16 февраля 2013 г.
Тунти кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев «Чăваш Республикинчи бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçин шайне тапхăрăн-тапхăрăн устересси çинчен» Указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн çак сферăра вăй хуракан уйрăм категорисен вăтам ĕç шалăвне кăçал январĕн 1-мĕшĕн-че, апрелĕн 1-мĕшĕнче, июлĕн 1-мĕшĕнче тата октябрĕн 1-мĕшĕнче тапхăрăн-тапхăрăн индексацилеме палăртнă. Çак утăм учрежденисенчи ĕçченсен вăтам ĕç укçин кăтартăвне республикăри ĕç укçин вăтам кăтартăвĕпе шайлаштарассипе çыхăннă.
Çапла майпа пĕтĕ-мĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчи педагогсен вăтам ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçин 100 проценчĕпе танлашмалла;
шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенчи педагогсен вăтам ĕç укçи республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан сферăри вăтам ĕç укçин 100 проценчĕпе танлашмалла;
хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчи педагогсен вăтам ĕç укçи республикăри учительсен вăтам ĕç укçин 75 проценчĕпе танлашмалла;
пуçламăш тата вăтам профессиллĕ вĕренÿ учрежденийĕсенчи преподавательсемпе производство вĕрентĕвĕн маçтăрăсен вăтам ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçин 75 проценчĕпе танлашмалла;
аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчи преподавательсен вăтам ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçин 110 проценчĕпе танлашмалла;
наука сотрудникĕсен вăтам ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçин 128 проценчĕпе танлашмалла;
культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçин 57,8 проценчĕпе танлашмалла;
врачсен тата медицина организацийĕсенчи медицинăн аслă пĕлĕвне (фармацевт пĕлĕвĕ) е медицина услугипе тивĕçтерме май паракан урăх аслă пĕлÿ илнĕ ĕçченсен вăтам ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçин 129,7 проценчĕпе танлашмалла;
социаллă ĕçченсен, вăл шутра медицина организацийĕсенчи социаллă ĕçченсен, вăтам ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçин 47,5 проценчĕпе танлашмалла;
вăтам медицина персоналăн (фармацевт пĕлĕвне илнисен те, медицина услугисемпе тивĕçтерекенсен те) вăтам ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçин 75,6 проценчĕпе танлашмалла;
кĕçĕн медицина персоналăн (медицина услугисемпе тивĕçтерекенсен те) республикăри вăтам ĕç укçин 50,1 проценчĕпе танлашмалла;
тăлăха юлнă ачасене тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕ-хĕсĕр юлнă ачасене услугăсемпе тивĕçтерекен вĕренÿ организацийĕсенчи педагогсен, медицина е социаллă организацисенчи ĕçченсен вăтам ĕç укçи республикăри вăтам ĕç укçин 75 проценчĕпе танлашмалла.
Ĕç укçине пĕрремĕш хут январĕн 1-мĕшĕнче ÿстерессине пурнăçланă. Малашне те ĕç укçине отчетлă тапхăрта республикăри вăтам ĕç укçин кăтартăвĕпе никĕсленсе ÿстереççĕ.