07 февраля 2015 г.
Манăн Шатракасси ял библиотекин ертÿçи Ирина Таймаскина пирки сăмах пуçарас килет. Вăл пур енлĕ пултаруллă та активлă ĕçчен çын. Çакна чылай ĕç-хĕл çирĕплетет.
Ирина Михайловна Мăн Шашкар ялĕнче 1965 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Вăрманкасси тата Мăн Сĕнтĕр шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. Хăйĕн пурнăç çулне вара культура ĕçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ, шухăша вăя кĕртес тесе тăрăшнă. 1984 çулта клуб ĕçченĕн дипломне алла илсен ăна Оринин ялĕн Культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçи пулма чĕнсе илеççĕ. Мулкачкасси ялĕнче клуб ертÿçи пулманран çамрăк специалиста унта куçараççĕ. Ку тăрăхри çынсемпе вăл пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пуçлать.
1985 çулта культура ĕçченĕ çемье çавăрса Шупашкар хулинче пурăнма пуçлать. Кунта та вăл пĕр хăнăхнă ĕçе малалла ăнăçлă тăсать. Клуб ертÿçи Ирина Михайловна хĕрарăмсен хор ушкăнне йĕркелесе виçĕ саслă юрă-кĕвĕ кăларма пуçланă. Хĕр ачасенчен тăракан "Конфетки" ташă ансамблĕ 16 ачана пĕрлештернĕ. Тăтăшах концерт программисемпе тĕрлĕ яла, поселока, санаторие, вăл шутра пирĕн района та тухса çÿренĕ, куракана савăнтарнă. Шупашкар хулин уявĕнче те пултаруллă коллектив ăсталăхĕпе паллашма май килнĕ.
Хĕрарăм телейĕ вара ача-пăча пуррипе тата вĕсем таса сывă пулнипе татах та хăватлăрах. Виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ. Тата питĕ пысăк чыс та мухтав вăл виçĕ ывăлĕ те Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулса çар ретне тăни, разведкăра, пограничникра, спецназра, ГРУра кашниех хăй пурнăçĕнчи 2 çулне Тăван çĕр-шыва парнеленĕ.
2000 çулта вара шăпа Ирина Михайловнăна яла çавăрса çитернĕ. Кунта та культура ĕçĕнчен айккинче юлман. Шашкар ял клубĕн ертÿçинче тимленĕ, халĕ Шатракасси ял библиотекин ертÿçинче вăй хурать, çавăн пекех чуна килĕшекен ытти ĕçпе тимлеме вăй-хăват çитерет. Халăхпа ялан тачă çыхăну тытать.
Вăл чечексене кăмăлланăран ăна пур çĕрте те чечексем хупăрлаççĕ: кил картинче те, пÿрт таврашĕнче те. Ун патĕнче пулнă çынсем оранжереейăпа танлаштараççĕ илемлĕ тăван кĕтесне. Çуркуннерен пуçласа мĕн хура кĕрчченех пахча тулли тĕрлĕ чечек куçа тыткăна илет. Вĕсене вăл пĕлĕшĕсене, тусĕсене кăмăлпах парнелет.
Библиотека ĕçченĕ пулнă май килтен тухайман çынсем патне вĕçĕм хаçат-журнал, тĕрлĕ кĕнеке илсе çитерсе парать. Тепĕр чухне вăл е ку кирлĕ кĕнеке ун фондĕнче пулаймасан ытти библиотекăран илсе килет.
Тĕрлĕ сăлтавпа килтен тухайман çынсем патне Шатракасси шкулĕнче вĕренекенсемпе уявсемпе саламлама çитсе килет. Ачасем вара хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ, вĕсен кун-çулĕпе кăсăкланаççĕ, аслă ăрупа татах та тачăрах пулма хăнăхаççĕ, пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшаççĕ, мĕн пĕчĕкрен аслисене чыс тума хăнăхса пыраççĕ.
Ачасене кĕнекепе туслашма ача садĕнченех хăнăхтарас тĕллевпе Шатракасси ялĕнче вырнаçнă "Одуванчик" ача сачĕпе тачă çыхăну тытать. Вĕсене час-часах интереслĕ кĕнеке-журналпа паллаштарать. Иллюстрациллĕ журналсене почта урлă çырăнса илет.
Çавăн пекех район пурнăçне туллин çутатакан "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатра та вăл çырнă тĕрлĕ статьяна курма пулать. Вĕсенче вăл ку тăрăхри çынсем пирки е тĕрлĕ мероприяти çинчен туллин çутатать. Район хаçачĕн тусĕ тетпĕр эпир ăна.
Ирина Михайловна хăйне питĕ телейлĕ çын тесе шухăшлать. "Ура айĕнчи çĕр çинче çирĕп тăратăп", - тет вăл. Çавăн пекех вăл хăй çулĕ çинче яланах ырă çынсем кăна пулнине пĕлтерет. Вĕсем хушшинче хунямăшĕ Анна Кирилловна Таймаскина ăна хăйĕн хĕрĕ вырăнне хурса пурнăçра питĕ пысăк пулăшу кÿнине палăртать.
Пĕтĕмĕшле тăрăшулăха тата пултарулăха тĕрлĕ Хисеп хучĕ, Тав çырăвĕ çирĕплетет. Пирĕн тăрăхра çавăн пек маттур çынсем пулни пире савăнтарать. Паян вара вăл хăй кĕрекинче пысăк йыш пухрĕ. Йышлă салам çумне эпир, çак ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем тата ответлă ытти çынсем, хутшăнатпăр. Çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатпăр, çынсен ыйтăвне тивĕçтересси ăна яланах савăнăç кăна кÿтĕрччĕ.
А. Угарова.