Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарсем сахалланаççĕ теме çук…

28 января 2015 г.

 

Пушар хăрушлăхĕ паянхи пулăм мар. Çавăнпа та ун çине çиелтен пăхакансемпе килĕшме çук, килĕшес те килмест. Мĕн шутлать-ха Муркаш енри пушар хăрушсăрлăхĕ пирки патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Константин КОСАЧЕВ? Çак ыйтуран пуçларăмăр эпир çулталăк ĕçĕсене пĕтĕмлетсе хамăр калаçăва.

- 2014 çула пĕтĕмлетнĕ май сирĕн ыйтăвăр çине кĕскен кăна хуравлассăм килмест. Хаçат вулакансемпе калаçмалли нумай, чылайăшне хумхантаракан татса паман ыйтусем те самай пухăнчĕç. Вĕсем кашниех пушар хуралĕн аталанăвĕпе пĕрлех халăх пурнăçĕпе, район экономикин аталанăвĕпе çыхăннă. Апла пулсан пирĕн паянхи калаçура кашни сăмах пĕлтерĕшлĕ. "Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен" Федераллă Саккунта палăртнă тăрăх пушар хуралĕн тĕп задачисем - инкек тухассинчен сыхланассине йĕркелесси тата "хĕрлĕ автана" вăхăтра сÿнтересси.

Кил-çуртра, техника хатĕрĕ çинче е экономика объектĕнче пушар тухни нумай чухне граждансем унран сыхланмалли правилăсене пăхăнманнинчен вăй илет: 100-шер пин е ытларах та тенкĕлĕх пурлăха самантра кĕл тăвать. Ирĕке кайнă çулăмра çын пурнăçĕ татăлни уйрăмах хăрушă пулăм. Çакна ăнланатпăр, анчах пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине çав-çавах иккĕмĕш вырăна хăваратпăр. Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук. Лăпкă вырăнта пурăннине пăхмасăрах, пирĕнтен кашнинех вăл е ку асăрханусăрлăха пула самантлăха тимлĕхе çухатни каялла тавăрма çук çухатусем патне çитерет. Юнашар çынсем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни, вĕсене сĕмсĕррĕн пăсни çине ыттисем пÿрне витĕр пăхни те "хĕрлĕ автан" тухассипе хăратса тăрать.

- Константин Юрьевич, иртнĕ çул районта миçе пушар пулчĕ; Вĕсен хисепĕ унчченхи çулхисемпе танлаштарсан мĕнлерех шайра; Ăна пĕтĕмлетсе районта пурăнакансем хушшинче пушар хăрушсăрлăх культури ÿсни пирки калама пулать-и?

- Çĕршывăмăрта 1994 çултанпа "Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен" Федераллă Саккун ĕçлени çынсем хушшинче те яваплăха ÿстернине куратпăр. Ытарлатса каласан тата вырăнти лару-тăрупа пăхсан - çакă йăлтах районăмăр лăпкăлăхĕшĕн, унăн аталанăвĕшĕн. Районта пурăнакансем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине мала кăларни вĕсем мал туртăмлă пулни пирки калать. Ку вăл - Муркаш енре пурăнакансемпе пирĕн пĕрлехи ĕç. Гражданла оборона системине лайăхлатас, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата ăна вăхăтра сирес, оперативлă ĕçсене хатĕр пулас тĕлĕшпе эпир пурнăç улшăнăвĕсемпе тан пыма тăрăшатпăр. Çĕнсе илнĕ чикĕрен малашне те чакас марччĕ. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ пирки сăмах пуçласан çакна палăртмалла. Юлашки 4 çул хушшинче район территорийĕнче çулсерен 34 - 39 "хĕрлĕ автан" алхаснă. Пĕлтĕр вĕсен хисепĕ 39 пулчĕ, ирĕке кайнă çулăмра 4 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Вут-çулăм кÿнĕ тăкак пĕтĕмпе 5 миллион тенкĕрен иртрĕ.

- "Хĕрлĕ автан" пирки калаçнă чух вăл вăй илнĕ сăлтавсене те пĕлес килет. Иртнĕ çулхи пушарсем унчченхи çулхисемпе танлаштарсан мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

- Хамăр ĕçĕмĕрте эпир профилактика пĕлтерĕшне яланах тĕп вырăнта тытса пыма тăрăшатпăр. Пушар хăрушсăрлăх ыйтăвне тивĕçлĕ шая çитерессипе ял тăрăхĕсемпе пĕрлех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем те алă усса лармаççĕ. Кунта манăн паян 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕсĕр пуçне уйрăм пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те пушар машинисем тытнин, ирĕклĕ пушар хуралĕсене ĕçлеттернин ырă пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăрас килет. Пĕрлехи тăрăшулăха пула ирĕке кайнă вут-çулăмпа туллин кĕрешме ятарлă техника кăларма кирек хăçан та хатĕр пулни инкексене вăхăтра çăварлăхлама пулăшать.

Юлашки 4 çулхи пушарсем тенĕрен статистикăпа паллаштаратăп. 2011 çулта районта тухнă 35 пушарта 5 çын пурнăçĕ татăлнă. 2012 çулхи 38 инкекре вара 7 çын (вăл шутра пĕри - ача) пурнăçран уйрăлнă. Виçĕм çул ку шут сахалланчĕ: 34 пушар 2 çын пурнăçне илсе кайрĕ. Пĕлтĕрхи лару-тăрупа маларах паллаштартăм ĕнтĕ.

Çак ÿкерчĕке чĕрĕк ĕмĕр каяллахипе танлаштарсан халăхра пушар хăрушсăрлăх культури ÿсни курăнать. Вăл вăхăтра çулталăк хушшинче пулнă 70 ытла пушарта 10 - 15 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

- Пушарсен хисепĕ сахалланни хăрушлăх чакнине пĕлтермест. Çапла вĕт?

- Сирĕн ыйту çине кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта пулнă инкекпе паллаштарнипе хуравлам. Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасан кунашкалли кирек ăçта та пулма пултарать. Тĕплĕнрех. 7 сехет те 54 минутра пушар хуралне уйрăм çын килĕнче инкек тухни пирки пĕлтереççĕ. Кĕске вăхăтрах вут-çулăмпа кĕрешме 6 пушар машини тата 37 çынран тăракан çăлавçăсен ушкăнĕ çитет. Ку вăхăта пÿрт çулăм тыткăнĕнче пулнă ĕнтĕ. Пушарнăйсем çулăма хăвăрт "çăварлăхлаççĕ", анчах... 9 сехет те 20 минутра çулăмпа кĕрешекенсем 1983 çулта çуралнă хĕрарăм виллине тупаççĕ. Тепĕр 10 минутран 60 çулхи асанне виллине кăвар хушшинчен кăлараççĕ. Ун хыççăнах çăлавçăсем 30 çул та тултарайман хĕрарăм пурнăç паллисем паманнине палăртаççĕ. Татах 20 минутран юр çине тăваттăмĕш вилене кăларса хураççĕ. Хăрушă ÿкерчĕк. Инкеке тĕпчессипе паян ĕçсем малалла пыраççĕ, анчах тĕрĕслевçĕсем малтанлăха ăнлантарнă тăрăх инкек электроприборпа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманран вăй илме пултарнă.

Çак инкек паян сивĕ хĕл кунĕсем тăнăран пÿрт-çурта хутса ăшăтнă чух электроприборсемпе те, кăмакасемпе те питех те асăрхануллă пулмалли пирки калать.

- Пушарсем ăçтан тухнине эсир кашни тĕслĕхрех тĕпчесе палăртатăр. Ку енĕпе куç умне мĕнле пĕтĕмлетÿ тухать?

- Иртнĕ çул район территорийĕнче пулнă пушарсенчен ытларахăшĕ килти хуçалăхсенче тухрĕç. Вĕсен сăлтавĕсем: мунча кăмакисемпе мăрйисем юсавсăр пулни, килти электрохуçалăх "ватăлни" тата унпа усă курас йĕркене сĕмсĕррĕн пăсни, уçă çулăмпа асăрханусăр пулни, ÿсĕрле пирус туртни, ачасем шăрпăкпа выляни. Эпĕ шутланă тăрăх пулнă инкексем ăнсăрт пулăмсем мар.   Вĕсенчен кашнийĕнченех асăрханма май пулнă. Пушар культури общество йĕркелĕхĕшĕн пулнине манас марччĕ тетĕп эпĕ паян. Хамăн сăмахăма хĕл сиввисемпе асăрхаттарнипе вĕçлем. Сивĕ кунсем тăни ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсене ял çыннисемпе ăнлантару ĕçĕсем ытларах ирттерме, пурăнмалли çуртсемпе çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче хăй тĕллĕн тунă электрокăмакасемпе усă курма чарма, тăнăç мар çемьесемпе эрех нумай ĕçекен çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсене уйрăм шута илме, ведомствăлла пушар хуралĕ тытакансен техника юсавлăхĕ çине тимлĕх уйăрма, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вырăнти хуçалăх ертÿçисен çулсене юртан тасатса тăрассипе тимлĕ ĕçлеме ыйтать. Çакна пăхăнсан инкексен хисепĕ те чакĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика