Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсемшĕн ял шăпи ют мар

28 января 2015 г.

 

Çулленех ял тăрăхĕсене тухса вырăнсенче район администрацийĕн кунĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Халăхпа тĕл пулнă май район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсем районăн отчетлă тапхăрти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе, малашлăх задачисемпе паллаштараççĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем, полицин участокри уполномоченнăйĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчетсем туса параççĕ, вырăнсенчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ.

Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие кăçал та ирттерме палăртнă. Ятарлă графикпа килĕшÿллĕн кун пек тĕл пулусене кашни ял тăрăхĕнчех йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш тĕл пулусем январĕн 23-мĕшĕнче Уйкас Янасал тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче иртрĕç. Вырăнти активпа, ял çыннисемпе Уйкас Янасалта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Ираида Дмитриева, Йÿçкассинче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Лилия Тарасова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Аникина тĕл пулчĕç.

Йÿçкасси ял тăрăхĕнче тĕл пулу Йÿçкассинчи информаципе культура центрĕнче иртрĕ. Хăйĕн отчетĕнче Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин çавна палăртрĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ умĕнче тăракан тĕп задача вăл ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси, вĕсене пурăнма хăтлăрах условисем туса парасси пулса тăрать. Кунта вара депутатсен корпусĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем - халăх шаннă çынсем. Ял çыннисен кулленхи ыйтăвĕсене, проблемисене лайăх курса-пĕлсе тăраççĕ. Иртнĕ çул депутатсен ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн ларăвĕсене 10 ирттернĕ. Вĕсенче ял тăрăхне аталантарассипе пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕн администрацийĕ территорири ытти структурăсемпе, обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пыма тăрăшать. "Ял çыннисен ыйтăвĕсене татса парассине чи мала хуратпăр. Вĕсен пĕр ыйтăвĕ те асăрхамасăр ан юлтăр тесе тăрăшатпăр", - палăртрĕ Анатолий Николаевич. Çынсенчен ытларахăшĕ вара çĕрпе усă курассин, территорисене тирпей-илем кĕртессин, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн, пурăнмалли çурт-йĕре харпăрлăха парассин ыйтăвĕсене хускатнă. Сăмах май ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе 17 тĕл пулу йĕркеленĕ.

Ял тăрăхĕн иртнĕ çулхи бюджетне 5419,2 пин тенкĕ çирĕплетнĕ пулнă. Ăна тупăшсем енĕпе те, расхутсем енĕпе те туллин пурнăçлама май килнĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн балансĕ çинче шыв уçламалли 12 башня (вĕсенчен ĕçлекеннисем 10), нумай хваттерлĕ 3 çурт шутланса тăрать. Асăннă çуртсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерессипе татса памалли ыйтусем пур-ха. Кунпа пĕрлех тасатмалли сооружени хута ярассин ыйтăвĕ те кун йĕркинчех.

Ял çыннисем тĕл пулура ял урамĕсенче çул тăвассин, çулсене тытса тăрассин, ял çыннисенчен пухакан сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессин, район центрĕнчи хăш-пĕр аптекăсенче фанфуриксем сутассине чарассин, эрех ĕçекенсемпе тата ялсенче спирт сутакансемпе тивĕçлĕ кĕрешÿ пуçарассин, пушар депоне тытса тăрассин, ялсенче чупса çÿрекен кăкарман йытăсене чакарассин ыйтăвĕсене, çавăн пекех "Ударник" хуçалăхăн малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусене те çĕклерĕç, вĕсене татса парассипе мĕнле ĕçсем туса ирттерме кирли пирки калаçрĕç.

Çулсем тенĕрен, вĕсем ялсенче пĕтĕмпе 32,8 километр тăршшĕ. Çул-йĕр юсама тата тытса тăма иртнĕ çул 1259 пин тенкĕ ытла уйăрнă. Çулсене юсассипе 2014 çулта япăх ĕçленĕ темелле мар. Хушма укçа-тенкĕ тупса та юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăрассипе те проблемăсем пулман. Çак ĕçе "Ударник" хуçалăхпа килĕшÿ туса пурнăçланă.

Урамсене çутатса тăма 150,3 пин тенкĕ уйăрнă. Электроэнергие перекетлес тĕллевпе ятарлă релесем вырнаçтарса тухнă. Вăрманкасси тата Патаккасси ялĕсенче электролинисем хута ярас ĕçе февраль уйăхĕнче вĕçлеме палăртаççĕ.

Ялсенчен йăла каяшĕ тиесе кайма 130 пин тенкĕ расхутланă. Кăçал вара ку енĕпе перекетлĕрех пулма тивет. Бюджетра ку тĕлĕшпе 68 пин тенкĕ кăна пăхса хăварнă.

Анатолий Николаевич Хурăнкасси, Анатри Панкли, Тури Панкли ялĕсенче пурăнакансем иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнчи пăрлă çумăр синкерне пĕтерме активлă хутшăнни пирки асăнчĕ, йывăр самант сиксе тухсан пĕр шухăшлă пулнăшăн ял çыннисене тав сăмахĕ каларĕ.

Пушар деповĕн икĕ автомашинине тытса тăрасси малашне "Ударник" хуçалăх çинче пулмасть. Çавăнпа та ял çыннисен кашни хуçалăхĕнчен 300-шер тенкĕ пухма тытăнма тивет.

Хальхи вăхăтра хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетĕнче 20 çемье. Тĕрлĕ программăсемпе икĕ çемье иртнĕ çул ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

Тĕл пулура çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Илья Алексеев депутат ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет туса пачĕ.

2014 çулта Йÿçкасси ял тăрăхĕн территорийĕнче 27 преступлени регистрациленĕ. Унчченхи çул вара вĕсен шучĕ 36 пулнă. Преступленисен шучĕ чакнă пулин те, ыйтусем çук мар. Вĕсем пирки хăйсен сăмахĕнче РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Виталий Федоров тата полицин участокри уполномоченнăйĕ Виктор Бирюков чарăнса тăчĕç.

Преступленисенчен ытларахăшĕ эрех ĕçнипе çыхăннă. Çавăнпа та преступленисем тăвассине асăрхаттарассине, профилактика мероприятийĕсене эрех ĕçнипе кĕрешессипе çыхăнтармасăр май çук. Кунта вара участковăй ĕçĕ кăна çителĕксĕр. Ял çыннисен, обществăлла формированисен, депутатсемпе старостăсен тата ыттисен те пĕрле çыхăнса ĕçлес пулать.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçĕ-хĕлĕ, патшалăх çынсене тивĕçтерекен социаллă пулăшу мелĕсем пирки районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Аникина каласа пачĕ.

Районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Патшалăх Канашне янă Çырупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Лилия Тарасова паллаштарчĕ.

"Çапла, ÿсĕмсемпе пĕрлех пирĕн умра тăракан ыйтусем те сахал мар. Кусем вĕсем пĕрлешÿллĕ ял хуçалăх предприятине сыхласа хăварса малалла аталантарасси, шывпа тивĕçтересси тата тасатмалли сооружени тăвасси, ĕç вырăнĕсем йĕркелесе çынсене ĕçпе тивĕçтересси, урамсенчи çулсене юсасси, çĕр участокĕсене шута илсе харпăрлăха çирĕплетсе пĕтересси, ялсенче йăла каяшĕ пухмалли ятарлă вырăнсем йĕркелесси тата ытти те. Хамăр патра пурнăç условийĕсем лайăхрах, пурăнма интереслĕрех те хăтлăрах пуласси ытларах хамăртанах килнине ăнланса пурте пĕрле ĕçлесе пырсан, çак ĕçе кашниех хăйĕн тÿпине хывма тăрăшсан эпир вĕсене ăнăçлах татса пама пултарăпăр", - терĕ тĕл пулу итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин.

 

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика