Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат пурри ырă шанчăк çуратать

28 января 2015 г.

 

Уй-хирте туса илнĕ продукцие выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе килĕшÿллĕ çыхăнтарса пырсан кăна рентабеллĕ производство пирки калаçма пулать. Тĕнчери тата çĕршыври лару-тăрупа паллашса тăракансем паян вырăнти паха продукци хакĕ ÿснине шута илсе ял хуçалăх продукцине ытларах туса илессипе тимлеме пуçларĕç. Çапла вара малашлăха пăхакан, ял хуçалăх производствине аталантарассине çĕршывра йышăннă программăсемпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртекен ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хĕл кунĕсенче те алă усса лармаççĕ. Ĕçлеççĕ те ÿсĕм чиккисене çĕнсе пыраççĕ, аталанăвăн çĕнĕ формисене алла илеççĕ, ыттисемшĕн тĕслĕхе тухаççĕ.

Иртнĕ эрнере фермăри хĕл кунĕсем епле иртнипе паллашма район шайĕнчи комисси ĕçлеме пуçларĕ. Ĕç ушкăнĕпе малтанхи кун эпир Е. Андреев ячĕпе хисепленекен, "Путь Ильича", Ильич ячĕпе хисепленекен, Чкалов ячĕпе хисепленекен, Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсенче пулса унти ĕç-хĕлпе çывăхарах паллашрăмăр. Тĕрĕслевсем паянхи ферма коллективĕсенчи икĕ ене куç умне кăларчĕç. Эпир çитнĕ кашни фермăрах çав кун выльăх апачĕ ытлă-çитлĕччĕ. Рулонсенчи утă та, сенаж-силос та паха пулни продуктивлăх çине ырă витĕм кÿни пире иккĕлентермерĕ.

"Путь Ильича" агрофирмăра ĕнесене тăрантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Рационта кукуруза силосĕ, улăх-çаран ути, вăрă чусти (жмых), урпа, тăвар, сода, премикс пур. Рациона балансласа парассипе кунта ятарлă организаци ĕçлет. Çапла вара хуçалăх паян районăн вăтам кăтартăвĕнчен ытларах сĕт сăвать.

- Сăвăма тивĕçлĕ шайра тытни умри çур акине тĕплĕн хатĕрленме пулăшать. Çакна комплексра ĕçлекенсем лайăх ăнланаççĕ, - терĕ комплекс ертÿçи В. Никитин ферма ĕçченĕсем ирхи сăвăм хыççăн пÿлĕмсене тирпейленине кăтартса.  

Хĕл сивви - выльăх-чĕрлĕх усраканшăн хăйне евĕр экзамен. Продуктивлăха тивĕçлĕ шайра упраса хăварма пулĕ-и, çакна валли апат çитĕ-и, ĕнесенчен пăру илесси упранса юлĕ-и;

Çак ыйтусем çине Суворов яч. хис. хуçалăхра хăйне евĕр хурав параççĕ. Кунта кашни утăма перекет ыйтăвĕпе туни курăнать. Халĕ калани йывăрлăхсене çĕнме, çĕнĕлĕхсене алла илме, пурнăçлакан ĕçшĕн яваплăха туйма вĕрентет. Çатракассисем малтуртăмлă ĕçлени алă усмасан ÿсĕм çулĕ никамран та пăрăнманни пирки калать. Эпир çитнĕ кун Валентина Макарова ертсе пыракан фермăри сарайсенче тирпейлĕх хуçаланатчĕ.

Вырăнсенче тирпейлĕ пулни çак кун эпир çитнĕ кашни фермăрах куç умĕнчен каймарĕ. Выльăхран тупăш ытларах илес тесен вĕсем тĕлĕшпе тимлĕхĕ те нумайрах кирлĕ çав. Çакна Е. Андреев яч. хис, Чкалов яч. хис, Ильич яч. хис. хуçалăхсенче те курма май пулчĕ. Паллах кашнин тирпейлĕхĕ хăйĕн шайĕнче.

Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсăр пуçне эпир çитнĕ кашни коллективрах ĕнесене хĕл кунĕсенче уçăлма кăларассипе ăнăçлă ĕçлетчĕç. Çакă та продуктивлăх çине ырă витĕм кÿнине выльăх-чĕрлĕх пăхакансем ăнланни курăнчĕ.

Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассипе епле ĕçленипе паллашасси районта малалла пырать.

 

РЕЙД УШКĂНĔ:

Л. БОЯРИНОВА, район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕ пайăн тĕп эксперт специалисчĕ*

Н. ТРИФОНОВ, районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ*

А. БЕЛОВ, район хаçачĕн экономика пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика