Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк йышпа, хавас кăмăлпа

11 февраля 2015 г.

 

Вырсарни кун Муркашри йĕлтĕр йĕрĕ çинче халăх питĕ йышлă пулчĕ, иртнĕ çулхисенчен икĕ хут та ытларах пулĕ: ватти-вĕтти те чылайччĕ, çемьесемпе тухнисем те нумаййăнччĕ.

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" массăллă стартсем чăнах та массăллă иртнине палăртса, пухăннисене спорт уявĕпе саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев пирĕн районта пурăнакансем спортăн ытти тĕсĕсене килĕштернине те асăнчĕ. Спортпа туслă пулма вара районта майсем те сахал мар, ăмăртăвĕсем те тăтăшах иртеççĕ. Йĕлтĕр йĕрĕсем вара февраль - март уйăхĕсенче пушă выртмĕç.

Депутатсен районти Пухăвĕ çулсерен çак массăллă стартсенче ятарлă кубок çирĕплетет. Пуху председателĕ, район пуçлăхĕ И. Николаев кăçалхи кубока йышлăн хутшăннăшăн парассине пĕлтерчĕ.

Сочире пĕлтĕр иртнĕ хĕллехи Олимп вăййисене асра тытса февралĕн 7-мĕшĕнче çĕршывĕпех Хĕллехи спорт тĕсĕсен кунне паллă тума йышăннă. Кăçалтан пуçласа çак кун Раççейре пурăнакансемшĕн, Муркашсемшĕн те, кĕтнĕ кунсенчен пĕри пулса тăрассине шанса каларĕ Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри управлени пуçлăхĕ Р. Кондратьева.

Старта малтан чи пĕчĕккисем - ача садне çÿрекен шăпăрлансем тухрĕç, 500 метр тăршшĕ дистанцие вĕсене биатлон енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командинчи Павел Охотников спортсмен, пирĕн ентеш, ертсе кайрĕ, ашшĕ-амăшĕсем вара хавхалантарсах пычĕç. Чи кĕçĕн хутшăнакан - Муркашри "Путене" ача садне çÿрекен Таня Васильева - 4 çулта кăна пулин те, йĕлтĕрпе ярăнма килĕшнине пĕлтерчĕ.

Ачасем питĕ хавасланчĕç, вĕсене асăнмалăх парнесем парса та савăнтарчĕç.

Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсен старчĕ те питĕ йышлă иртрĕ: район администрацийĕн пуçлăхĕпе тата район пуçлăхĕпе пĕрлех старта ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ертÿçисем те, райадминистрацин пай пуçлăхĕсем те, тĕрлĕ предприятипе учрежденисен, организацисен ертÿçисем, çумĕсем тухрĕç. "Йĕлтĕрпе ярăнни хамăрăн сывлăхшăн лайăх кăна, ярăнмалла. Кунта ав йĕлтĕр йĕрĕ те лайăх", - пĕлтерчĕç Р. Тимофеевпа             И. Николаев финиш хыççăн.

Ăмăртусем ытла чылая тăсăлмарĕç, судьясем пĕр вăхăтрах стартсемпе финишсене ăста йĕркелесе пычĕç. Мала тухнисене те çав вăхăтрах чысласа пычĕç. Çапла вара йĕлтĕрçĕсем, çулĕсене кура, пĕр-пĕрин хыççăн "старт хулине" пырса тăчĕç, финиша килнисем вĕри чей ĕçме васкарĕç (ăна тÿлевсĕрех ĕçтерчĕç).

Муркаш шкулĕнчи 7 "а" класра вĕренекенсем кунта класĕпех тухнă. Физкультура учителĕ З. Углева вĕсене питĕ активлă класс пулнине палăртса каларĕ, хăй вĕрентекен ытти классем те йĕлтĕр çине тăнине пĕлтерчĕ. "Эпир хăнăхтармасан тата кам хăнăхтарĕ ачасене;" - терĕ вăл ыйтуллăн.

Чăнах та, спорта юратасси ачаранах пуçланать. Акă Ивановсен çемйи (Муркашра пурăнаççĕ) пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ çак ăмăртусене хутшăнать. Малтанхи çулсенче Милена хĕрĕ медальсене тивĕçнĕ пулсан, хальхинче унăн шăллĕ маттуртарах пулчĕ. Ку вара çемьешĕн пысăк савăнăç пулнине палăртаççĕ вĕсем.

Спорт уявне ветерансем хутшăнни питĕ паха: 40-рен иртнисем те, 55-рен иртнĕ хĕрарăмсемпе 60-тан иртнĕ арçынсем те старта хаваслă кăмăл-туйăмпа тухни палăрчĕ. Чи аслă çулхи хутшăнакан вара 75 çулти С. Манеева пулчĕ.

Депутатсен районти Пухăвĕ çирĕплетнĕ кубока Муркаш ял тăрăхне парса чысларĕç. Ку ял тăрăхĕнчен хутшăнакансем ыттисенчен нумайрах пулнине палăртрĕç.

Кашни стартăн хăйĕн çĕнтерÿçисем пулчĕç. Пурте медальпе диплома тивĕçрĕç. Хутшăннă, анчах та малти вырăнсене тухайманнисем валли те йĕркелÿçĕсем ятарлă сертификатсем хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне çак спорт уявĕнче ятарлă значок е ручка илме тивĕçнисем те йышлăн пулчĕç.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика