28 января 2015 г.
Чуманкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Валерий ВАСИЛЬЕВ:
- Çырура республикăри нумай ыйтăва çĕршыври лару-тăрупа çыхăнтарса çĕкленĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе умри тĕллевсене палăртрĕ. Çакă кашни çынна, кашни ĕç, вĕренÿ коллективне пырса тивет.
Çырура мана уйрăмах вĕренÿ системине юлашки виçĕ çулта пысăк тимлĕх уйăрни килĕшрĕ. 2014 çулта республикăн пĕтĕмĕшле бюджетĕнчен вĕренÿ сферине 31,2 процент таран укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак цифра пирĕн район бюджетĕнче 61 процентпа танлашать. Çавăнпа та районти шкулсемпе ача сачĕсене юсаса çĕнетесси - паян депутатсен районти Пухăвĕ, район администрацийĕ умĕнче тăракан тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.
2014 çулта анчах юсав ĕçĕсем тума район бюджетĕнчен хушма 14 миллион ытла тенкĕ укçа уйăрнă. Кун пекки халиччен пулман. Çавăн пекех Çырура математикăна вĕрентесси тата инженери класĕсене анлăлатасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Кунта Михаил Игнатьев республика пуласлăхĕ çинчен шутлани куç кĕрет тата пулас кадрсене шкултах хатĕрлеме пуçламалли те.
Эпĕ çырăва пĕтĕмпех ырлатăп. Ăна хамăр ĕçре тĕпе хурса пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшăпăр.