07 февраля 2015 г.
Çапла кĕске пĕтĕмлетÿ турĕç район администрацийĕн Çатракасси ял тăрăхĕнче ирттернĕ кунне хутшăннисем.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕ хăйне евĕр кĕтнĕ кун пулчĕ. Çавăнпа та тăван ен малашлăхĕшĕн шутлакансем, ыранхи куна пăхса ĕçлекенсем Кашмашри информаципе культура центрне палăртнă вăхăта пуçтарăнчĕç. Кашнийĕнех хăйĕн шухăшĕ, тĕллевĕ, малашлăх планĕсем. Çавăнпа та калаçу анлă та çивĕч пуласси малтанах курăнчĕ. Çакна та палăртатăп. Анлă та çивĕч тени йăлтах умра тăракан ĕçсемпе конкретлă йышăнусем тăвасси пирки пулчĕ. Мĕн тунă ял тăрăхĕн администрацийĕ иртнĕ çул, мĕнле пурăнатпăр паян, мĕн кĕтетпĕр ыранхи кунран; Çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç те асăннă тĕл пулура.
Информаципе культура центрне пухăннисем умĕнче малтанах Çатракасси ял тăрăхĕпе ĕçлекен участокри полици инспекторĕ В. Бирюков тухса калаçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл кунти ялсенче пурăнакансем общество йĕркине епле пăхăнни пирки туллин каласа пачĕ. Ун хыççăн пухăннисене районти пĕтĕмĕшле йĕркепе Раççейри Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн обществăри йĕркелĕхе сыхлакан тата обществăри хăрушсăрлăхпа ĕçлекен пай пуçлăхĕ В. Григорьев паллаштарчĕ, çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва районти тĕп больницăн Çатракасси ял тăрăхĕпе ĕçлекен участокри врачĕ В. Григорьева тата ял хуçалăх банкĕн специалисчĕсем пырса ял çыннисене вăя кĕнĕ тата кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç.
Район администрацийĕн Çатракасси ял тăрăхĕнчи кунне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хутшăнчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Ростислав Николаевич районăн юлашки виçĕ çулти утăмĕсемпе паллаштарчĕ, паянхи тата умри ĕç-хĕл йăлтах Муркаш ен аталанăвĕшĕн пулнине палăртрĕ. Ирттернĕ тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕ ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Тĕл пулу малалла пынă май пухăннисене Çатракасси ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Трофимов иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе тишкерÿллĕ отчет туса пачĕ.
Ял тăрăхĕн тытăмне 11 ял кĕни тата вĕсенче 2823 çын пурăнни ку ен районăн пысăк пайĕ пулни пирки калать. Çакăнти пурнăçа епле йĕркелесе пыни çинче Геннадий Вениаминович тĕплĕ чарăнса тăчĕ, ялсенче пурăнакансен нумай ыйтăвне тулли хурав пачĕ.
- Хамăр енре пурăнакансен кашнин пурнăçне ырă тĕкĕ парасси тата вăхăтра пулăшасси ял тăрăхĕн администрацийĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ пулса тăрать. Çакăнта ял çыннисемпе пĕр сăмах тупса ĕçлесе пыни умри йывăрлăхсене çĕнтерсе аталанма пулăшать те. Сахал мар ĕçлетпĕр, анчах пурнăçламалли те сахал мар пулнине курса тăратпăр, - пуçларĕ хăйĕн отчетне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Ял тăрăхĕнче татса памалли ыйтусем сахал мар. Çавна май Г. Трофимов кашни сфера аталанăвĕ çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Уйрăм сăмах пурне те хумхантаракан çĕр ыйтăвĕ тавра пулчĕ. Ял тăрăхĕнчи 751 çĕр пайĕнчен паянхи куна харпăрлăха 258-шне çеç регистрациленĕ. Ял тăрăхĕ хальхи вăхăтра ыттисене регистрацилессипе ĕçлет. Иртнĕ çулхи "халăх инвентаризацийĕ" ял тăрăхĕнчи пушă выртакан 15 çĕр участокне тупса пама пулăшнă.
Тăван ен тирпейлĕхĕ вырăнта пурăнакансенчен килнине те тĕл пулура пĕр енлĕ палăртрĕç. Ял тăрăхĕ вырăнта пурăнакансемпе тăтăшах ирттерекен субботниксем хамăр тавралăха тирпейлĕхре тытма пулăшнине куратпăр. Çак сăмахсене Çатракасси ял тăрăхне кĕрекен Кашмашсем хăйсен ял çăвине тирпейлени çирĕплетсе парать. Обществăлла ĕçсене активлă хутшăннисем тĕл пулура ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Вĕсем: Е. Алжирова, П. Толикин, О. Семенова тата Н. Архипов.
Малашлăха пăхса ял тăрăхĕ çулсем тăвасси-юсассине те, урамсенче çутă çутассине те, обществăри йĕркелĕхе сыхлассине те иккĕмĕш вырăна хăвармасть. Умри ĕçсене пурнăçлассинче, тĕллевсене пурнăçа кĕртессинче ыррине шанса малашне те ял çыннисемпе вырăнти администраци пĕрле ĕçлеме калаçса татăлнипе вĕçленчĕ тĕл пулу.
Тĕл пулăва пынисене вырăнти артистсем концертпа савăнтарчĕç.
А. БЕЛОВ,
Çатракасси ял тăрăхĕн депутачĕ.