16 февраля 2013 г.
Пилĕк çул каялла Чăваш Республикин Президенчĕ «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем туса ирттерессин тата тирпей-илем кĕртессин пилот проекчĕсене пурнăçа кĕртесси çинчен» Указа алă пуснăччĕ. Çавăнтанпа ятарлă комисси çуллен конкурса тăратнă проектсене пăхса тухса вĕсене пурнăçа кĕртмеллисен списокне çирĕплетет. Кăçал ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех, ял тăрăхĕсем конкурса хутшăнса хăйсен пилот проекчĕсене пурнăçлама пуçăнакансем пур-и; Çавăн пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм район администрацийĕн пуçăлхĕн çумĕпе, капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктуăрна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА тĕл пулнă май.
– Владимир Германович, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан пилот проекчĕсене пурнăçа кĕртессинче улшăнусем пур-и?
– Малтанах çавна каласа хăварас пулать. Пилот проекчĕсемпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен территорийĕсенче туса ирттерекен строительство, юсав, тирпей-илем ĕçĕсем валли укçа-тенкĕне республика бюджетĕнчен те куçарса параççĕ, кунпа пĕрлех вара вырăнти бюджетран та çав ĕçсем валли укçа хывни кирлĕ. Иртнĕ çулсенче Чăваш Республикин бюджетĕнчен куçарнă сумма чухлех 50 процент шучĕпе вырăнти бюджетран та куçармалла пулнă. Ял тăрăхĕсен бюджечĕсем вара хĕсĕкрех пулнине шута илсе кăçал ку шайлашăва улшăнусем кĕртнĕ. Кăçалтан вырăнти бюджетран республика уйăракан сумма виçин 25 проценчĕ чухлĕ уйăраççĕ.
– Комплекслă компактлă строительство ĕçсем туса ирттерессипе хăш ял тăрăхĕсен пилот проекчĕсене пурнăçа кĕртмелле пулĕ кăçал?
– Пилот проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçе ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви, Ял хуçалăх министерстви, Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министерстви хутшăнаççĕ. Çак кунсенче республика Ял хуçалăх министерствинче Сергей Павлов вице-премьер ертсе пынипе конкурса тăратнă документсен пакечĕсене тишкерсе тухнă, итогсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕмпе республикăри район администрацийĕсенчен 69 проект тĕлĕшпе документсем тăратнă пулнă. Вĕсенчен кăçал пурнăçа кĕртме 41 ял тăрăхĕн проектне суйласа илнĕ. Ку шутра пирĕн районти Ярапайкасси ял тăрăхĕ те пур. Шел пулин те, Шетмĕпуç ял тăрăхĕ тăратнă проект конкурс витĕр тухаймарĕ. Сăмах май иртнĕ çулсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсене Оринин, Йÿçкасси, Çатракасси, Чуманкасси, Турай, Москакасси, Катькас тата Юнкă ял тăрăхĕсен территорийĕсенче туса ирттерме май килнĕччĕ.
– Мĕнле сумма пирки сăмах пырать-ха?
– Ярапайкасси ял тăрăхне республикăран 1 миллион та 919 пин тенкĕ уйăрса пама пăхнă. Пĕтĕмпе вара республикипе ял тăрăхĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме уйăрса пама республикăн кăçалхи бюджетĕнче 62,5 миллион тенкĕ пăхса хунă. Иртнĕ çул ку сумма 55 миллион тенкĕ пулнăччĕ. Вăл шутран вĕрентÿ учрежденийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме 39,8 миллион тенкĕ (пĕлтĕр 35 миллион тенкĕ), культура учрежденийĕсем валли 22,7 миллион тенкĕ (пĕлтĕр 20 миллион тенкĕ) уйăраççĕ.
– Ярапайкасси ял тăрăхĕпе комплекслă компактлă строительство ĕçĕсен шучĕпе пурнăçлама мĕнле объектсене кĕртнĕ-ши?
– Сăмах кунта Шурчари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата Ярапайкассинчи вăтам шкулсем, Шурчари Культура çурчĕ пирки пырать. Капиталлă юсав ĕçĕсене палăртнă пур объектра та туса ирттерме уйăракан укçа-тенкĕ сумми çителĕксĕрри паллă. Çавăнпа та вырăнти лару-тăрăва шута илсе укçа-тенкĕне ăçта хывассипе хăш-пĕр тÿрлетÿсем туса ирттерме тивĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.