Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн пурнăçри вĕрентекен

11 февраля 2015 г.

 

Ырă туйăмлă аса илÿсен ытамĕнче ларатăп. Куç умне кăмăллă та сăпайлă хĕрарăм, ăста педагог, Чуманкассинчи вăтам шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентекен Нина Николаевна Замятина тухса тăрать. Нумаях пулмасть черетлĕ юбилейне уявларĕ вăл. Мĕн чуль тăван, пĕлĕш-тантăш, ĕçтеш,тус-юлташ саламларĕ пуль ăна çуралнă кунпа! Вăл çут тĕнчере пурри пурне те савăнтарать. Унăн çирĕп вăй-халĕ, ырă чунĕ хăй патне туртать, ăсталăхĕ ĕçлеме, пурăнма хавхалантарать.

Пĕр-пĕр ăсталăхпа палăрнă çын çинчен калаçнă чухне "Турă пани пур çак этемĕн" теççĕ халăхра. Хисеплĕ çыннăмăр çинчен те çаплах каласа хăварас килет: Турă ăна, чăнах та, чăн-чăн вĕрентекен пулмах çуратнă пулĕ. Унăн вĕренекенĕсем ăна яланах ырăпа асăнаççĕ, ун патне тĕрлĕ канаш ыйтма килсех çÿреççĕ. Хăйĕн вĕренекенĕсене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме вĕрентет Нина Николаевна. Çав хушăрах тата тин шкула килнĕ çамрăк ĕçтешĕсене те вĕрентсе пырать, вĕсене хăйсен ăсталăхне туптама хăнăхтарса пырать. Эпĕ шкулта çирĕм çул ытла ĕçленинче те Нина Николаевнăн тÿпи пысăк. Вăл вĕрентсе, кăтартса пынипех паянхи кун та эпĕ хам ĕçе чунтан юратса, тăрăшса тăватăп. Учитель профессийĕ мана ачаранах илĕртетчĕ, питĕ интереслĕ, çав хушăрах ответлă ĕç пек туйăнатчĕ. Шкул - вĕçĕмсĕр шырав, аталану тесе шухăшлаттăм, çавăнпа та шкул пĕтернĕ-пĕтермен хам пурнăçа çак ĕçпе çыхăнтартăм. Мана, тин кăна алла диплом илнĕскере, шăпа Якаткассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула ĕçлеме çавăрса çитерчĕ. Вăл вăхăтра ку шкула Иванов Виталий Иванович ертсе пыратчĕ. Вăл çамрăк учителе ăшшăн кĕтсе илчĕ, коллективпа паллаштарнă хыççăн мана вĕрентсе кăтартса пыма Н.Н. Замятинăна шанса пачĕ. Нина Николаевна пĕрремĕш кунранах сăмахпа çеç мар, хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарса пычĕ мана. Ир пуçласа каçченех тулли кăмăлпа иртетчĕç шкулти кунсем. Кунта савăнмалли те, хурланмалли те, тĕлĕнмелли те, шухăшламалли тем чухлех. Кашни кунĕ мĕнле те пулин çĕнĕлĕх илсе килетчĕ, пĕр самант та ахаль иртместчĕ. Хам предмета кăна юратни çителĕксĕр, чи малтан ачасене юратмаллине, йăнăшĕсене тÿрлетме пулăшмаллине асăрхаттарсах тăратчĕ вĕрентекенĕм. Вăл пулăшнипех ачасене кашнине уйрăммăн сăнама, вĕсен кăмăл-туйăмне чунпа сиссе ăнланма хăнăхрăм. Пурне те пĕр пек юратса вĕрентме тăрăшрăм. "Ачасенчен ыррине çеç кĕтетĕн пулсан чи малтан хамăртан çирĕппĕн ыйтмалла, кашни кун çĕннине пĕлме, пурнăçпа тан аталанса пыма вăхăт тупмалла", - тетчĕ Н. Замятина. Вăл мĕнле утни, тăхăнни, епле калаçни тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Çирĕппĕнех калама пултаратăп: эпĕ Нина Николаевнăн аслă чун-чĕри витĕр шăранса тухнă çын. Вăл тунă çитĕнÿсем, унăн ĕçĕ-хĕлĕ малашне те маншăн ырă тĕслĕх пулĕç. Паян кун та ĕçĕмре хама вĕрентнĕ пултаруллă педагогăн ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшакан тавра курăмне, ăс-пурлăхне аталантарма май паракан мелĕсемпе усă куратăп.

Хăйĕн ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсемпе мухтанма юратмасть сăпайлă Нина Николаевна. Вăл - районти тата республикăри ытти учитель хушшинче те ят-сум ĕçлесе илме ĕлкĕрнĕ педагог. Уроксене ирттерме пурнăç таппи ыйтакан çĕнĕ технологисемпе анлă усă курать. Вĕрентекенĕмĕн ĕç опычĕ, хальччен тунă ĕçсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк та паха.

Иртсе кайнă уяв ячĕпе тепĕр хут чĕререн саламлатăп хаклă вĕрентекенĕме. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕ савăнăçпа киленÿ кÿччĕр, вĕренекенĕсем малалла та ĕçлеме хавхалантарса пыччăр, ĕçре çитĕнÿсем тума сывлăхĕ çирĕп, кăмăлĕ уçă пултăр.

О. Рылина,

Сосновка шкулĕн истори учителĕ.              

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика