28 января 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - йĕркелÿпе кадрсен, право тĕлĕшĕнчен тивĕçтерессипе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Лилия ТАРАСОВА хаклать:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче нумай ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи куна республикăра çынсен пурнăç тăршшĕ (71 çулпа танлашнине) тата 2010 çултанпа пирĕн республикăра нумай пурăнакансен йышĕ 18,5 процент ÿснине калани кăмăла уйрăмах хăпартрĕ, мĕншĕн тесен пирĕн республикăн тĕп пуянлăхĕ - унăн çыннисем.
Нумай ачаллă çемьесем те 25 процент чухлĕ нумайланнă. Паян республикăри кашни 15-мĕш çемье виçĕ е ытларах ача пăхса çитĕнтерет. Халăх йышĕ хăй хальлĕн ÿсни 848 çынпа танлашать.
Çак цифрăсем хыçĕнче питĕ пысăк ĕç тăрать тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен демографи ыйтăвĕ чылай факторпа тачă çыхăннă. Кунта вара медицина кăна мар, çут çанталăк тĕлĕшĕнчи лару-тăру та, экономика аталанăвĕ те, социаллă сферăра пулса иртекен улшăнусем те, ытти те пысăк вырăн йышăнать.
Акă пĕлтĕр Чăваш Енре "Сывлăх профильне" çирĕплетрĕç. Республика Пуçлăхĕ Çырура 2015 çулта кашни муниципалитетăн хăйĕн "Сывлăх профилĕ" пулмаллине палăртса каларĕ, кашни çемьен те. Çыннăн пурнăçĕнче физкультура пĕлтерĕшлĕ пулмаллине ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе кăтартса памаллине те асăнчĕ М. Игнатьев. Çырура çакна палăртни кăмăла кайрĕ.
Пирĕн районта пурăнакансем хăйсене пур енлĕн лайăх туйччăр тесе хальхи вăхăтра эпир те шăпах "Сывлăх профильне" туса çирĕплетессипе ĕçлетпĕр.
Çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттеретпĕр: район шайĕнчи пысăк мероприятисенчен пуçласа çынсемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçни таранах. Акă районта ача çураласси ÿссе пырать: 2013 çулта 424 ача çуралнă пулсан, пĕлтĕр - 439. Юлашки çулсенче çемьере иккĕмĕш, виççĕмĕш ачасем ытларах çуралассин тенденцине те асăрхатпăр: виçĕм çул районта 189 çемье йĕркеленнĕ пулсан, пĕлтĕр - 192. Мăшăрсем уйрăласси, пĕчĕккĕн те пулин, чакать: 2013 çулта ку хисеп 91-пе танлашнă, пĕлтĕр - 80-па. Нумай ачаллă çемьесем те районта йышлансах пыраççĕ. 2012 çулта кун пек çемьесем 394 пулнă, 2013 çулта - 416, 2014 çулта вара - 450.
Йывăр лару-тăруллă çемьесене тупса палăртас тата вĕсене пулăшас тĕллевпе çемьесене тухса çÿрессине практикăна кĕртнĕ. Пĕлтĕр кăна районти профилактика субъекчĕсем 500 ытла çемьене çитсе килнĕ, малтанхи çул - 491 çемьене. Район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн учетĕнче тăракан ачасен йышĕ çулсерен чакса пынине те лайăх кăтарту тесех хакламалла.
Çапла тĕрлĕ енлĕ вăй хурса çемье, ачалăхпа амăшлăх ыйтăвĕсене районта малашне те малти вырăнтах тытса çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тимлĕпĕр.