Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвел ăшшинче калча ÿстеретпĕр

16 февраля 2013 г.

Кун вăрăмланни, вăхăт çуркунне еннелле сулăнни – паян куçа курăнакан пулăмсем. Апла пулсан çурхи пахчара ĕçлеме те хатĕрленмелле.

Халĕ теплицăра лартса ÿстерме тутлă пăрăçпа баклажан вăррисене акса хăварса калча ÿстермелли чи меллĕ вăхăт. Вĕсене унта куçарса лартиччен виçĕ уйăх ытла вăхăт иртет. Акмалли вăрлăха чи малтан пĕр процентлă марганцовка шывĕнче 20 – 30 минут тытса чир-чĕртен сиенсĕрлетмелле те тăрă шывпа лайăх чÿхесе тасатмалла. Унтан йывăç кĕлĕнчен хатĕрленĕ ирĕлчĕке шÿтерме хумалла. Çав тĕллевпе вăрлăха пир-авăр татăкĕпе пĕр сий хупласа ăшă ирĕлчĕкре (25 – 28 градус) пĕр талăк тытмалла. Çакă вăрлăха хăвăрт тата тикĕс шăтма, пăрăçпа баклажан çимĕçĕсене ытларах туса илме май парать.

Вăрлăхсене микроэлементсен ирĕлчĕкĕнчен кăларса таса шывра чÿхенĕ хыççăн чей чашăкне хумалла. Унта вĕсене 1 – 2 талăкран кая мар ăшă вырăнта (25 градус) тытмалла. Вăрлăха чĕркенĕ пир-авăр татăкĕ типсе каясран асăрхасах тăмалла. Кирлĕ пулсан ăшă шывпа пĕрĕхсе нÿретмелле. Технологие пăхăнсан вĕсем тепĕр 5 – 6 кунтан калчаланаççĕ.

Тутлă пăрăç е баклажан калчисем сивве тÿсĕмлĕ пулччăр, çимĕçĕсем хăвăрт пиçчĕр тесен шÿтернĕ вăрăсене 5 – 6 кун пиçĕхтересси пирки манмалла мар. Шÿнĕ вăрăсене акас умĕн сивĕтмĕшре (2 – 5 градус) икĕ талăк тытмалла та унтан кăларсан тепĕр талăк ăшă вырăнта (18 градус) упрамалла. Хыççăн каллех икĕ талăка сивĕтмĕше хумалла. Акмалли вăрлăх сивĕтмĕшре те, ăшă пÿлĕмре те яланах нÿрĕ пир-авăр айĕнче пулмалла. Çапла хатĕрленĕ вăрлăха тăпра тултарнă ещĕке çийĕнчех акмалла.

Ещĕкре паха тăпра хулăнăшĕ 6 – 8 см пулмалла, ăна тикĕслесе танлаштармалла. Пĕр-пĕринчен 5 см хушă хăварса 1 – 1,5 см тарăнăш йĕрсем тумалла. Унта кашни 2 см хушăран хатĕрленĕ вăрлăха варăнтармалла. Тăпрапа витсе майĕпен пусăрăнтармалла.

Тутлă пăрăç е баклажан акнă ещĕксене ăшă вырăна (24 – 26 градус) вырнаçтармалла. Тăпра типсе каясран ăна тепĕр 3 кунтан шывпа пĕрĕхмелле.

Калча 5 – 6 кунтан шăтса тухать. Çавна май ещĕксене чÿрече умне чи çутă вырăна (унта 14 – 16 градус ăшă пулмалла) куçарса лартмалла. Ÿсен-тăран тĕрĕс-тĕкел аталантăр тесен ăна çак условисенче 6 – 7 кун тытмалла. Кайран сывлăш температурине хĕвеллĕ кунсенче 23 – 25 градуса, ăмăр çанталăкра 18 – 22 градуса, каçхине 16 –17 градуса çити ÿстермелле.

Калчан икĕ çулçи тухсан вĕсене уйăрса лартмалла. Ăна пурнăçлас умĕн тăпрана 2 – 3 сехет малтан шăвармалла. Шăтса тухнă калчана 10Х10 см калăпăшлă чÿлмеке е ытти пысăках мар савăта та куçарса лартма юрать. Куçарса лартмалли тăпрана кĕл тăрри ирĕлчĕкĕ хушнă ăшă шывпа нÿретмелле.

Чÿлмеке куçарса лартнă ÿсен-тăрана чÿрече умне лартатпăр та кантăка 1 – 2 кунлăха хаçатпа картласа чух çутăпа тивĕçтеретпĕр. Ăна вăхăтра шăваратпăр, апатлантаратпăр. Шăварасса 5 – 6 кунта пĕрре шăваратпăр. Ирĕлтернĕ тата ăшăтнă (25 градус) юр шывĕпе шăварни питех те усăллă.

Калчана ăнса ÿсме сывлăш температури кăнтăрла 20 – 22 градус, çĕрле 14 градус ăшă кирлĕ. Кайран ăна майĕпен ÿстерсе пымалла.

Тулти сывлăш температури 15 градус е ытларах ăшăтсан калчана верандăна илсе тухса пиçĕхтермелле.

Агротехникăна пăхăнса ÿстернĕ калча çÿлелле ытла тăсăлса каймасть. Вăл ем-ешĕл симĕс çутăллă.

Тутлă пăрăçпа баклажан калчине ăста пахчаçăсем çу уйăхĕн варринче – теплицăна, тепĕр икĕ эрнерен йăрансем çине куçарса лартаççĕ. Куçарса лартнă вăхăт тĕлне калча çинче 8 – 12 çулçăран кая мар ÿсет.

Хамăр пахчара ÿстернĕ тутлă пăрăçпа баклажанран тĕрлĕрен апат-çимĕç хатĕрлеме пулать. Çавăнпа та вĕсене çу каçа килтех акса ÿстерме тăрăшăр.

Калча ÿстерме, паллах, органикăллă тата минераллă удобренисемпе пуянлатнă тăпра кирлĕ. Енчен те эсир ăна иртнĕ кĕркунне хатĕрлесе хăварайман пулсан пăшăрханма кирлĕ мар. Вĕсене паян лавккасенче туянма пулать. Тăпра хутăшĕсем сутассине вăхăтра йĕркеленĕшĕн тавах вĕсене. Çавăн пекех лавккасем халăха тĕрлĕрен вăрлăхпа тивĕçтерессипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Теплицăсем ăсталама полиэтилен пленкăсемпе сутă тăвасси те пĕрремĕш çул мар. Пахчари ĕçе йĕркелеме ан ÿркен кăна!

А. ШАРИКОВ,

пахчаçă-агроном.

Тереç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика