Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕ

16 февраля 2013 г.

Февралĕн 14-мĕшĕнче республика парламенчĕн иртнĕ вуннăмĕш сессийĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тата халăх патне çулсеренех яракан Çырăвĕпе тухрĕ. Тÿрĕ трансляци Интернет сетĕнче, «Раççей-24» информаци каналĕпе, Чăваш наци телекуравĕпе тата наци радиовĕпе пычĕ. Кăçал çĕнĕлĕх пур: «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар» Çырăва ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен калакан çулленхи отчетпа пĕрлештернĕ.

Çак кунсенче республика парламентарийĕсем, экспертсем, ĕç çыннисем Çырăва тишкерсе хак параççĕ, вăл ку таранчченхи ĕçсене критикăлла хак паракан, малашлăхри тĕллевлĕ ĕçсене уçăмлатакан пĕлтерĕшлĕ документ пулса тăнине палăртаççĕ.

Ырри сахал мар. Хаклава тĕпе хурас тăк эпир чăннипех ÿсĕмлĕ ĕçлетпĕр: социаллă ыйтусене татса парас енĕпе те, экономикăна аталантарассипе те. Кăçалхи тĕллевсем вара пысăкрах та анлăрах. Уйрăмах социаллă ыйтусем чылай. Çурт-йĕрпе, ачасене садиксемпе тивĕçтерессине асăнмалла. Кунта пурин те пĕрле вăй хуни кирлĕ.

Бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатасси – пысăк тĕллев. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, паллах, ытларах çине тăма тивĕ.

Республика Пуçлăхĕ сăмахне кашни çыннăн хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăрăшса ĕçлемелли пирки каланипе пуçларĕ, эпир лайăх ĕçлесен республика, унăн экономики сулмаклă утăмсемпе малалла каяссине çирĕплетнипе вĕçлерĕ.

Çырупа паллаштарнă хыççăн Михаил Игнатьев депутатсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика