Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă тăнăçлăх хавшамалла мар

07 февраля 2015 г.

 

Февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет, хула, республика, федераци шайĕнчи медицина учрежденийĕсен тĕп тухтăрĕсемпе, общество организацийĕсен, «Росздравнадзорăн», медицина страхованийĕн фончĕн, «Фармаци» ПУП представителĕсемпе тĕл пулчĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - халăх сывлăхне упрасси, паянхи условисенче пациентсене пахалăхлă пулăшупа тата эмелпе тивĕçтерессине лайăхлатасси.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - 2015 çул пирĕншĕн çăмăл пулас çукки вăрттăнлăх мар. Çапах та паянхи кăткăслăха кризис теме иртерех, çакă - хальхи пурнăçăн чăнлăхĕ кăна. Ăна тивĕçлипе йышăнса, йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр шыраса тупса тĕрекĕмĕре татах та çирĕплетмелле.

Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çĕнелсе улшăнни куç кĕрет. Çакă, тĕпрен илсен, модернизаци программи ăнăçлă пурнăçланнипе çыхăннă. Унпа килĕшÿллĕн медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетмешкĕн 5 млрд. тенкĕ хывнă. Халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме тытăннă май çынсем вилесси чакса пырать, этем ĕмĕрĕ вăрăмланать.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра вăраха ямасăр татса памалли ыйтусем - социаллă тăнăçлăх туса хурасси, халăха психологи пулăшăвĕ парасси тата çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн хăнăхтарасси. Унăн шухăшĕпе - хамăр çĕршывра эмел туса кăларакансене чи малтанах хавхалантармалла, сиплев хатĕрĕсене централизациленĕ майпа туянмалла тата препарат хакĕсен мониторингне йĕркелесе тăмалла. Пурнăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлисене ятарлă витрина çине кăларса хумалла. Пациентсене хамăр эмелсен усси ют çĕршыврисенчен пĕрре те кая маррине ăнлантарса памалла, аптекăсенче те вĕсене сĕнмелле.

Республика Пуçлăхĕ иртнĕ çулхи диспансеризаци пĕтĕмлетĕвĕпе кăсăкланнă. Министр шухăшĕпе пĕлтĕр халăх асăннă мероприятие пуçаруллăрах хутшăнма тытăннă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пуçласа палăртнă чирсен йышĕнче - чĕрепе çыхăннисем, усал шыçă.

Бюджет укçипе эффективлă усă курса медицинăн пахалăхлă пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе кал-кал ĕçлекен учрежденисен ертÿçисем - Дмитрий Арсютов (офтальмологин клиника больници), Владимир Викторов (стоматологи поликлиники), Станислав Николаев (федерацин травматологипе эндопротезировани центрĕ) хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. Сăмах май, халăха пахалăхлă пулăшупа тивĕçтернĕшĕн Станислав Николаев ертсе пыракан учреждени çĕршыв шайĕнче палăрнă, çакăншăн ăна РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев нумаях пулмасть ятарлă премипе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика