Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулать

07 февраля 2015 г.

 

Турай ял тăрăхĕнче пурăнакансем ял тăрăхĕн администрацийĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкерсе хак пама, малашлăхри задачăсемпе тĕллевсем пирки калаçма февралĕн 3-мĕшĕнче Турайри информаципе культура центрне пухăнчĕç. Кунта çав кун район администрацийĕн кунĕ иртрĕ. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова, район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Нина Костина, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем Борис Андреев тата Юрий Романов, полицин участокри уполномоченнăйĕ Николай Кудряшов, "Россельхозбанкăн" Муркашри хушма офисĕн управляющийĕ Ирина Павлова хутшăнчĕç.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн отчетне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Павлов территорири демографи лару-тăрăвне тишкернинчен пуçларĕ. Вилекенсемпе çуралакан ачасен шутне танлаштарса пăхсан çынсен шучĕ чакни палăрать пулсан та, иртнĕ çул, 2013 çулхипе танлаштарсан, ачасем ытларах çурални, çынсем вилесси палăрмаллах чакни - лайăх пулăм. Пĕтĕмпе вара территорире 19 ача (2013 çулта 17) çуралнă, вилекенсем 25 (41) çын пулнă.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пыни палăрать. Николай Александрович депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн, депутатсемпе старостăсен, профилактика канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ, çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнасси, вĕсене тĕрлĕрен ĕç хучĕсемпе справкăсем, выпискăсем хатĕрлесе пани çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Çакă пĕтĕмпех кулленхи ĕçпе çыхăннă.

Иртнĕ çул çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассин программипе 9 çемьене черете тăма пулăшнă. Вăрçăра вилнĕ çар çыннин тепĕр тăлăх мăшăрне çурт-йĕре лайăхлатмаллисен черетне тăратнă. Ялсен социаллă аталанăвĕн программипе Кĕçĕн Чурашри Николай Петров тата Тушкассинчи Эдуард Семенов çемйисем хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 640-шер пин ытла тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Çавăн пекех пĕр вăрçă участникĕ хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.

Ял тăрăхĕн 2014 çулхи бюджетне 5267,8 пин тенкĕ пăхса хунă пулнă. Вăл шутран хăйсем илмелли тупăш - 1292,8 пин тенкĕ. Турайсем хăйсем илмелли тупăш шайне 1511,6 пин тенкĕне çитерме пултарнă е палăртнине 116,9 процент пурнăçланă. Çакă, паллă ĕнтĕ, тĕрлĕрен тÿлевпе налук пухассипе çине тăрса ĕçлемесĕр пулман. Килĕрен çÿрени те пулнă. Çавна май Николай Александрович ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсене тав сăмахĕ каларĕ.

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене хĕллехи-çуллахи вăхăтра пăхса тăрассипе Фасхутдинов хресчен (фермер) хуçалăхĕпе килĕшÿ тунă. Хăйĕн тивĕçĕсене вăл аван пурнăçлать. Иртнĕ çул çав тĕллевпе 349,5 пин тенкĕ расхутланă.

Çулсене юсама пĕлтĕр 976 пин тенкĕ уйăрнă. Çав укçа-тенкĕпе Мăн Токшик ялĕнче Березовая урам тăрăх Клубная урамран пуçласа асфальт çул таран 320 метр çула хăйăрпа вак чул сарса тухнă. Ку ĕçсене пурнăçлама 779 пин тенкĕ расхутланă. Кунта Мăн Токшик старости Г. Никитин уйрăмах пуçарулăх кăтартнă.

Çавăн пекех ял çыннисем хăйсем укçа пуçтарса Березовая урамра 2 КамАЗ автомашина вак чул сарнă. Çак ĕçе йĕркеленĕшĕн ку ялта пурăнакан Виталий Березов пысăк тав сăмахне тивĕç.

Пуçаруллисем татах пур. Акă Тушкасси ялĕнчи Новая урамра 135 метр çула хăйăрпа вак чул сарса юсанă, 209 пин тенкĕ расхутланă. Ял старости Анатолий Жеколдин тăрăшулăхпа палăрнă.

Çĕрлехи вăхăтра урамсене çутатса тăма 218 пин тенкĕ расхутланă. Электроэнергие перекетлес тĕллевпе ятарласа электрик тытса Уйкас Турай, Турай, Анаткасси тата Кĕçĕн Чураш ялĕсенче релесем вырнаçтарнă. Ку ĕçре те вырăнти депутатсемпе старостăсем пуçаруллă пулнă.

Килти хуçалăхсенчен йăла каяшĕпе çÿп-çап полигона 338 кубла метр ăсатнă. Автотранспортпа йÿнĕ хакпа Суворов яч. хис. хуçалăх тивĕçтерет. Пĕр рейс тума - 750 тенкĕ. Хăш чухне тÿлевсĕрех тиесе ăсатни те пулнă. Автотранспорт расхучĕсене саплаштарма старостăсем ял çыннисен хуçалăхĕсенчен 50-шар тенкĕ пуçтарнă. Каяша утилизациленĕшĕн ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 56 пин тенкĕ расхутланă.

Мăн Токшик ялне шыв кĕртессипе республикăн 2015 çулхи программине кĕме май килмен. Проекчĕ хальлĕхе экспертиза витĕр тухайман-ха. Апла пулин те ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Çулав ялĕнче шыв ыйтăвне татса парассипе те ĕçлемелли çук мар.

