16 февраля 2013 г.
Район администрацийĕнче «пĕр чÿрече» мелĕпе ĕçлекен нумай функциллĕ центр халăха йышăнма пуçларĕ. Кунта халĕ центрăн малтанхи утăмĕсем пурнăçланаççĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ вара çынсемшĕн хăйне майлă çĕнĕлĕх. Çавна май эпĕ унăн ертÿçине Татьяна Корольковăна редакци тĕпелне чĕнтĕм, хăш-пĕр ыйту çине хуравлама ыйтрăм.
– Татьяна Евгеньевна, асăннă центр пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр, тархасшăн?
– Административлă реформа пынă май Раççей Федерацийĕнче нумай функциллĕ центрăн анлă тытăмне йĕркелеме палăртнă. Çак ĕç патшалăх управленийĕн системин ĕç-хĕлне улăштарас, влаçăн ĕç тăвакан функцине оптимизацилес, çавна май патшалăх службипе çынсем хушшинчи хутшăнăва шайлаштарас, тухăçлăрах йĕркелес тĕлĕшпе пурнăçланать. Çапла вара çĕнĕ тытăм ку тĕлĕшри ĕçре уççăнлăх кĕртмелле, çынсен ыйтăвĕсене тĕпе илмелле.
Асăннă центр патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе уйрăм çынсене, юридически сăпатсене (хăй тĕллĕн ĕçлекен организацисене) «пĕр чÿрече» мелĕпе тивĕçтерекен учреждени шутланать. Кунта килнĕ çынна чи малтанах тивĕçлĕ консультаци паратпăр, документсене йышăнатпăр. Палăртнă вăхăтра унăн хатĕр документсем илме килмелле. Çапла вара пирĕн центр çынпа влаç органĕсен çирĕп çыхăнтаруçи пулса тăрать.
– Çапах та эсир мĕнле ыйтусемпе йышăнатăр-ха?
– Нумай функциллĕ центр кăткăс, документпа справка пухасси вăрах тăсăлакан ыйтусемпе йышăнать: çĕр арендин килĕшĕвне тăвасси, çĕр лаптăкĕн суту-илÿ килĕшĕвне йĕркелесси, çĕр лаптăкĕпе усă курассин тĕллевне улăштарасси, муниципаллă пурлăх реестрĕнчен çырни.
Кунти ĕç-хĕл пуриншĕн те çĕнĕлĕх, малашне вара центр аталанса пырĕ. Çавна май хăш-пĕр документсене пухассинче центр ведомствăсем хушшинчи электронлă информаци системипе усă курĕ, çакă çынсен ыйтăвĕсене татса парассине татах та хăвăртлатĕ. Унсăр пуçне услуга переченĕ те ÿсĕ.
– Малашне тенĕрен, ăна эсир хăвăр ĕçре еплерех куратăр?
– Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев пирĕн ума пысăк тĕллев лартрĕ, 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурăнакансен 90 процентне нумай функциллĕ центр услугипе «пĕр чÿрече» мелĕпе тивĕçтермеллине палăртрĕ. Çавна май ял тăрăхĕсенче те модельлĕ библиотека базинче çак ĕçе йĕркелемелле.
Эпир район çыннисене хамăр пата чĕнетпĕр, услугăпа тивĕçтересси пирки тĕплĕнрех 62-3-15 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
Р. Илларионова калаçнă.