07 февраля 2015 г.
Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай КОЖЕВНИКОВ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче паянхи куна республикăра çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине тата 2010 çултанпа пирĕн республикăра нумай пурăнакансен йышĕ 18,5 процент ÿснине каларĕ. Çак кăтарту питĕ пысăк та пур енлĕ ĕç-пуç туса пынипе çыхăннă, вăл шутра, паллах, медицина сферинчи ĕçсемпе те.
Çыннăн сывлăхĕ мĕнле пуласси медицинăран 10-15 процент кăна килет тетпĕр пулсан та, лайăх кăтартусем хыçĕнче хальхи вăхăта тивĕçтерекен медицина оборудованине ĕçе кĕртни те, медицинăри çĕнĕ технологисемпе анлă усă курса диспансеризаци ирттерни те тăрать.
2013 çултанпа диспансеризаци тĕрĕслевне кашни çынна виçĕ çулта пĕрре явăçтарма йышăннă. Çав çулах пирĕн больница 6511 çынна асăннă тĕрĕслев витĕр кăларнă, пĕлтĕр - 6160 çынна. Икĕ çулта та - планпа пăхса хунинчен ытларах. Диспансеризаци чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртма, çапла май сиплев эффективлăхне ÿстерме май парать. Акă усал шыçă чирĕсене малтанхи тапхăртах тупса палăртсан, апла пулсан çийĕнчех сиплеме тытăнсан, çыннăн çак чиртен хăтăлма та ырă май пур.
Диспансеризаци вăхăтĕнче те, ытти чухне те чирлĕ çынсенне тĕрĕс диагноз лартма пирĕн больницăра пахалăхлă оборудовани пур: хальхи вăхăтри рентген аппарачĕ, маммограф, фиброколоноскоп, фиброгастроскоп, УЗИ аппарачĕсем тата ытти те.
Районти врачсем пурте (85 врач) хăйсен вырăнĕнче ĕçлеме ирĕк паракан специалист сертификачĕпе вăй хураççĕ, вĕсен ăсталăхĕ те лайăх шайра. Вăтам медицина персоналĕ те çурри ытла яхăн - аслă категори специалисчĕ.
Çынсен сывлăхне çирĕплетес, пĕтĕмĕшле кăмăл-туйăмне лайăхлатас тĕлĕшпе тата сулмаклăрах утăмсемпе утма республикăра "Сывлăх профильне" çирĕплетрĕç. Çак документ общество малалла мĕнле аталанса пырассине палăртать. Çакăн пек профиле хатĕрлессипе районта та ĕçсем пыраççĕ. Эпир вара районта пурăнакансен сывлăхне çирĕплетессипе пирĕнтен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшăпăр. Çакна ăнланса çынсем те хăйсен сывлăхĕ çине тимлĕрех пăхма пуçласса шанатпăр.