Пысăк ыйту - пай çĕрĕсене харпăрлăха çирĕплетсе пĕтересси. Ку ĕç вĕçленмен-ха. Ял çыннисем харпăрлăха 420 пай çĕрне регистрациленĕ. Турай ял тăрăхĕн харпăрлăхне вара 482 пай çĕрне куçарнă. Татах 600 пай çĕрне регистрацилемелли юлать. Кунсăр пуçне 138 гектар 3 уй лаптăкне ял тăрăхĕн харпăрлăхне çирĕплетнĕ. Хаклав ĕçĕсене туса ирттерсе вĕсене арендăна пама февраль уйăхĕн вĕçнелле аукциона тăратасшăн.

Иртнĕ çул май - июнь уйăхĕсенче ялсенчи çĕр участокĕсен инвентаризацине ирттернĕ. Хăйсен ирĕкĕпе урам хушшинче гараж е нÿхреп туса лартнисене 30 тĕслĕх тупса палăртнă. Хуçисене ку çуртсене пăсма тивесси е харпăрлăха регистрацилемелли пирки асăрхаттарнă. Хуçасăр 5 хуçалăх тупса палăртнă. Вĕсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçарса кăçал сутма палăртаççĕ.

Ял тăрăхĕн кăçалхи бюджечĕ 3928,169 пин тенкĕпе танлашать. Иртнĕ çулхинчен 1340 пин тенкĕ пĕчĕкрех. Апла пулин те çакă пуçа усмаллине пĕлтермест. Бюджета укçа-тенкĕ ытларах пухăнтăр тесе налуксем пухассипе, çĕр участокĕсене арендăна парассипе, хуçасăр çĕр участокĕсемпе пурлăх объекчĕсене регистрацилессипе çине тăрса ĕçлеме тивет.

2015 çулта çулсене юсама 821,9 пин тенкĕ пăхса хунă. Турай ялĕ хушшинче 120 метр хăйăрпа вак чул сарма палăртнă. Çавăн пекех Тушкасси ялĕнче Новая урамра юсав ĕçĕсене малалла туса пымалла. Хĕллехи-çуллахи вăхăтра çулсене пăхса тăма 2015 çул валли 348 пин тенкĕ уйăрнă.

Ял çулĕсене вак чул сарса хытарассипе республикăн 2015 çулхи ятарлă программине хутшăнса кăçал Уйкас Турай ялĕнче 900 метр çула йĕркене кĕртме палăртнă. Халĕ проектпа смета документацине хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ.

Çул-йĕр строительстви енĕпе пысăк калăпăшлă ĕçсем территорире иртнĕ çул татах пурнăçланă. Республика укçа-тенкĕ уйăрнипе «Муркаш - Турай - Сура» çулне 6 çухрăм асфальт сарнă. 2015 çулта та ку ĕçсене малалла тума шантараççĕ.

"Пирĕн Турай ял тăрăхĕ малашне татах та лайăхрах аталанса пырасса шанатпăр, ĕненетпĕр. Анчах та çак улшăнусем сумлăрах, курăмлăрах пулччăр тетпĕр пулсан, никамăн та мар, хамăрăнах çине тăрса ĕçлес пулать. Хамăрăнах ытларах тăрăшмалла, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлемелле", - палăртрĕ хăйĕн отчетĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Турайсем вара темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултарнине иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнчи пăрлă çумăр инкекне сирме кашниех епле активлă хутшăнни те лайăх çирĕплетсе парать.

Тĕл пулура çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем Борис Андреевпа Юрий Романов отчет туса пачĕç. Муркаш райпо канашĕн ертÿçи Борис Андреев ял çыннисенчен сĕт сутăн илессин ыйтăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Райпо сĕт паракансене иртнĕ çул пĕтĕмпе 75 млн. тенкĕ тÿленĕ. Ку вăл ял çыннишĕн паян пысăк тĕкĕ пулса тăрать.

Полицин участокри уполномоченнăйĕ Николай Кудряшов хальхи вăхăтра преступленисем тăвасси ытларах чухне эрех ĕçнипе çыхăннине палăртрĕ. Çемьесенчи хирĕçÿ-харкашу та йĕркеллĕ пулăм мар. Апла пулсан çак пулăмсене чакарассипе ял çыннисен те айккинче пулмалла мар, профилактика мероприятийĕсен витĕмлĕхне ÿстерни кирлĕ.

"Россельхозбанкăн" Муркашри хушма офисĕн управляющийĕ Ирина Павлова банк тивĕçтерекен услугăсем çинче чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн кунĕнче çавăн пекех Турайри участок больницин заведующийĕ Валентина Толстова, Турайри вăтам шкул директорĕ Юрий Герасимов, Турайри ветеринари участокĕн заведующийĕ Татьяна Ухварина тухса калаçрĕç.

Тĕл пулура ял çыннисем хăйсен килти продукцине пасарта сутма майсем туса парасси, сиплев учрежденийĕн стационарĕнче сипленесси, пассажирсен уйрăм категорийĕсене йÿнĕрех хакпа илсе çÿресси, ял çыннисен выльăхĕсене кĕтсе çÿреме хушма участок уйăрасси, çынсенчен сутăн илекен сĕт хакне ÿстересси, строительство материалĕсене сутассине вырăнти хуçалăх таварĕсен магазинĕ урлă йĕркелесси, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илессипе туса ирттермелли ĕçсем пирки ыйтусем çĕклерĕç. Пурин çине те вĕсем райадминистраци кунĕнче тулли хурав илме пултарчĕç.

Район администрацийĕн кунĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова иртнĕ çулталăк Муркаш районĕшĕн те, вăл шутра Турай ял тăрăхĕшĕн те ăнăçлă çулталăк пулнине палăртрĕ. Пăхса хунă ĕçсене пурне те тенĕ пекех пурнăçлама май килнĕ. Турай ял тăрăхĕнче пурăнакансем ку тĕлĕшпе малашне те пуçаруллă та ăнлануллă пуласса шанни пирки каларĕ Лилия Юрьевна.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика