительствăн тĕрлĕ енĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăрса.
Тĕл пулăва пухăннисене тĕп отчетпа - "Муркаш ял тăрăхĕн 2014 çулти аталанăвĕ" - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев паллаштарчĕ.
- Ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп тĕллевне эпĕ çак тăрăхра пурăнакансем валли йĕркеллĕ пурнăç условийĕсем туса парассинче, тухăçлă ĕçлеме тата йĕркеллĕ канма çул уçассинче, обществăлла йĕркелĕхе сыхласа хамăр граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессинче куратăп. Вĕсене пурнăçлассинче ял тăрăхĕн депутачĕсемпе, вырăнти предприятисен ертÿçисемпе, хастар ял çыннисемпе нумай ĕç пурнăçларăмăр пулин те, татса паман ыйтусем те сахал мар-ха. Вĕсене эпир курса тăратпăр, сирĕнпе пĕрле пулсан çак ыйтусене те çывăх вăхăтра татса парасса шанатăп, - терĕ Сергей Николаевич пухăва пынисене уçă та ĕçлĕ калаçăва чĕнсе.
5 ялти 4770 çын пурăнакан ял тăрăхĕн пурнăçĕ - вырăнти бюджетпа тачă çыхăнура. Муркаш ял тăрăхĕ, тĕслĕхрен, пĕлтĕр бюджетăн тупăш пайне 23 миллион та 411 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Ку виçе - планпа пăхнин 103 проценчĕ. Çакăнта ял тăрăхĕн хăйĕн тупăш çулĕ ÿсни те курăнать. Вăл иртнĕ çул 9 миллион та 517 пин тенкĕпе (планпа пăхнин 107,8 проценчĕ) танлашнă. Ку çул ял тăрăхĕн малашлăхĕ пурри, хушма резервсемпе ытларах усă курма май пулни пирки калать.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе "Пурăнмалли çурт-йĕр" программăн "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программипе 7 çемьене социаллă тÿлев панă. "Ялсен социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программăпа тепĕр 2 çемье хăйĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. Икĕ çамрăк çемье ипотека кредитне саплаштарма ЧР Пуçлăхĕн "Çамрăк çемьесене пурнăç условийĕсене лайăхлатма паракан патшалăх пулăшăвĕн хушма енĕсем çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн субсиди илсе тăраççĕ.
Ял тăрăхĕн уйрăм ĕçĕ вăл - ялта пурăнакансем çĕрсемпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслесси, тăван ене тирпейлĕ тытасси. Çак ĕçсене пурнăçласа ял тăрăхĕ иртнĕ çул ялсенчен тата санкцилемен çÿп-çап вырăнĕсене тасатса йăлари хытă каяшăн ятарлă полигонне 91 тонна çÿп-çап илсе тухнă. Апла пулин те хальлĕхе ку ыйтăва Малиновкăра, Çурлатринче, Шаптак Муркашра, Çĕньял Муркашра тĕппипех татса панă теме çук-ха.
Уçă калаçура малашнехи ĕçре шута хумалли пайтах пулчĕ. Çакна хăйĕн пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче Муркаш ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев йышăнчĕ, кăçал вĕсене шута хурса ĕçлеме шантарчĕ.
Çак кунхи тĕл пулура ял тăрăхĕнчи право йĕркелĕхĕпе паллаштарса полицин участокри уполномоченнăйĕ А. Николаев уйрăм тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Раççей Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ Е. Плечов районти криминогенлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Саккунлăха пăхăнасси çинчен район прокурорĕн çумĕ Ю. Семенов каласа пачĕ.
Патшалăх пушар надзорĕн районти ертÿçи К. Косачев районти пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкпе паллаштарнă хыççăн ку енпе Муркаш ял тăрăхĕнче еплерех лару-тăру пулнине сăнласа пачĕ.
Ял тăрăхĕн депутачĕ А. Куликов ирĕклĕ халăх дружинисем пирки сăмах хускатрĕ. Пухăва хутшăннă депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем В. Данилов, Л. Андреев, Ф. Григорьева ял тăрăхĕнчи тирпейлĕхпе перекетлĕх ыйтăвĕсене малашне те тимлĕхсĕр хăварас марри пирки каларĕç.
Сăмаха район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Л. Тарасова каланипе вĕçлес килет. "Харпăр хăй аллипе тунипе ял çыннисем те тирпейлĕрех пуласси иккĕлентермест. Ял тăрăхĕсен кулленхи ĕçĕнче çакна шута хуни нумай ыйтăва вăхăтра татса пама пулăшать. Пурте пĕр тĕллевлĕ ĕçлесен ыйтусем те сахалрах пулаççĕ", - терĕ Лилия Юрьевна вырăнти нумай ĕçе депутатсене тата ялти активпа тăрăшуллă та маттур çынсене ытларах явăçтарнипех татса пама май пуррине ытти ял тăрăхĕнчи уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетсе.
А. БЕЛОВ.