21 января 2015 г.
Январĕн 19-мĕшĕнче, Турăна шыва кĕртнĕ кун, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чиркĕве çĕклеме хăвăн кирпĕче хыв" ыр кăмăллăх акцине хутшăннă. Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта çĕклекен пысăк чиркĕве тума кашниех хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Мероприятие Правительство членĕсем, тĕн представителĕсем, депутатсем, бизнес пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем пухăннă.
Михаил Васильевич пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăнма кăмăл тунисене тав сăмахĕ каланă, çак пысăк чиркĕве туса лартнă май пурнăçа юратакансен, савăк кăмăллă çынсен йышĕ республикăра татах хутшăнĕ тенĕ, акцие хутшăнса хăй те 25 пин тенкĕ хывнине пĕлтернĕ. Калинин урамĕнче пулакан çак чиркÿре пĕр харăсах 1000 çын кĕлĕне хутшăнма пултарĕ. Пулас чиркĕвĕн пĕрремĕш кирпĕчне вара Сергий Радонежский çуралнăранпа 700 çул çитнине уявланă май 2014 çулхи майăн 6-мĕшĕнче хунă.
Акцие кирек кам тата кирек епле организаци те хутшăнма пултарать. Укçа хывакансене 300, 1,5 пин тата 3 пин тенкĕллĕ сертификат параççĕ. Ятран паракан кирпĕч туянса кашниех ун çине хăйĕн е тăванĕсен ятне çырса хума пултарĕ. Ку кирпĕчсене чиркÿ стенисене хурса хăварĕç.